ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
РАБОТА
В редакцию требуется уборщица-курьер.
Тел.: 8 (83551) 2-12-79, 8 905 341 06 62
ПРОДАЮ:
2-комнатную квартиру на 1 этаже по адресу:
с.Красные Четаи, ул. Ленина, дом 70.
Состояние хорошее. Цена 2600000 руб.
Тел.: 8 960 303 78 88
П Р О Д А Ю:
Дрова колотые:
Дуб, береза, липа.
Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Июнĕн 25-мĕшĕнче районти шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Пур выпускника та пĕр çĕре пухакан çамрăклăхпа илемлĕх, çунатлă ĕмĕтсен уявĕ Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче иртрĕ.
Районти виçĕ шкултан вĕренсе тухакан 56 выпускника ĕмĕрте пĕрре пулакан уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район прокурорĕ Валерий Шоркин, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храм настоятелĕ Максим атте саламларĕç, малашлăха пысăк шанăçпа пăхма, килĕшекен професси суйласа илсе пурнăç тăрăх тивĕçлĕн утма сунчĕç.
Уявăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнисене чыслани пулчĕ. Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнă сакăр выпускника медальсем пачĕç. Ылтăн медале тата Валерий Павлов депутатăн парнине Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Гурьянова, Анастасия Иванова, Татьяна Максимова, Юлия Михайлова, Марина Токшикова, Игорь Стафик, Андрей Терентьев, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Семенова тивĕçрĕç.
Вĕсен ашшĕ-амăшне: Альбина Геннадьевнăпа Юрий Васильевич Гурьяновсене, Наталия Ивановнăпа Константин Владимирович Ивановсене, Марина Анатольевна Максимовапа Андрей Владимирович Кондакова, Фаина Александровнăпа Владимир Григорьевич Михайловсене, Анна Александровнăпа Сергей Александрович Токшиковсене, Любовь Сергеевнăпа Виталий Николаевич Стафиксене, Алина Александровнăпа Александр Петрович Терентьевсене, Алина Анатольевнăпа Евгений Петрович Семеновсене - Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.
Çавăн пекех уявра "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" паллăна тивĕçнĕ выпускниксене: Мăн Этмен шкулĕнчи Светлана Майорована, Николай Михайлова, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Константин Титилкина, Константин Архалькина, Александр Хорайкина, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Станислав Александрова, Анна Пахинована саламларĕç.
Район центрĕнчи савăнăçлă мероприяти хыççăн выпускниксем класăн-класăн пайланса уяв каçне малалла тăсрĕç, ташласа-юрласа савăнчĕç. Ир енне вара шурăмпуç çăлтăрĕ ĕнерхи ачасен умри пурнăç çулне çутатрĕ...
А.КАРПОВА.
Сентябрь 2023 |