Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Унăн ырă ĕçĕсем халĕ те халăх асĕнче

Категория: Образование Опубликовано: 05.03.2018, 11:35 Просмотров: 762

artekСаратов облаçĕнче пурăнакан Людмила Владимировна Селянкина (Мартышкина) 2017 çулта пирĕн патра хăнара пулчĕ. "Мишеркасси шкулĕн историйĕ" альбома пăхнă чухне унта пĕр класран пилĕк вĕренекен "Артекра" пулнине çырманнине асăрхарĕ. Унтан вăл Ольга Фроловна Крышкина вĕрентекен ертсе пынипе 3-мĕш класра вĕренекенсем пионера кĕрсе, пионер отрячĕсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăнса республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннине ВЛКСМ Чăваш обкомĕ Мишеркасси шкулĕнчи пионер отрядне "Артек" лагере кайма пилĕк путевка пани çинчен хавасланса каласа пачĕ.

- Пионер отрячĕ йĕркеленсенех Ольга Фроловна Крышкина ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарса пычĕ. Вĕренỹре юлса пыраканнисене пулăшасси, хаçатсем вуласси, вĕсем ирттерекен конкурссене хутшăнасси йăлана кĕчĕç. "Пионерская правда" хаçат Коля Ивановăн "Шăнкăрч вĕлли хатĕрлетпĕр" ятлă ỹкерчĕкне пичетлесен пионер отрячĕн ячĕ çỹле çĕкленчĕ. Стена хаçачĕсем ỹкерчĕксемпе капăрланчĕç. "Акварель сăррисене пирĕн таврара тупса илме çук" статьяна та "Пионерская правда" хаçат пичетлерĕ. Часах Челябинск хулинчи пионерсем акварель сăррисене ярса пачĕç. Отряд ячĕпе çĕршыври 30 шкултан çырусемпе сăрăсем килчĕç. Отрядри пионерсем вĕсене тав сăмахĕсем каласа çырусем ячĕç. Шкулта, районта кĕл, тимĕр-тăмăр пухассипе, йывăçсем лартассипе малти вырăн йышăнчĕç. Ольга Фроловна пионерсене обществăлла ĕçе юратма, пурнăçра пуçаруллă пулма вĕрентрĕ. Хăй вара халăхшăн ырми-канми ĕçлерĕ. 15 çул шкулти ачасен хорне, ташă кружокне ертсе пычĕ. 10 çул "Искра" колхозри хĕрарăмсен канашĕн председателĕнче тăрăшса ĕçлерĕ. Колхозри радиокомитет ĕçне йĕркелерĕ, пĕр вăхăт "Хĕлхем" хаçата редакцилерĕ, халăх хисепне тивĕçрĕ. Çамрăксене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тунă ỹсĕмсемшĕн аслă пĕлỹллĕ Ольга Фроловна Крышкинана Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ икĕ хутчен Хисеп грамотипе, 1980 çулта СССР-ăн "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа наградăларĕç. Унăн сăнарĕ пирĕн чĕресене ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Вăл пире "Артек" лагере кайма Шупашкарах ăсатса ячĕ. Çапла эпир - Коля Иванов, Жорик Крышкин, Луиза Сидорова, Зоя Важорова тата эпĕ, Люся Мартышкина - 1964 çулхи июнь уйăхĕнче "Артекра" кантăмăр. Унта курса çỹренисем нихăçан та асăмран тухас çук. Уйрăмах вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан тинĕс, Севастополь хулинче пулса Нахимов палăкĕ умĕнче сăн ỹкерттерни, ботаника садĕнче пальма, бамбук, кипарис йывăççисене курни, тĕрлĕ халăх ачисемпе тĕл пулни асра юлчĕç. Аю-дак тỹпемре кĕскен çырнă хутсем тăрăх япала шыраса тупмалли ăмăртура Зоя Важорова пултаруллă пулни пире те савăнтарчĕ. Вăл çур тỹпемре вымпел тупрĕ, ăна çĕнтерỹçĕсене асăнмалăх пачĕç. Çур ĕмĕр ытла Зоя вымпела килĕнче усрарĕ.

Çак кунсенче Людмилăран "Артекра" пухнă сăнỹкерчĕксемпе асаилỹсем çинчен çырнисем çырупа килчĕç. Вĕсене "Мишеркасси шкулĕн историйĕ" альбома кĕртме сĕнет. Ун кăмăлне эпĕ хаваспах тивĕçтеретĕп. Ольга Фроловна Крышкина вĕрентекенĕн пуян опычĕ: ачасене мĕн çамрăклах хаçатсем вулама, вĕсем ирттерекен конкурссене хутшăнма, обществăлла ĕçре активлă та пуçаруллă пулма вĕрентесси кашни педагогăн тивĕçĕ тесе шутлатăп. Кун çинчен район хаçачĕ урлă вĕрентекенсене аса илтеретĕп.

И.ВАЗЯКОВ, обществăлла корреспондент.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5