Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

 

 

 obgpn

 

 Работа:

Принимаем на работу с обучением следующих специальностей:

слесаря металлоизделий; сварщика (газ, дуговая, полуавтомат);

маляра (покраска металлоизделий); помощника руководителя производственного

подразделения ( приветствуется образование, коммуникабельность, умение подбирать

и управлять людьми, об оплате и условиях при собеседовании).

Оплата сдельно- премиальная.

Тел.: 8 9260494825 (Юрий), 89613886161 ( Сергей Сергеевич).

Продаю:

Торговое помещение 46 кв. м. ТЦ " Юман", 2 этаж.

Цена 1500000 рублей, торг.

Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.

Кировская обувная фабрика

7 декабря в РДК с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

Сдаются

в аренду помещения под услуги маникюра (педикюра),

парикмахера, массажа.

Тел. 8 903 379 76 56.

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Артекра" канни асра юлĕ

Категория: Образование Опубликовано: 12.01.2018, 08:41 Просмотров: 599

IMG 20171224 151428Районти шкулсенче вĕренекен пултаруллă ачасем тăтăшах Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă ача-пăча центрĕсенче канмалли путевкăсене тивĕçнине илтме питĕ кăмăллă. Акă нумаях пулмасть Хусанушкăнь шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Даниил Макаров та "Артекра" пулнă. Çак тивĕçе вăл вĕренỹри тата спортри çитĕнĕвĕсемшĕн, анлă тавракурăмлă пулнăшăн çĕнсе илнĕ. Аса илтеретпĕр, маттур арçын ача 2016 çулта Кремльти елкăна та кайса курнăччĕ.

Даниил Хура тинĕс хĕрринче декабрĕн 5-28-мĕшĕсенче каннă. Арçын ачан отрячĕ юнгăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пулнă.

- "Артекра" пулнă хушăра пĕрре те ахаль ларман тесен те юрать. Тăтăшах занятисем, мероприятисем, конкурссем, пултарулăх каçĕсем, спорт ăмăртăвĕсем, экскурсисем пулчĕç. Çав хушăрах вĕренме те вăхăт тупăнатчĕ - математикăпа вырăс чĕлхин урокĕсем иртетчĕç. Ытти предметсене те вĕренеттĕмĕр, - тет Даниил.

Канма пынисене çитсессĕнех ятарлă форма панă. Çамрăк юнгăсен отрячĕ кашни кун тенĕ пекех Ачасен Тинĕс Флотилине çỹренĕ, унта тинĕс тĕввисем çыхма, ялав семафорĕн паллисене "вулама", шлюпкăпа ишме вĕреннĕ. Унтан зачетсем панă та уçă тинĕсе тухма ирĕк паракан сертификата тивĕçнĕ. Пĕрремĕш хут хăйсем тĕллĕн шлюпкăпа тинĕсе тухма хăрушăтарах пулнă пулин те вĕсем пĕтĕмпех тĕрĕс тунине, шлюпкăпа ишме килĕшнине палăртать арçын ача.

Хăйĕн отрячĕпе пĕрле Даниил çавăн пекех Крымри паллă вырăнсенче пулса курнă, Аю-Даг тăвĕ çине похода кайнă. Космонавтика музейĕнче пулни те, тинĕс шывĕллĕ бассейнра шыва кĕни те, кашни кунах тутлă апат çитерни те арçын ачан кăмăлне кайнă.

"Артек" территорийĕ питĕ пысăк пулнăран ун тăрăх ачасене автобуспа илсе çỹреççĕ иккен. "Артек" - хăйĕн йăли-йĕркипе пурăнакан пĕчĕк тĕнче. Унта курса тĕлĕнмелли, пĕлмелли нумай пулнă Даниилшăн. Çавăнпа та тинĕс хĕрринче каннă кунсене арçын ача яланлăхах асра хăварĕ

. Палăртмалла, юлашки виçĕ çулта Хусанушкăнь шкулĕнчи тăватă вĕренекен "Артекра" каннă. Ку шкулта ачасен тавракурăмне аталантарассипе тăрăшса ĕçлени, вĕсене вĕренỹре, спорта, обществăлла пурнăçра çитĕнỹсем тума пулăшма ăнтăлни сисĕнет.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31