ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
АННЕ… Çак кĕске сăмахра мĕн чухлĕ ырă та çепĕç туйăм, вăй-хăват. Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать.
Манăн аннене Елена Ивановна Блинова тесе чĕнеççĕ. Унăн сăн-пичĕ илемлĕ. Куçĕсенче - пурнăç, савăнăç та, хурлăх та пур. Вăл хăйĕн ачисемшĕн савăнать, кулянать. Аннепе вăрçăнса илни те пулать, вăл пире ăнланмасть тесе те шут- латпăр, анчах вăл пирĕншĕн тăрăшать. Пире лайăх, ырă, сăпайлă çын тăвассишĕн çунать. Çумра анне пулсассăн яланах уяв, тĕнче те илемлĕ, тỹпери хĕвел те ăшшăнрах пăхнăн туйăнать. Чун-чĕринчи мĕнпур ырлăха пире параççĕ-çке вĕсем, кунсерен телей пиллеççĕ. Çавăнпа эпир анне çуначĕ айĕнче ним шикленмесĕр савăнса ỹсетпĕр.
Аннеçĕм, ытарайми аннеçĕм, эпĕ сана чун-чĕререн юрататăп.
Артем НАСИБЯН, 8-мĕш класс.
ххх
Кашни ачанах пĕрремĕш сăмахĕ вăл - анне. Манăн та çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Людмила Петровна Ярдыванкина ятлă. Унăн куçĕсем те, çỹçĕ те хăмăр тĕслĕ. Анне маншăн чи çывăххи, чи юратни, чи хисепли. Анне мана çуратнă, калаçма, утма вĕрентнĕ. Эпĕ чирлесен те, йывăр самантсенче те юнашар пулма тăрăшать. Анне ман çине яланах савăнса пăхать, сывă та ăслă, сывлăхлă çын пуласса шанать. Эпĕ аннене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп.
Манăн анне çут тĕнчене икĕ ывăл парнеленĕ. Вăл пире иксĕмĕре те пĕр пекех юратать. Пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме вĕрентет, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр.
Ман шутпа, анне вăл - пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен хакли никам та çук. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.
Артем ЯРДЫВАНКИН, 8-мĕш класс.
ххх
Манăн аннене Елена Никандровна Алежейкина тесе чĕнеççĕ. Унăн икĕ ача - эпĕ тата аслă пичче. Анне кил-хуçалăх тытса пырать. Вăл - питĕ кăмăллă çын, пурне те пулăшма тăрăшать. Анне пушă вăхăтра мунчала çыхма юратать. Ман аннен юратнă кушак Рыжик пур. Эпĕ аннене яланах пулăшатăп. Пирĕн мĕнле те пулин ыйту çуралсан анне патне чупатпăр, канаш-сĕнỹ ыйтатпăр. Анне пире тĕрĕс хурав шыраса тупма пулăшать.
Анне пурри - телей. Анне пурри - ăраскал. Хама çуратса ỹстернĕ аннерен пахи никам та çук. Пурнăç парнелекен, ăс паракан, ĕçе хăнăхтаракан, кун-çулăн анлă çулĕ çине тăма пулăшакан хаклă çыннăм умĕнче пуçăма таятăп.
Ангелина АЛЕЖЕЙКИНА, 5-мĕш класс.
ххх
"Анне" сăмах кашни çынра ăшă туйăм çуратать. Вăл пире пурнăç парнеленĕ. Унăн чĕре ăшши пире пурнăç тăршшĕпе вăй-хал парса тăрать.
Манăн аннене Валентина Львовна Якимова тесе чĕнеççĕ. Вăл - питĕ хастар, ĕçчен, çивĕч, чипер тата хăюллă çын. Анне ĕçре нумай вăхăт ирттерет пулин те, кил-çурта тирпейлеме те, апат пĕçерме те ĕлкĕрет. Эпĕ аннене яланах пулăшма тăрăшатăп.
Март уйăхĕн 8-мĕшĕ маншăн - чи пысăк уяв. Çав кун Хĕрарăмсен уявĕ тата манăн асаннен Çуралнă кунĕ. Вăл вара утмăл ултă çул тултарчĕ. Эпĕ ăна питĕ юрататăп тата хисеплетĕп.
Кристина ВАСИЛЬЕВА, 6-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |