Объявления

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

                                                                                     *******************************************

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Уяв ахрăмĕ

Категория: Культура Опубликовано: 25.04.2018, 11:12 Просмотров: 735

IMG 1676Нумаях пулмасть районта иртнĕ ачасен пултарулăхĕн гала-концертĕнче чăвашлăхпа, Иван Яковлевич Яковлевпа çыхăннă номерсем те пулчĕç. Паян вĕсемпе тĕплĕнтерех паллаштаратпăр.

Сăвăсем илемлĕ вуларĕçIMG 1619

Концертра Шулю шкулĕнче вĕренекен Регина Жидковапа Атнар шкулĕнче пĕлỹ илекен Анастасия Кузьмина чăвашла сăвăсене питĕ илемлĕ вуласа пачĕç. Регина Валентина Тарават çырнă "Яковлев мăнукĕсем" сăвва вуларĕ, Настя - Тамара Перепелкинан "И.Я.Яковлева халалласа" сăввине. Питĕ хитрен те уççăн янăрарĕ чăваш сăмахĕ! Ачасен сăвăсем вулас ăсталăхĕ куракансене килĕшни вĕсем тăвăллăн алă çупнинчен сисĕнчĕ.

Пĕчĕк спектакль кăтартрĕç

IMG 1626Мăн Этменти вăтам шкул çумĕнчи Татьяна Горбунова ертсе пыракан ачасен фольклор ансамблĕ гала-концертра сцена çине "Выртмара" композиципе тухрĕ. Иван Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ хăйне евĕр пĕчĕк спектакль лартса пачĕç ачасем. Çи-пуçне те ĕлĕкхи вăхăтпа килĕшỹллĕн тăхăннă - сăхмансем, çăпата, тĕрленĕ кĕпе-саппун...

Чăвашла питĕ аван, пĕр такăнмасăр калаçакан ачасем çине пăхма кăмăллă пулчĕ, вĕсем хăйсене сцена çинче артистсем пекех тытрĕç.

А.КАРПОВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4