Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ял ĕçченĕ 65-мĕш хут Акатуйра савăнчĕ

Категория: Культура Опубликовано: 16.06.2017, 09:15 Просмотров: 1858

IMG 4176

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç. Хĕрлĕчутайсем вĕсене кăçал ăнăçлă тата вăхăтра пурнăçларĕç. Ака вĕçленнине паллă тума вĕсем июнĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салине кăçалхипе 65-мĕш хут килекен Акатуя пухăнчĕç. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк ял ĕçченне кунĕпех савăк кăмăл парнелерĕ, чунтан савăнма май туса пачĕ. Уявра халăх ăстисен тĕрлĕ куравĕсем, суту-илỹ точкисем ĕçлерĕç, ял тăрăхĕсен "кил хуçалăхĕсем" кашнинех хăйĕн патне тутлă та техĕмлĕ наци апачĕпе, капăрлăхĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртрĕç. Уяв программи анлă та пуян пулчĕ.

Уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа хĕрлĕчутайсене саламлама района сумлă делегаци килсе çитрĕ: Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, ЧР Патшалăх Канашĕн пред-седателĕн çумĕ Николай Малов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов тата ытти нумай-нумай хăна. Раççей, унтан Чăваш Республикин Гимнĕсем янранă хыççăн район пуçлăхĕ Александр Сте-панов сăмах илчĕ, çĕр ĕçченĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕпе район аталанăвне пысăк тỹпе хывнине, вĕсен тăрăшулăхне пула ака кампанине ăнăçлă вĕçленине, калчасем аван ỹсни тухăç илме лайăх шанчăк çуратнине палăртрĕ. Унăн сăмахĕсемпе килĕшсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та ял ĕçченĕсем çĕр ĕçĕсене пурнăçлассине тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов малтанах республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламĕпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă уяв агропромышленность ком-плексĕнче тата ытти сферăра нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене ведомствăсен наградисене панипе малалла тăсăлчĕ. Владимир Викторов аллинчен Н.И.Лисаев хресченпе фермер хуçалăхĕн тĕп бухгалтерĕ Нина Ивановна Богаткина РФ ялхуçалăх министерствин Тав сăмахне, Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Кузнецов нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа МЧС ĕçне тытса пынăшăн "Раççей МЧС-не 25 çул" медале тивĕçрĕ.

Республика Пуçлăхĕн Тав сăмахĕ-пе муниципаллă службăра тỹрĕ кăмăлпа тата тухăçлă ĕçленĕшĕн Атнар ял тăрăхĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Альбина Анатольевна Наумована, ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе агропромышленность комплексне уйрăм тỹпе хывнăшăн "Коминтерн" ЯХПК-н сĕт комплексĕн ĕçченне Татьяна Валерьевна Матвеевана, Олег Анатольевич Чашкин тракториста чысларĕç.

Чăваш Республикин Муниципаллă тытăмсен Канашĕн Хисеп грамотине Ачкасси, Тралькасси ял тăрăхĕсен тĕп эксперт специалисчĕсем Алина Гурьевна Анисимова тата Галина Поликарповна Воронова, райадминистрацин финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ Галина Алексеевна Кашкирова, Питĕркасси ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Зоя Александровна Магаськина тивĕçрĕç.

Акатуй уявĕнчех ялта ĕçлекен çамрăк çемьесем, специалистсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Ял территорийĕсене çирĕп аталантармалли 2020 çулчченхи тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн "Коминтерн" ЯХПК поварĕ Алена Олеговна Максимова, район больницин врач-педиатрĕ Екатерина Николаевна Ярабаева кил-çурт условийĕсене лайăхлатма паракан социаллă тỹлев панине çирĕплетекен свидетельствăна тивĕçрĕç.

Уява пухăннă район çыннисене çавăн пекех Вячеслав Оринов тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов саламларĕç. Валерий Михайлович Хĕрлĕ Чутай райпо председательне Александр Степанова 2017 çулхи пĕрремĕш кварталти ĕç ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăра сĕт пухассипе, çăкăр пĕçерессипе пĕрремĕш, производство ĕç-хĕлне тата обществăлла апатланăва аталантарассипе иккĕмĕш, кондитер изделийĕсем туса кăларассипе виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Свидетельствăсем пачĕ. Потребкоопераци тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Хĕрлĕ Чутай райповĕн лавкка заведующийĕ Нина Петровна Глухова, çăкăр пĕçерекен Елена Ивановна Макарова, хатĕрлев кантурĕн ĕçченĕ Ольга Васильевна Морозова, "Питание" ТЯО буфетчицы Галина Витальевна Наумова Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине, унсăр пуçне "Четайское" ТЯО бухгалтерĕ Нина Николаевна Офишкина, çăкăр пĕçерекен Елена Анатольевна Стекольщикова, Сергей Михайлович Шуськин рабочи Чăвашпотребсоюзăн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Ялхуçалăхĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсенче палăрнисем те, выльăх пăхакансем те парнесĕр юлмарĕç. Вĕсем пурте район администрацийĕн Хисеп грамотине, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Акатуй чаплă концерт программипе, спорт ăмăртăвĕсемпе малалла тăсăлчĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5