ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чутай енĕ мухтавлă ывăл-хĕрпе пуян. Паян вара вĕсенчен пĕрин - Серенкассинче çуралса ỹссе пурнăçне театрпа çыхăнтарнă паллă актер, режиссер, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацийĕн Культура министерствин паллине тивĕçнĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ, хальхи вăхăтра Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕнче тăрăшакан Вячеслав Николаевич Оринов - пирки сăмах пырĕ.
Чи малтан Слава Оринова эпĕ 1968 çулхи сентябрĕн 1-мĕ-шĕнче Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта 5-мĕш класра вĕренме пуçлакансем хушшинче куртăм. Вăтам пỹллĕскер, илемлĕ куçĕсемпе çутă пуласлăха шантараканскер, юлташĕсенчен темле тĕлĕнмелле вăйпа уйрăлса тăраканскер пек туйăнчĕ. 4 çул манăн вырăс чĕлхипе литература урокĕсенче хăй пултарул-лă пулнине палăртса пычĕ. Тĕрĕс çырассипе те, илемлĕ литературăна аван ăнланнипе те уйрăлса тăратчĕ, вĕренỹ саманчĕсене те, класс тула- шĕнчи мероприятисене йĕркелес ĕçсенче те чи маттурисен йышĕнчеччĕ. Гена Иванов, Зоя Лапаева, Маруся Ямброськина, Ольгăпа Зоя Савинкинасем тата вăл - манăн чи çывăх туссемччĕ.
1970 çулта эпĕ ăна, чи пултаруллă вĕренекенсен ретĕнчи ытти пионерсемпе пĕрле, В.И.Ленин-Ульянов çуралнă Чĕмпĕр хулине "Михаил Сеспель" пароходпа экскурсине илсе кайса килтĕм. Тен, çав çулçỹрев В.Оринова тăван çĕршывăн юратнă паллă вырăнĕ-сенче пулса курма хистерĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл манпа пĕрле Чулхула, Хусан, Ижевск, Мускав, Рига, Юрмала хулисемпе паллашрĕ. 1971 çулта вăл районти пионерсен çурчĕ çумĕнчи драма коллективĕпе пĕрле республикăри Çамрăксен театрĕнче пулса Николай Терентьев пьеси тăрăх лартнă "Сансăр пурнăç çук" драмăна пырса курчĕ (каласа хăвармалла, çулсем иртсен Николай Терентьев ăна хăй çырнă нумай пьесине сцена çине кăларма ирĕк пачĕ: "Хĕрпе салтак", "Тимĕр çинчи чечексем". "Сансăр пурнăç çук" драмăри Виктор рольне те Слава хăйне май интереслĕ сăнар туса калăпларĕ).
Ашшĕ - Николай Николаевич Оринов - вăрçă паттăрĕ, 8-мĕш класс пĕтерсен ывăлне строитель профессине суйлаттарасшăн пулса Шупашкарти строительсен техникумне вĕренме кĕртрĕ. Анчах икĕ эрне вĕреннĕ хыççăн Слава унтан пăрахса килчĕ. Тепĕр куннех Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула вĕренме кайрĕ. Валерий Орлов, Вячеслав Мерескин, Людмила Артемьева, Любовь Дементьева юлташĕсемпе Вера Васильевна Селенина класĕнче вĕренме тытăнчĕ. Каçсерен районти Культура çурчĕ çумĕнчи драмкружока çỹрерĕ. Шкулта ĕçлекен Валентина Сергеевна Сорокина, Раиса Васильевна Иванова, Наталья Борисовна Кузьмина вĕрентекенсемпе тата Альбина Столярова вĕренекенпе Александр Островскин "Кашни кашăках аш турамĕ лекмест" камитĕнче тата Борис Ровенскихан "Драма юмахĕ" хайлавĕнче вылярĕ. Юлашки хайлавĕнче Павел Корчагин сăнарне калăпларĕ. 1974 çулăн июнь-июль уйăхĕсенче эпĕ тата Слава Сăр хĕр-ринче "Туслăх" пионер лагерĕнче ĕçлерĕмĕр. Пушă вăхăтра актер ăсталăхне кăтартса пама майсем тупма тăрăшрăм. Кайран унпа Серенкасси шкулĕнче пĕрле тăрăшрăмăр, эпĕ - директор, вăл - пионервожатăй. Çĕнĕ çул умĕн Чăваш академи драма театрĕ студи йĕркелерĕ. Слава унта çăмăллăнах лекрĕ. Юнкунпа шăматкун кăнтăрлаччен шкулта ĕçлетчĕ, хыççăн автобуспа Шупашкара каятчĕ. Часах студине çỹрекенсене "Хура çăкăр", "Кушар", "Ĕмĕр сакки сарлака" спектакльсенчи массăллă сценăсене кăларчĕç. Сентябрьте музыка училищи çумĕнче театр уйрăмĕ артист профессине вĕрентме тытăнчĕ.
Студире сцена сывлăшĕпе сывлама тытăннă Слава Оринов, Светлана Савельева, Николай Фомин, Валерий Лукьянов студентсен йышне лекрĕç. Виктор Романовпа Зоя Ярдыкова вĕренекенĕсем 3 çул çурăран алла диплом илсе республикăри Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме тытăнчĕç. Çуллахи каникул кунĕсене В.Оринов "Туслăх" лагерьте ирттерчĕ. 1974-1976 çул-сенче отряд вожатăйĕнче, 1977 çулта аслă вожатăйра ĕçлерĕ.
1979 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 1993 çулччен артистра, тĕнчипе паллă режиссер, педагог Анатолий Васильев патĕнче вĕреннĕскер унтан 2006 çулччен режиссерта, юлашки 10 çулне республикăри Çамрăксен театрĕн пултарулăх ертỹçинче ĕçлерĕ. Театр институтне те Мускаврах пĕтерчĕ. Ун хыççăн "Орион" киностуди йĕркелесе 20 яхăн илемлĕ фильм ỹкерчĕ. Хăшне-пĕрне халĕ Чăваш наци телевиденийĕпе курма пулать. Хамăр хушăри хутшăнусене аса илсе ларнă чух манăн çак сăвă йĕркисем çуралчĕç: Слава 60 çул та тултарчĕ, Пурнăç çулĕ уттарать ăна театрпа пĕрле. Артист е ТЮЗ-ăн ертỹçи, министр çумĕ пулнипе Эп унпа мухтанап ялан - кăнтăрла та çĕрле.
Р.ГАЛИМОВ.
Ноябрь 2024 |