Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Александр Трофимов поэтпа - тĕлпулу

Категория: Общество Опубликовано: 15.04.2022, 08:20 Просмотров: 715

trofimovAPНумаях пулмасть Мăн Этмен шкулĕнче паллă ентешпе Александр Петрович Трофимов поэтпа тĕлпулу ирттертĕмĕр. Шкул ачисем Александр Петровича тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Поэтпа тĕл пулни асра юлмалли самант пулса юлчĕ. Чи малтанах Николай Иванович Полозин поэтăн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Александр Петрович Трофимов Турхан ялĕнче 1939 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Уйпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. 1956 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1957 çулта оргнабор урлă Архангельск облаçĕнче хут кăларакан комбинат тунă çĕрте ĕçленĕ, çав çулхи ноябрь уйăхĕнче Мурманск хулинче пулă тытакан карап çине ĕçе вырнаçнă, Баренец тинĕсĕнче кочегар пулса тăрăшнă.1958 çулхи май уйăхĕнче тăван яла таврăннă, октябрь уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ. Службăна вăл Туркменире Кизыл-Арват хулинче ирттернĕ. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникулсенче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Кирпĕч заводĕнче вĕри кăмакаран кирпĕч кăларнă электроаппаратура завочĕн 2 площадкинчи гальваника цехĕнче, хулари потребкооперацин апат-çимĕç базинче грузчикра ĕçленĕ. 1963 çулта ăна студентсен общежитийĕн комендантне лартнă, кунта икĕ çул хушши ĕçленĕ. 1965-1992 çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учительте, класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелỹçинче, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, директорта ĕçленĕ. Вăл директорта вăй хунă чух шкулăн çĕнĕ çуртне хута янă. 1992 çулта ăна районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçи пулма шаннă. Ку ĕçре вăл пилĕк çул тăрăшнă. 1997 çулхи январь
уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă.

Малалла Юлия Васильевна Вадейкина Александр Петрович пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. А.Трофимов литература ĕçне çамрăклах тытăннă. Вăл статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем çырать. Александр Петрович чăвашла тата вырăсла çырать, вырăс поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарать. Унăн хайлавĕсем ытларах районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç", республикăри "Çамрăксен хаçачĕ", "Тантăш" хаçатсенче кун çути курнă. Вăл - Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Унăн паллă произведени- йĕсем: "Юрату хăвачĕ", "Сĕрĕм", "Тытăçу", "Мыскара", "Паттăрсен çĕрĕнче", "Çемье ăшши", "Тавах, аннеçĕм", "Ашак хăлхи", "Шăпа", "Сăр çинчи шурăмпуç", "Телейлĕ çул" тата ыттисем те. Александр Петрович - çирĕме яхăн кĕнеке авторĕ.

6-мĕш класри ачасем Александр Петрович çырнă сăвăсене сцена çине тухса пăхмасăр каласа пачĕç. Уйрăмах ачасем анне çинчен вуланă сăвăсем чуна пырса тиврĕç. Татьяна Козловапа Кирилл Офишкин аннесене мĕнле хакламаллине, юратмаллине хăйсен сассипе, чунĕпе уçса пачĕç. Роман Федотовпа Максим Ермеев аттесемпе асаттесен пурнăçĕ çинчен, вĕсем Сăр тăрăхне мĕнле юратни, хура вăрман, уй-хир çаранĕ, çырма-çатраллă катасем вĕсен чĕрисене парăнтарни çинчен лайăххăн вуларĕç. "Хĕрлĕ Чутай", "Юратнă Чутайăм", "Чутай илемĕ" сăвăсемпе Виктория Яковлевапа Карина Ямброськина тата Александр Кашкиров тăван тăрăха поэт мĕнле юратнине уçса пачĕç. Игорь Канячкин чутайсем мĕнле чăрсăр, хастар, маттур пулнине кăтартса пачĕ. Дмитрий Удяков Александр Петровичăн "Пурнатăп Турханта" сăввине чу на пырса тивмелле вуларĕ. Вырăсларан куçарнă сăвăсене те Павел Кагайкинпа Вадим Андреев, Эвелина Кортуновапа Анжелика Афанасьева тата Татьяна Букина питĕ лайăх каласа пачĕç. Вырăсла çырнă сăвăсене Камилла Сорокинапа Милена Кошелева питĕ хитре те хавхалануллăн вуларĕç. Вĕсен уçă сассисенче Тăван çĕршыва, тăван таврăлăха юратни палăрчĕ. Хальхи вăхăтра çырнă сăвăсенчен пĕри вăл - "Хỹтĕлев çыранĕ". Ку сăвва Юлия Вадейкина педагог каласа пачĕ. Çак сăвăра та чутайсем Тăван çĕршыва юратни, тăван халăх вăрçă вăхăтĕнче вăй-халне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартса пыни курăнать.

Ачасем Александр Петровичăн произведенийĕсем тăрăх хитре ỹкерчĕксем турĕç. Поэт çинчен хаçат та кăларчĕç. 1978 çулта Мăн Этмен шкулĕнче вăл вырăнти театра та ертсе пынă. Ун çинчен 6-мĕш класс ачисем кĕнеке-хаçат хатĕрленĕ. Ачасем юрăсемпе те савăнтарчĕç. Юлия Вадейкинапа Николай Полозин учительсем чуна пырса тивмелли юрăсем шăрантарчĕç.

Александр Петрович нумаях пулмасть çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Ачасем тăвăллăн алă çупса хамăр паллă поэт-ентеше тав турĕç. Çак тĕлпулу нумай вăхăтлăха асра юлĕ.

Виктория ВАЗЯКОВА, 10-мĕш класс (ертỹçи - Ю.В.Вадейкина). 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1