Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ОКНА, ДВЕРИ,

МЕБЕЛЬ на заказ, ПОТОЛКИ, ГАРАЖНЫЕ ВОРОТА

Тел. : 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17(+16)

 

 

 

                                   

 

 

 

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пысăк ỹсĕмсем тăвакан çамрăк педагог

Категория: Образование Опубликовано: 16.02.2018, 13:51 Просмотров: 751

renataПаян манăн вулакансене Чăваш Республикин стипендине тивĕçнĕ тепĕр маттур пикепе - кун-çулпа туллин савăнса пурăнакан, çамрăклăхăн илемлĕ те савăнăçлă вăхăчĕпе пĕлсе усă куракан Рената Чишкинапа - паллаштарас килет.

Тепĕр тесен, "паллаштарас" тени тĕрĕсех те мар пулĕ. Районти пултаруллă, ташша-юрра ăста мăшăрăн - Шулюри Виталийпа Наталья Чишкинсен - йĕкĕреш хĕрĕсене, Регинăпа Ренатăна, пĕлменнисем, палламаннисем çук та пулĕ районта. Хĕрĕсем те ташă-юрă енчен ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, час-часах сцена çине тухаççĕ.

Рената Витальевна Чишкина хальхи вăхăтра Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче педагог-организаторта тата преподавательте тăрăшать. 2012 çулта Рената Чăваш патшалăх педагогика университечĕн психологипе педагогика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пĕр хушă Шупашкарти кооператив техникумĕнче ĕçленĕ. 2013 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса вăл музыка училищинче тимлет.

Рената Чишкина çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани пама, вĕсен пултарулăхне аталантарма тăрăшать. Вăл вĕрентекен студентсем психологипе иртекен дистанциллĕ олимпиадăсене çулсерен хутшăнаççĕ, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреççĕ. Çамрăк педагогăн студенчĕсем малалла республикăри тата çĕршыври вузсенче аслă пĕлỹ илеççĕ.

Ырă кăмăллă çамрăк педагог чи малтанах çынсем хушшинчи ырă хутшăнусене, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнине малти вырăна хуни сисĕнет. "Эпĕ студентсемпе ĕçленинчен пысăк киленĕç илетĕп! - хаваспах пĕлтерчĕ Рената. - Эпĕ вĕсене юрататăп, вĕсем - мана. Хамăн кашни выпускникпа эпĕ туслă çыхăнăва татмастăп. Эпир час-часах тĕл пулса калаçатпăр.

Хам студент пулнă чухне эпĕ тăтăшах Краснодар крайĕнчи тата Мускав облаçĕнчи лагерьсенче вожатăйра тăрăшаттăм. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те, лагерьте паллашнă ачасемпе эпĕ халĕ те çыхăну тытатăп, май пур таран тĕл пулма та тăрăшатпăр эпир. Çакă питĕ аван!"

Студентсене вĕрентес тесен чи малтан хăйĕн тавракурăмне ỹстерсе, аталанса пымаллине асра тытса Рената Витальевна хăй те тăтăшах çĕршыв шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса сертификатсене тивĕçет. Професси конкурсĕсенчен те юлмасть Рената Чишкина. Вăл унта палăрнине сертификатсемпе дипломсем, тав çырăвĕсем ĕнентереççĕ.

Рената Витальевна республика шайĕнче чылай концерт мероприятине йĕркелесе ирттерет, çакăншăн вăл тĕрлĕ шайри тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Училищĕн, Шупашкар хулин обществăлла пурнăçне активлă хутшăнакан çамрăка студентсемпе педагогсем пысăк культурăллă пулнăшăн, професси ăсталăхĕшĕн хисеплеççĕ. Çамрăксене культура енĕпе вĕрентес тата воспитани парас ĕçре Рената Чишкинан малашлăхĕ пысăк пуласси иккĕлентермест.

Алина КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6