Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

 

 

.                  

 

 

                 

 

 

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Халăх йăли - пурнăç йĕрки

Категория: Культура Опубликовано: 08.12.2017, 10:54 Просмотров: 942

Иртнĕ эрнере Питĕркассинчи вăтам шкулта «Халăх йăли - пурнăç йĕрки» ятпа районти шкулсен фольклор фестивалĕ иртнĕ. ăна тăван чĕлхепе литературăна тата тăван ен историйĕпе культурине юратма вĕрентес, йăла-йĕркесене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Хăнасем «Асанне арчинчен», «Чăваш тĕнчин илемĕ» куравсене курса киленнĕ. Курава çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова тата Питĕркассинчи ялти вулавăш биб-лиотекарĕ Оксана Мидушкина йĕркеленĕ. Ачасене уйрăмах ĕлĕкхи чăваш тумтирĕ, савăт-сапи, тĕрленĕ япаласем кăсăклантарнă.

Уявра Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем вăйă картине тăнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти капăр тумлă хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем ача-пăча вăййисемпе паллаштарнă. Тури Çĕрпӳкассинчи вĕренекенсен илемлĕ юрри-ташши пурин кăмăлне те тыткăнланă. Çамрăка салтака ăсатнине Мăн Этменти вăтам шкул ачисем чуна пырса тивмелле кăтартса пама пултарнă. Питĕркассинчи, Шулюри вĕренекенсем тарават кил хуçисене мухтаса, тимĕр пăрçасене такмакласа питлесе Сурхури йăли-йĕрки авалхи уяв пулнине кăтартса панă. Фестиваль Хусанушкăнь вĕренекенĕсем Çăварни уявне кăтартнипе вĕçленнĕ.

Хаваслă вăйă-кулăра, ташăра, илемлĕ юрăра чăваш ачисен чысĕ, танлăхĕ, тирпейлĕхĕ, нумай енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăнă.

Н.ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2