Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

РАБОТА 

В редакцию требуется уборщица-курьер. 

Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62

oknaVasya

ПРОДАЮ:

2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:

с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.

Состояние хорошее. Цена 2600000 руб. 

Тел.: 8 960 303 78 88

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Категория: Образование Опубликовано: 04.04.2018, 10:58 Просмотров: 491

PimenovaХĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11 А класра вĕренекен Алена Владиславовна Пименова кăçал Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине илсе тăрать.

Пĕрремĕш класранпах хăйне лайăх енчен çеç кăтартса, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан хĕрупраç темĕнпе те кăсăкланать. Алена районти Культура çурчĕн "Колибри" ташă ушкăнĕпе сцена çине тухать, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать, шкулти çамрăк армеецсен ушкăнĕпе пĕрле "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнать.

Район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса Алена Пименова юлашки çулсенче физкультурăпа, ОБЖ-па малти вырăнсене йышăннă, физкультурăпа пĕлтĕр республика шайĕнчи олимпиадăна та хутшăннă. Спортпа туслă хĕрача "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн нормисене пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех Алена шкулти тата район шайĕнчи тĕрлĕ наукăпа практика конференцийĕсене, фестиваль-конкурссене тăтăшах хутшăнать. Пултарулăхне кура вăл 2015 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Халĕ Алена хăйĕн вăхăтне ытларах патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес енĕпе уйăрать. Шкул саккипе сывпуллашсан ăçта вĕренме кĕрессине тĕплĕн палăртман пулин те, экзаменсенче аван кăтартусем туни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланать вăл. Маттур хĕрупраçа çутă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме малашлăхра пысăк ăнăçу сунас килет.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1