Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Выпускниксен хăйсен пĕлĕвне шанмалла

Категория: Образование Опубликовано: 30.05.2018, 10:39 Просмотров: 599

Хальхи вăхăтра 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен хĕрỹ тапхăр пырать - вĕсем патшалăх экзаменĕсене тытаççĕ. Тăххăрмĕшсен экзаменсем майăн 25-мĕшĕнче пуçланчĕç, июнĕн 29-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Алла аттестат илес тесен вĕсен 4 экзамен тытмалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа, тĕпĕр иккĕшне хăйсен суйласа илмелле.

Ĕнер районти шкулсенче тăххăрмĕш класра вĕренекенсем Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе экзамен тытнă, ку тĕрĕслев витĕр пурин те тухмалла пулнă. Ыран, майăн 31-мĕшĕнче, суйласа илнĕ экзаменсем пулаççĕ: информатикăпа 30 ача экзамен тытма кăмăл тунă, биологипе - 44 ача, обществознанипе - 48 ача. Июнĕн 2-мĕшĕнче тăххăрмĕш класс пĕтерекен 23 ача физикăпа экзамен тытĕ. Июнĕн 5-мĕшĕнче пурин те (146 ача) математикăпа пĕлĕвне тĕрĕслемелле пулать. Июнĕн 7-мĕшĕнче химипе (11 ача), историпе (10 ача), географипе (46 ача) суйласа илнĕ экзаменсем пулаççĕ.

Июнĕн 9-мĕшĕнче 9-мĕш класс пĕтерекен тата тепĕр 39 ача обществознанипе экзамен тытĕ. Çавăн пекех июнĕн 2-мĕшĕнче те тата тепĕр 5 ача информатикăпа экзамен тытĕ. Кусем - майăн 31-мĕшĕнче ытти предметсемпе экзамен тытнăран обществознанипе тата информатикăпа иртнĕ экзаменсене каяйманнисем.

Вунпĕрмĕшсен экзаменсем майăн 28-мĕшĕнче пуçланчĕç, июлĕн 2-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Пирĕн районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем хальлĕхе географипе тата информатикăпа суйласа илнĕ экзаменсем тытнă. Майăн 30- мĕшĕнче 11-мĕшсем пурте математикăпа база шайĕнчи экзамен тытĕç, вăл алла аттестат илме кирлĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче вара математикăпа профиль шайĕнчи экзамен пулĕ, ăна 41 ача тытма кăмăл тунă. Ку экзамен кăтартăвĕсем аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕме кирлĕ.

Июнĕн 4-мĕшĕнче химипе (11 ача) тата историпе (12 ача) суйласа илнĕ экзаменсем пулĕç.

Июнĕн 6-мĕшĕнче 11-мĕшсем пурте (56 ача) вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменне тытĕç.

Малалла вунпĕрмĕшсен суйласа илнĕ экзаменсем пулаççĕ: июнĕн 14-мĕшĕнче - обществознанипе (47 ача), июнĕн 18-мĕшĕнче акăлчан чĕлхипе (4 ача) тата биологипе (15 ача), июнĕн 20-мĕшĕнче - литературăпа (4 ача) тата физикăпа (13 ача).

Палăртмалла, пурин те тытмалли экзаменсене (вырăс чĕлхипе тата математикăпа) районти выпускниксем Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тытаççĕ. Суйласа илнĕ предметсемпе вара - район тулашĕнчи шкулсенче. Республикипе пурĕ патшалăх экзаменĕсене тытмалли ятарласа палăртнă 34 пункт хатĕрленĕ. Экзаменсене çирĕп сăнаса тăнăран вы-пускниксене шпаргалкăпа, сотовăй теле-фонсемпе усă курассинчен сыхланма чĕнсе калас килет - кун пек хăвăрăн малашлăха хуçас-си те часах. Экзамена харпăр хăй пĕлĕвне шан-са кĕнине нимĕн те çитмест.

А.КАРПОВА.

 

Александр ИВАНОВ, ЧР вĕренỹ министрĕ:

- Хисеплĕ ачасем, 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем! Патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕ (ГИА) ирттернĕ тапхăрта информаци хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене контроль-виçев материалĕсене (КИМ) хатĕрленĕ тата вырăна илсе çитернĕ мĕнпур тапхăрсенче пысăк тимлĕх уйăрни çинчен аса илтересшĕн. КИМ хуравĕсене укçалла туянма шантараканнисем пĕтĕмпех ултавçăсем. Вĕсемпе çыхланса укçана тата вăхăта сая ярас марччĕ. КИМ-сене педагогика виçевĕсен федераллă институчĕ çырса хатĕрлет. Хураллакан уйрăм пỹлĕме пурне те кĕртмеççĕ, унта телефонсемпе ытти электронлă хатĕр-сене те илсе кĕме юрамасть. Кĕме ятарлă ирĕк илнĕ çын вăрттăн информацие пĕлтерменни çинчен хут çырса çирĕплетет. Хăрушсăрлăха çирĕплетсех видеосăнав приборĕсем ĕçлеççĕ, стационар телефонĕсемпе калаçнине те çырса пыраççĕ. Хупă вырăнти компьютерсене ирĕк илмесĕр тăвакан ĕçсене чарса лартакан программăсемпе тивĕçтернĕ. КИМ-сене тата вĕсен хуравĕсене регионсене 9-мĕш классенче вĕренекенсем патне шифр çырса илсе пыраççĕ. Çав материалсемпе каллех ятарласа ирĕк илнĕ çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ.

Иртнĕ çултан пуçласа 11-мĕш класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ КИМ пичечĕсене аудиторисенче ачасем умĕнче экзамен пуçланас умĕн уçаççĕ, материалсене экзамен ирттермелли пунктсенче сканерлаççĕ.

Хисеплĕ ачасем, тархасшăн, экзаменсене шпаргалкăсем, сотовăй телефонсем, микронаушниксем, ăслă сехетсем тата ыти гаджетсем илсе кĕме ан хăтланăр. Эсир çав япаласемпе усă курмасан та, вĕсене экзаменра асăрхасан, сире унтан кăларса ярĕç, экзамен кăтартăвĕсене те шута илмĕç.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Вĕренсе тухакан ачăрсене сирĕнтен пулăшу кирлĕ. Вĕсене экзамен вăхăтĕнче мĕн тума юраманни çинчен тĕрĕс ăнлантарса памалла. Ача шкулта малтанах лайăх вĕреннĕ е киле панă ĕçсене яланах пурнăçласа пынă пулсан, унăн экзамен тĕрĕслевĕнче те пурте йĕркеллĕ пулĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31