Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Унта - халӑх мулĕ

Категория: Образование Опубликовано: 18.05.2018, 09:22 Просмотров: 566

Этемлĕх кун-çулĕн çӳпçи калама çук пуян. Унта халӑх мулĕ, унӑн шухӑш-кӑмӑлĕпе чунĕ упранать. Аваллӑх тусанне пӑлхатни - ахаль йӑпанмалли япала кӑна мар. Кашни çын çĕршыв историне пĕлме тивĕç. Уйрӑмах çуралса ӳснĕ ял историйĕпе кӑсӑкланма ӳркенмелле мар. Вӑл пирĕн чун-чĕре пайĕ...

Сăмах Атнар музейĕ çинчен пулĕ. Чи малтанах музей шкулта вырнаçнă. Ăна  1960 çулхи сентябрь уйăхĕн 1- мĕшĕнче уçнă. Çак музея йĕркелесе яраканĕ асăннă шкулта истори предметне вĕрентекен Г.А.Мигушкин  пулнă. Экспонатсене упрама пӳлĕм кирлĕ пулнă, мĕншĕн тесен ятарлă вырăн пулман. Чи малтанах шкул администрацийĕ тăрăшнипе ятарласа уйăрнă пĕр класра экспонатсене пуçтарма пуçлаççĕ. Çак йывăр ĕçе Г.А.Мигушкин пурнăçласа пынă та ĕнтĕ. Хăйĕн ĕçне вăл пĕтĕм чун-чĕререн юратса тăвать. Музей йĕркелесе яма пĕччен пулмассине пĕлсе таврапĕлӳçĕсен обществине йĕркелесе ярать. Обществăра хастар та пултаруллă учительсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕ пулнă.

Малтанласа В.П.Мадебейкин учитель «Коминтерн» колхоз хуçалăхĕ çинчен тĕрлĕ сведенисем пуçтарма пуçлать. Истори учителĕ Л.С.Порфирьева  граждан вăрçинче хутшăннă çынсен списокне йĕркелет.

Истори тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ кăсăк экспонатсем чылай пухăнаççĕ. Çапла музея «Атнар вăтам шкулĕн музейĕ» тесе ят параççĕ.

Ĕç-пуç çакăнпах вĕçленмен. Музей тĕрлĕ экспонатсемпе пуянлансах пынă. Таврапĕлӳçĕсен обществинче тăракан ачасем кашни çулах тĕрлĕ çулçӳрев ĕçĕсем йĕркеленĕ. Тăрăшуллă таврапĕлӳçĕсем валли М.А.Хораськин тăрăшнипе экскур-сисем йĕркеленĕ. Республика  тулаш-не те тухма пултарнă. 1963 çулта ачасем Атнар-Шупашкар-Хусан-Чĕмпĕр-Канаш-Çĕмĕрле маршрутпа çӳресе хăйсен тавракурăмне пуян-латнă. Çак çулах Туканаш çывăхĕнче çамрăк таврапĕлӳçĕсем  çĕр айĕнчен авалхи мамонт шăммине тупса чавса кăлараççĕ. Мамонт шăмми музейшĕн питĕ пуян  экспонат пулса тăрать. Çапла 1979 çулта музей валли йывăç çурт уйăрса параççĕ. Музей кĕске вăхăтрах аваллăх сывлăшĕпе тулса, илемленсе çитет.

Пуян материал пухнă музейра çакăн пек уйрăмсене палăртма пулать: «Авалхи пирĕн ен», «Никам та, нимĕн те манăçман» пайра вăрçă паттăрĕсе-не халалланă тĕрлĕ япаласем курма май пур. Уйрăмах çырусенче вăрçă хирне çак тăрăхран тухса кайнă   салтаксен пурнăçĕ яр уççăн курăнать. Фронтовиксем килти тăванĕсем патне тăшмана часах çапса аркатса киле çĕнтерӳпе таврăнасси çинчен пĕлтернĕ. Тылрисем вара килти, ялти хыпарсемпе паллаштарнă, тăшманпа çапăçма вăй-хăват панă. Анчах та киле çĕнтерӳпе пурте таврăнайман çав. «Чăваш кил-хуçалăхĕ» пӳлĕмĕнче ĕлĕкхи чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе пал-лашма тата ĕç хатĕрĕсемпе мĕнле усă курни çинчен тĕплĕн пĕлме пулать.

Шел пулин те, пурăна киле музейри эксонатсем хăйсен пахалăхне çухатма пуçлаççĕ. Хаклӑ экспонатсене упраса хӑварасси пирĕн тивĕç-çке. Çак тивĕçе ăнланса Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе музея Атнар шкулĕнче вырнаçтарма шутлаççĕ. Шкул директорĕпе пĕр чĕлхе тупса кĕске вăхăтрах музей валли çутă, илемлĕ залсем йĕркелеççĕ. Музей фондне атнарсем татах та пуянлатса, çĕнетсе, упраса хӑварма ĕмĕтленеççĕ. Музей пуласлӑхĕшĕн эпир пурте яваплӑ: ватти те, вĕтти те, хуçалӑхра вӑй хураканĕ те, администраци çуртне васкаканĕ те. Пулас ӑрусен умĕнче, истори умĕнче яваплӑ.

Шкулта музей йĕркелени çитĕнекен ăрăва питĕ кирлĕ те усăллă.  Музейра  историпе таврапĕлӳ конкурсĕсем йĕркелеме, тĕрлĕ кăсăк тематикӑллӑ каçсем, тĕлпулусем, паттӑрлӑх урокĕсем ирттерме пулать.

Л.Ешмейкина, Атнар ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5