Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ăсталăхпа пултарулăхăн чикĕ çук

Категория: Культура Опубликовано: 02.08.2017, 13:07 Просмотров: 1059

Ачаранах художник пулма ĕмĕтленнĕ Анатолий Васильевич Данилов 1954 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче хамăр районти Туканаш ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш тата Атнарти вăтам пĕлỹ паракан шкулсене вĕренсе пĕтерсен икĕ çул çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Салтак çулĕсем хыççăн ỹкерес ăсталăха ятарласа вĕренес тĕллевпе вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта вăл ỹнер искусствин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Паллах, малтан вăл акварельпе, кайран çуллă сăрăпа ỹкерме хăнăхса пынă. Вĕреннĕ тапхăрта ỹссе пыма паллă чăваш художникĕсем Р.Ф.Федоров, Н.В.Овчинников тата ыттисем пулăшса пынă.

Вăл вăхăтра Чăваш Республикипе Венгри çĕршывĕн Эгер хули туслă çыхăнура пулнă май, диплом ĕçне çамрăк ỹнерçĕ Европа стилĕпе çырнă. Венгри çĕршывĕн пейзажĕсене ỹкернĕ ĕçе 1980 çулта ăнăçлă хỹтĕленĕ. Çакна профессорсем пысăка хурса хакланă, ку факультетăн историйĕнче чикĕ леш енче пурнăçланă пĕртен-пĕр диплом ĕçĕ пулнине палăртнă.

Каярахпа Анатолий Данилов ĕçленĕ хушăрах Мускаври патшалăх педагогика университетĕнче живопись кафедрин аспирантуринче вĕреннĕ, кандидат диссертацине çырса хỹтĕленĕ. Чутайăн пултаруллă та хастар каччине хăй вĕреннĕ институтăн живопись методикин кафедринчех ĕçлеме сĕннĕ. 1980 çултанпах ĕнтĕ вăл студентсене ỹнер тĕнчинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать, живописецсене, дизайнерсене тата педагогсене хатĕрлет, живописьпе композици теорийĕпе лекцисем вулать, Евангели сюжечĕ тăрăх ĕçсене пурнăçлать, практика занятийĕсем тата пленэрсем ирттерет. Вăл вĕрентсе, пулăшса пынипе пулас учительсемпе художниксен диплом ĕçĕсем яланах интереслĕ пулаççĕ.

37 çул ĕçленĕ хушăра вăл хатĕрленĕ художниксемпе педагогсенчен чылайăшĕ доктор, наука кандидачĕ, Раççей художникĕсен Союзĕн членĕ, тава тивĕçлĕ художник пулса тăнă. Нумай çул хушши ĕнтĕ Анатолий Данилов художествăпа графика факультечĕн деканĕнче тăрăшать. Ентешĕмĕрĕн пултарулăх кун-çулĕ питĕ пуян. 40 çул майлă пултарулăх лаççинче вăй хунă хушăра вăл 3,5 пин ытла произведени ăсталанă, вĕсем тĕрлĕ çĕршывсен музейĕсенче, уйрăм çынсен аллинче упранаççĕ. Художник хăйĕн картинисемпе тĕрлĕ çĕрте, вăл шутра хамăр республикăра, Мари Элта, Тутарстанра, Венгрире, Германире, Финляндире тата Францире 40 ытла курав йĕркеленĕ.

Ỹкерчĕксене тинкерсе пăхсан урăх тĕнчене лекнĕн туйăнать тата ăçта кăна çитместĕн пулĕ: Кавказ тата Хорвати тăвĕсем, Карачаево-Черкесси, Абхази, Алтай шывĕсем тата ытти те. Ăста художникăн ĕçĕсенче яланах тасалăх, чĕрĕлĕх ялкăшса тăрать, чуна парса ỹкерни сисĕнет. Художник куракансене çутçанталăка юратма, илемлĕх тĕнчине курма тата туйма вĕрентет. Паян Анатолий Васильевич республикăра кăна мар, Раççейĕпех паллă художник шутланать. Вăл Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Екатеринбургри, Чулхулари тата ытти хуласенчи вĕренỹ учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытать. Пултарулăха аталантармашкăн, ăнăçу çулĕпе çирĕппĕн утмашкăн çăмăлах мар, паллах. Унăн ĕçне пысăка хурса хакланă наградисене асăнса та пĕтереймĕн. Сумлă ячĕсене çапах та асăнатăп: Анатолий Данилов - РФ художникĕсен Союзĕн членĕ, "Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ", педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ, РФ аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, живопись кафедрин профессорĕ, Абхази Республикин никама пăхăнман художникĕсен "Апсны-арт" пĕрлешĕвĕн членĕ. Кăçал вара ăна Чăваш Республикин халăх художникĕ ят парса чысларĕç.

Район юбилейĕнчен ентешĕмĕр аякра тăрса юласшăн мар, августăн 9-мĕшĕнче районти халăх музейĕнче Анатолий Даниловăн пысăк куравне уçма палăртнă. Район çыннисемпе хăнасем паллă художникăн тĕлĕнмелле хитре картинисемпе кăмăллă пуласса, вĕсене çитсе курса чунпа канасса шанатăп.

Валерий РОМАНОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31