ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республикăри 30 педагог çулсерен паракан 20 пин тенкĕпе танлашакан хавхалантарăва тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта математикăпа информатика вĕрентекен Надежда Витальевна Тимакова та пур.
Надежда Тимакова Хĕрлĕ Чутайри шкулта 1994 çултанпа ĕçлет. Пĕрремĕш категориллĕ учителĕн вĕренекенĕсем çулсерен тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Надежда Витальевна шкулти вĕренекенсемпе ĕçченсене тата районта пурăнакансене компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарас тесе пысăк калăпăшлă ĕç тăвать, информаци технологийĕсемпе усă курса мастер-классем йĕркелет. Вĕрентекен хăйĕн професси шайне те ỹстерме тăрăшать, çак тĕллевпе тăтăшах тĕрлĕ вĕренỹ программисене, методика фестивалĕсене хутшăнса квалификацине ỹстерет, хăйĕн опычĕпе те паллаштарать. Районти математика учителĕсен ассоциацийĕнче те Надежда Тимакова мастер-классем, уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерет. Республика шайĕнче те хăйĕн педагогика ăсталăхне кăтартса панăшăн вĕрентекен пĕрре кăна мар дипломсене тивĕçнĕ. Кăçал вăл математика учителĕсен республикăри фестивалĕнче малти вырăна тухнă.
Ĕçри çитĕнĕвĕсене кура Надежда Тимакова Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотипе Тав сăмахне те тивĕçнĕ. Надежда Тимакова ача-сене математикăпа инфор-матика вĕрентнипе пĕрлех 9 В класăн ертỹçинче те тимлет. Вăл ачасемпе ятарлă программа тăрăх ĕçлет.
"Пирĕн ачасен класс ертỹçи Надежда Витальевна пулнăшăн эпир питĕ савăнатпăр, - теççĕ 9 В класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ. - Вăл кашни ачана туйма, вĕсен пултарулăхне уçса пама пĕлет. Пирĕн ачасем унран канаш та ыйтаççĕ, хăйсен ырă кăмăллă вĕрентекенне, класс ертỹçине хисеплеççĕ, ăна юратаççĕ, мĕншĕн тесен Надежда Витальевна - пирĕн ачасен шанчăклă юлташĕ".
Республикăри вĕрентỹ тытăмĕн инновациллĕ пуласлăхне аталантарас тесе паракан хавхалантарăва тивĕçни Надежда Тимакова пултаруллă та ăста педагог пулнине, унăн ĕçне республика шайĕнче пысăка хурса хакланине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Пирĕн районти шкулсенче çакăн пек педагогсем ĕçлени чăннипех савăнтарать.
Ноябрь 2024 |