Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ах, хитре-çке сассисем, илĕртỹллĕ ташшисем...

Категория: Культура Опубликовано: 18.04.2018, 09:59 Просмотров: 951

IMG 1074Раççейри Ырă тăвакансен, Чăваш Енри Иван Яковлев çулталăкне халалланă чаплă концертсем иртрĕç апрелĕн 12-13-мĕшĕсенче районти Культура çуртĕнче. Ял тăрăхĕсен йăлана кĕнĕ смотр-отчечĕсем вăхăтĕнче пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене суйласа илнĕ, шăпах çавсене курма халăх йышлă пухăнчĕ. Гала-концертсем пуçланичченех залра пĕр пушă вырăн та çукчĕ.

Артистран та кая мар

Пĕччен тата иккĕн юрлакансем те, кулăшла сценка кăтартакансем те, сăвă калакансем те пулчĕç апрелĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ аслисен гала-концертĕнче. Пĕтĕмпе 40 номер курса савăнчĕç концерта пухăннисем. Уява Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи вĕрентекенсен хорĕ (ертỹçи - Валентина Грачева) уçрĕ. Вăл "Москва майская" юрă шăрантарчĕ. Юлашки çулсенче сцена çине вĕрентекенсен хорĕ тăтăшах тухни савăнтарать. Кăçал та акă сцена çинче хĕрлĕчутайсемсĕр пуçне мăнэтменсене, питĕркассисене, шулюсене, атнарсене курма май килчĕ. Вĕсем хăйсен репертуарне çулсерен çĕнетсе пыраççĕ.

Унтан куракансен умне районти Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсем Татьяна Зарубина тата Олег Сулейманов "Русский вальс" юрăпа тухрĕç. Çак шкулти преподавательсен вокал ансамблĕ (аккомпаниаторĕ - Олег Сулейманов) "Ял-йышпа пĕрле" юрă шăрантарчĕ.

Уява малалла районти Культура ĕçченĕсем тăсрĕç. Ветерансен халăх хорĕ (ертỹçи - Василий Романов) куракансене "Туслăх юррипе" савăнтарчĕ. Лариса Грушенкова сцена çине "Лебединая верность" юрăпа тухрĕ.IMG 1234

Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи "Ярапа" ташă ансамблĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл "Чăваш ташши" тата "Деревенская кадриль" ташăсемпе савăнтарчĕ. Çав тăрăхра пурăнакан Галинăпа Вячеслав Кудряшовсен çемье дуэчĕ юлашки вăхăтра радиопа тăтăшах янăракан "Упра мăшăрна" юрăпа куракансен кăмăлне кайрĕ. Светлана Яруткина та "Надежда" юрра илемлĕ шăрантарчĕ. Тралькасси ял тăрăхĕн хорĕ (ертỹçи - Николай Мемедейкин) сцена çине "Тăвансемĕр, тав сире" юрăпа тỹхрĕ. Олеся Митрякован "Беловежская пуща" тата Галина Тихонован "Саврăм, сана, сар каччă" юррисем залра илемлĕн янăрарĕç. Кунти театр пултарулăхĕн участникĕсем - Венера Романова, Лилия Жукова, Сергей Лаврентьев, Андрей Жуков - "Ача калаçать" сценкăпа халăха култарчĕç.

Киватикассисем сцена çине "Мĕн çитмест-ши пурнăçра" юрăпа тухрĕç. Ăна "Свобода" колхозăн хĕрарăмсен вокал ансамблĕ шăрантарчĕ. Кунти Культура çурчĕн инструментсен ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Тĕрлĕ кĕвĕсем калама тухнă купăсçăсен ушкăнĕ (коллективра арçынсен шучĕ хушăнни тỹрех куçа курăнать) уява татах та илемлетрĕ. Питĕркассисен хорĕ (ертỹçи - Георгий Ярлов) сцена çине "Кĕрешет тырпулшăн халăх" юрăпа тухрĕ. Венера Молодейкинапа Александр Колендрейкин "Эп телейлĕ санпа юнашар" юрра шăрантарса ватти-вĕттине те килĕшрĕç.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ те куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Раиса Михуткина "Я не могу иначе", "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕсен вокал ансамблĕ "А ну-ка, девушки", Надежда Окайкина "Шупашкара килтĕм", Александр Быков "Птица счастья" юрăсене шăрантарчĕç. "Хĕвел" ача сачĕн коллективĕ сцена çине "Гори, гори, ясно..." ташăпа тухрĕ.

Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Вера Жерженова "Улăп" сăвва илемлĕн вуларĕ. Владимир Храмовпа Евгений Инжебейкин тата хĕрарăмсен вокал ансамблĕ "Дело было в Пеньково" кинори Матвей юррине юрларĕç. Игорь Герасимов ертсе пыракан хор "Широка страна моя родная" юрра шăрантарчĕ.

Атнар тăрăхĕ те пултаруллă çынсемпе пуян. Нина Маркова "Родину свою не выбирают", Елена Волкова "Ытарайми тăванăмсем" (унăн сассине Фарида Фай-зуллина юрăçран уйăрса илме çук вара), Людмила Мадебейкина "Течет речка" юрă-семпе куракансен кăмăлне кайрĕç. Геннадий Орлов ертсе пыракан хор куракансен умне "Ялан юрлать чĕре" юрăпа тухрĕ.

Этменсен хорĕ (ертỹçи - Валерий Ярабаев) "Конь" юрра шăрантарчĕ. Александр Трофимов хăй шăрçаланă "И.Я.Яковлева халалласа" сăвва вуларĕ.

