Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 П Р О Д А Ю:

Дрова  колотые:

Дуб, береза, липа. 

Тел. 8 965 687 75 57, 8 908 307 01 21.

 

 

 obgpn

 

 Работа:

Принимаем на работу с обучением следующих специальностей:

слесаря металлоизделий; сварщика (газ, дуговая, полуавтомат);

маляра (покраска металлоизделий); помощника руководителя производственного

подразделения ( приветствуется образование, коммуникабельность, умение подбирать

и управлять людьми, об оплате и условиях при собеседовании).

Оплата сдельно- премиальная.

Тел.: 8 9260494825 (Юрий), 89613886161 ( Сергей Сергеевич).

Продаю:

Торговое помещение 46 кв. м. ТЦ " Юман", 2 этаж.

Цена 1500000 рублей, торг.

Тел. 8 903 322 21 45, 8 919 679 40 17.

Кировская обувная фабрика

7 декабря в РДК с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

Сдаются

в аренду помещения под услуги маникюра (педикюра),

парикмахера, массажа.

Тел. 8 903 379 76 56.

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шахмат урокĕсем пулĕç

Категория: Образование Опубликовано: 08.12.2017, 10:51 Просмотров: 558

Нумаях пулмасть Раççей вĕренỹ министрĕн Ольга Васильеван пресс-конференцийĕ иртнĕ, унта вăл çĕршыври вĕрентỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Шахмат урокĕсем

"Эпĕ пуçламăш шкулта, 1-4-мĕш классенче, шахмат урокĕсем пулмаллах тесе шутлатăп", - тенĕ министр. Аслăрах классенче вара ачасем шахмат кружокне çỹреме пултараççĕ. Ольга Васильева Чăваш Республикинчи шкулсенче ку енĕпе аван ĕçлесе пынине, çакна хăй курса ĕненнине палăртнă. Шахматла выляни ачан аналитика шухăшлавне, интеллектне аталанма пулăшать. Шкулсенче уроксем ирттермелли методикăна хатĕрлессипе шахмат федерацийĕпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Сăмах май, министр шкулсенчи пур кружоксем те тỹлевсĕр пулмалли пирки каласа хăварнă.

Сочинени тата литература

Виçĕ çул каялла 11-мĕш классенче вĕренекенсене сочинени çыртарма пуç-ларĕç. Паллах, вăл эпир темиçе çул каялла экзаменсем вăхăтĕнче çырнă сочиненирен уйрăлса тăрать. Сочинени аван çыракансем халĕ патшалăх экзаменне тытма пултараççĕ.

Декабрĕн 6-мĕшĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетỹ сочиненине çырнă. Шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсен кăçал çак темăсенчен пĕрне суйласа илмелле пулнă: "Когда измену можно простить?", "Какие поступки человека говорят о его отзывчивости?", "Возможно ли счастье, построенное на несчастье других?", "Чем смелость отличается от безрассудства?", "Бывает ли общественное мнение ошибочным?". Асăннă сочинение районти шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекен 56 ача çырнă.

Кăçалтан çĕршыври 20 регионта 9-мĕш классем те вырăс чĕлхипе сăмахпа каласа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Çак ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçласан тăххăрмĕшсене экзаменсем тытма ирĕк парĕç. Вĕренекенĕн ку тĕрĕслев вăхăтĕнче текст вуламалла, унăн содержанине каласа памалла пулать. Унтан вăл текста преподавательпе сỹтсе явĕ.

Пирĕн ачасенчен нумайăшĕн халĕ пĕр çитменлĕх пур - вĕсем мĕн вуланине кĕскен каласа пама пĕлмеççĕ. Çакăн сăлтавне ачасем Интернетра вăхăт нумай ирттернипе çыхăнтараççĕ. Ерипен сăмахпа каламалли литература та таврăнать. Хальлĕхе вăхăтне каламаççĕ, анчах та шкул ачисен мĕн вуланине каласа пама, тĕрĕс калаçма пĕлмеллех тесе шутлаççĕ.

Вăтам професси пĕлĕвĕ пирки

Кăçал 9-мĕш класс пĕтернисенчен 59 проценчĕ вăтам професси пĕлĕвĕ илме пуçланă, урăхла каласан, училищĕсемпе колледжсене, техникумсене вĕренме кĕнĕ. Малашлăхра кирлĕ пулма пултаракан профессисене çĕнĕ стандартсемпе вĕрен-тессипе çĕршыври пин-пин колледж тимлет. Вĕсенче пĕлỹ илес текенсем валли 74 пин ытла бюджетлă вырăн хатĕрленĕ.

А.ТИМОФЕЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31