ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çутçанталăк пурне те пĕр йышши сывлăх парнелемест - пирĕн хушăра ăс-тăн е кĕлетке-çурăм енчен хавшаккисем те пур. Шел те, хевтесĕррисем хушшинче ачасем те чылай. Анчах та çакă вĕсене пурнăçра аталанмалли майсемсĕр хăвармаллине пĕлтермест. Çавăнпа патшалăх сывлăх енчен хавшак ачасене пурне те вĕрентме йышăннă.
Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра пурĕ 638,2 пин инвалид ача. Пирĕн районта хавшак сывлăхлă 23 ача ỹсет. Вĕсенчен 15-шĕ шкултах пĕлỹ илет, 8 ачапа ятарлă педагогсем килти вĕрентỹ программипе ĕçлеççĕ.
Пур ачана та, вĕсем кĕлетке-çурăм, ăс-тăн е ытти енчен хавшак пулнине пăхмасăр, пĕтĕмĕшле вĕрентỹпе тивĕçтернине инклюзив вĕрентĕвĕ теççĕ. Районта инклюзив вĕрентĕвĕпе Атнарти, Мăн Этменти, Çĕн Атикассинчи тата Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче ĕçлеççĕ.
Мăн Этменти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Светлана Александровна Дагакова та (сăнỹкерчĕкре) хавшак сывлăхлă икĕ ачапа инклюзив вĕрентĕвĕ енĕпе тимлет. Вĕсем патне вăл кашни эрнере çỹрет, ачасен чирне кура ятарлă адаптаци программипе вĕрентет. Хавшак сывлăхлисене вĕрентме пуçличчен малтан çакăнпа ачан ашшĕ-амăшĕ, педиатр, логопед, психолог килĕшни кирлĕ.
"Эпĕ вĕрентекен ачасем пуçламăш класра 5 çул хушши пĕлỹ илеççĕ. Паллă ĕнтĕ, вĕсен вĕрентĕвне пуçламăш класри ытти ачасен программипе танлаштарма çук. Эпĕ хам вĕрентекен ачасен аталанăвне кура вĕсемпе ĕçлеме ятарлă программа хатĕрлетĕп. Эпир ачасен пĕлĕвне хакламастпăр, урăхла каласан, оценкăсем лартмастпăр. Пуçламăш класс хыççăн вĕсем вăтам пĕлỹ илеççĕ. Вĕренỹ программине ăнăçлă пĕтерсен вĕсене хăйне евĕр документ та параççĕ", - тет Светлана Дагакова.
Аталанăвĕпе ыттисенчен юлса пыракан ачасемпе ĕçлеме çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Кунта вĕрентекен ятарлă курссенче пĕлỹ илни кăна çителĕксĕр, кăмăл-туйăм, чун сипетлĕхĕ енчен те уйрăмлăх пулмалла.
Паллах, педагог ку ĕçе ашшĕ-амăшĕпе канашласа пурнăçласа пырать - ачисен пуласлăхĕ пуринчен те ытларах вĕсене канăçсăрлантарать-çке. Çавăнпа та килти вĕрентỹ ĕçне йĕркелесе пынă чухне ашшĕ-амăшĕн те тĕрлĕ мелсемпе, меслетсемпе паллашма тивет. Вĕсем чун тĕпренчĕкĕсене вĕрентме те пулăшаççĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене те çỹреççĕ.
Педагогсен хавшак сывлăхлисем патне киле çỹресе вĕрентес ĕçне райадминистрацин вĕренỹ пайĕн специалисчĕ Валентина Максимова йĕркелесе пырать, унсăр пуçне вĕсемпе Алевтина Савельева психолог ĕçлет. Çавăн пекех инклюзив вĕрентĕвĕ мĕнле пурнăçланса пынине ятарлă комисси те тĕрĕслесех тăрать.
А.КАРПОВА.
Сентябрь 2023 |