Пантьăк ял тăрăхĕн "Вишенка" ансамблĕ куракансене "Вăйă карти" вырăс ташшипе савăнтарчĕ. Арçынсен вокал ансамблĕ "Тăвана сутаканĕ çук" юрăпа тухрĕ. Çак тăрăхра пурăнакан Анна Артюшкина "Кам-ши юрă юрларĕ" юрра шăрантарса залра ларакансен чунне тыткăнларĕ.

Штанашсем те артистсемпе пуян. Вĕсен хорĕ (солисчĕ - Наталья Соловьева, ертỹçи - Николай Майоров) чи малтанах сцена çине "Горькая Родина" юрăпа тухрĕ. Унтан уява "Флаг моего государства" юрă илемлетрĕ (солисчĕсем - Николай Майоров тата Владимир Париков). Çак юрра шăрантарнă чухне зала çамрăксем ялавсемпе тухса хавхалантарни самай килĕшрĕ. "Штаваш" ансамбль мари халăхĕн ташшипе савăнтарчĕ. Татьяна Ефремова "Купола России", "Шуçăм" коллектив "Ăсатса яр, тăван" юрăсене шăрантарчĕç.

Пур ял тăрăхĕ те тăрăшса хатĕрленни курăнать. Коллективсене пурне те тăвăллăн аллă çупса кĕтсе илчĕç. Кăçалхи гала-концертăн хăйнеевĕрлĕхĕ - кашни ял тăрăхĕн хăйĕн ертỹçи пулни.

Пĕчĕк çăлтăрсем

IMG 1513Апрелĕн 13-мĕшĕнче сцена çине тухнă "пĕчĕк çăлтăрсем" те куракансене хăйсен çепĕç сассисемпе, илĕртỹллĕ ташши-юррипе тыткăнларĕç. "Пурах, пур пирĕн районта çамрăк талантсем, апла-тăк, пултарулăхăн та малашлăхĕ пур", - çакăн пек шухăш çуралчĕ концерт курса савăнса ларнă май.

Чи малтанах концерта районти Культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Сергеева тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Анна Иванова аван ертсе пынине палăртас килет. Аслисем хăйсен опытне çамрăксене парса, сцена çинче хăйсене тытма вĕрентсе пынине нимĕн те çитмест.

Уçă сассисемпе юрлакан ачасемпе çамрăксем чылай пулчĕç гала-концертра. Пĕччен те, икшерĕн те, хорпа та юрларĕç. Ачасен искусство шкулĕн хорĕ тата Екатерина Тверсковапа Надежда Ульянова (ертỹçи - Татьяна Зарубина), "Радость" вокал ансамблĕ (ертỹçи - Валентина Грачева), Ларисăпа Валерия Грушенковасен çемье дуэчĕ, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекен Анастасия Ремизова (ертỹçи - Фаина Корчагина), Кив Атикассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекен Наталья Тиверкина (ертỹçи - Николай Данилов), Питĕркасси шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем (ертỹçи - Татьяна Хохлова), Ачкасси ял тăрăхĕнчи Кристина Дементьева, Атнар ял тăрăхĕнчи ачасен хорĕ (ертỹçи - Геннадий Орлов), Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Карина Ямброськина (ертỹçи - Валентина Немешкина), Штанаш ял тăрăхĕнчи Диана Майоровапа Татьяна Ефремова тата Валерий Тумашков шăрантарнă юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç.

Илемлĕ ташăсемпе Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 2 В класра вĕренекенсем (ертỹçи - Лилия Матвеева), "Колибри" халăх ташă ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ (ертỹçи - Наталья Храмова), Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнче вĕренекенсем (ертỹçи - Марина Максимова), "Пилеш" ача садне аслă ушкăна çỹрекенсем (ертỹçисем - Валентина Вазиковапа Татьяна Мидакова), "Хĕвел" ача сачĕн шкула хатĕрленекеннисен ушкăнĕ (ертỹçи - Надежда Егорова), Атнар шкулĕнче вĕренекен-сем (ертỹçи - Татьяна Туйманкина), Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсем (ертỹçи - Евгения Лобастова), Штанаш ял тăрăхĕнчи "Штаваш" ансамблĕн çамрăксен ушкăнĕ (ертỹçи - Николай Майоров) савăнтарчĕç.IMG 1607

Сăмах май, тем тĕрлĕ ташă та ташлама пĕлеççĕ иккен пирĕн ачасемпе çамрăксем: моряк-матроссенне те, тĕрлĕ халăхăнне те (чăваш, вырăс, пушкăрт), вальс та, çамрăксен хальхи йышши ташшине те...

Сăвă вулакансене те ырăпа кăна асăнмалла. Шулю шкулĕнче вĕренекен Регина Жидкова (вĕрентекенĕ - Елена Инжебейкина), Атнар ял тăрăхĕнчи Анастасия Кузьмина (ертỹçи - Людмила Мадебейкина), Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекен Семен Куликов (ертỹçи - Надежда Куликова) чăвашла тата вырăсла сăвăсене питĕ чуна пырса тивмелле, асра юлмалла каласа пачĕç.

Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем Татьяна Горбунова тăрăшнипе "Выртмара" композици лартса пачĕç. Иван Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ композици питĕ килĕшỹллĕ курăнчĕ.

Палăртмалла, чăвашлăха, чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева халалланă номерсем татах пулчĕç гала-концертра. Вĕсем пирки тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче чарăнса тăрăпăр.

Пĕтĕмĕшле илсен концертсен программи пуян пулчĕ. Смотр-отчет тематикине пăхăнса хатĕрленĕ номерсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕнче Чутай ен мăнаçлăхĕ курăнчĕ. Коллективсенче арçынсем хушăнма пуçлани савăнтарать. Сцена çине тухнă артистсен чунĕнче пултарулăх çăлтăрĕ пурăнать, вăл çултан-çул çутăрах çутатать.

А.ВАСЮКОВА, А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1