Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

 

oknaAlivankin

П Р О Д А Ю:

корову или телку.

Тел. 8 919 663 08 96 (16+) 

Требуются рабочие в хлебозавод

в город Королев МО. Питание и общежитие  предоставляется.

Вахта 15/15. Зарплата 37500.

8 987 122 55 25. 

ПРОДАЮ:

СЕНО ЛУГОВОЕ.

Тел. 8 917 676 88 81.

 

 

 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Педагогика ĕçĕнче тупнă хисеп

Категория: Образование Опубликовано: 12.09.2018, 09:45 Просмотров: 763

Вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн иртнĕ педконференцире Атнар шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Елена Николаевна Волкована "Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса саламларĕç.

Елена Волкова - аслă категориллĕ учитель, вăл 30 çул ытла ачасене тарăн пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани парассипе тимлет. Хальхи вăхăтра Елена Николаевна пуçламăш классене вĕрентет, пултаруллă та çивĕч ăслă ачасене тупса вĕсене малалла аталантарма тăрăшать. Унăн вĕренекенĕсем тăтăшах пуçламăш классем хушшинче иртекен интеллекту-аллă вăйăсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Елена Волкова хăй те тĕрлĕ професси ăсталăхĕн конкурсĕсене хутшăнсах тăрать. Вăл Раççей шайĕнче ирттернĕ "Чи лайăх çыру урокĕ" конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Çулталăк учителĕ" конкурсăн районти тапхăрĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Районти пуçламăш классене вĕрентекенсен ассоциацийĕн ĕçне те активлă хутшăнать Елена Волкова, методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Пуçламăш классен интеллектуаллă вăййисен районти тапхăрне те хаклать, педагогсен квалификацине ỹстермелли аттестацин экспертĕнче те тимлет. 2016 çулта Елена Николаевна ялти учительсен Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш съездне хутшăннă.

Педагогика ĕçĕнче туллин тимленипе пĕрлех Елена Волкова шкулăн тата ял тăрăхĕн пурнăçне те активлă хутшăнать. Атнарти халăх хорĕпе пĕрле тăтăшах район тата республика шайĕнчи культура мероприятийĕсене хутшăнать вăл. Унсăр пуçне пĕччен те сцена çине тухса хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене тыткăнлать. Паллă эстрада юрăçин Фаридан юррисене унран кая мар шăрантарнăран Елена Николаевнăна районта пурăнакансем юратса "пирĕн Фарида" теççĕ.

Педагогикăри курăмлă ĕçсемшĕн Елена Волкова район администрацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4