Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Районта та кино ỹкерĕç

Категория: Культура Опубликовано: 09.08.2017, 10:30 Просмотров: 22747

Иртнĕ эрнере ЧР Культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствинче "Каникулы в Историю. Чувашия" тулли метражлă документлă фильм ỹкерес ыйтупа канашлу иртнĕ. Чăваш Енре документлă фильма "Рыбаков Фонд. Экономика аталанăвне хăвăртла-такан институт" республикăн культура еткерлĕхне, историне, туристсен объекчĕсене халăхра сарас тĕллевпе ỹкерме шут тытнă.

Аса илтеретпĕр, июнĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулара республикăпа паллашас тĕлĕшпе "Рыбаков Фонд" президенчĕ Елена Уль-янова пулнă, 5-мĕш номерлĕ гимназие çитсе курнă. Ун чухне вĕренỹ учрежденийĕн представителĕсем, республикăн обществăлла деятелĕсем, активистсем Фонд ертỹçипе çавра сĕтелре тĕл пулса хăйсен шухăшне, пĕрлехи ĕçсене сỹтсе явнă, "çул карттине" хатĕрленĕ. Июлĕн 10-14-мĕшĕсенче республикăра фильм ỹкерес енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă.

Паянхи кун тĕлне фильм сценарине туса çитернĕ, унăн тĕп сăнарĕсене, республикăри паллă вырăнсене, культура тата çутçанталăк объекчĕсене палăртса хунă. Фильма пирĕн районта, çавăн пекех Куславкка, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Йĕпреç, Улатăр тата Етĕрне районĕсенче çутçанта-лăк ытамĕнче ỹкерĕç.

Фильмра 5-мĕш гимнази ачисем ỹкерĕннипе пĕрлех тĕп рольте çĕршыври паллă актер Александр Галибин вы-лĕ. Вăл чылай паллă кинофильмсенче тĕп рольте ỹкерĕннĕ. Сăмахран, "Романовы. Венценосная семья", "Батальоны просят огня", "Мастер и Маргарита", "Псевдоним "Албанец"-2" тата ыттисем те.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов палăртнă тăрăх, Чăваш Ен тĕлĕнмелле пуян культурăпа палăрса тăрать. Ахальтен мар ăна "çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ" теççĕ. Чăваш халăхĕ май пур таран хăйĕн культурине, фольклорне упраса, сыхласа пурăнать. Çавăнпа республикăн хăнасене кăтартмалли, тĕлĕнтермелли пайтах тесе шутлать.

А.ЗАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5