ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
"Кайăк хитре тĕкĕпе, çын - илемлĕ ĕçĕпе", - тенĕ ваттисем. Çак ваттисен сăмахĕ ăруран-ăрăва паянхи кунчченех куçса пырать. Çын хăйĕн телейне, савăнăçне ĕçре тупать. Паян сире çакăн пек маттур хĕрарăмпа паллаштарасшăн. Вăл - Юлия Васильевна Вадейкина.
Юлия Васильевна 1955 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Мăн Этмен ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Абрамович Иванов, колхозра строительсен бригадирĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ, Анна Филимоновна Иванова, чылай çул хушши колхозра, унтан шкулта тирпейлỹçĕре тăрăшнă. Çемьере Юлия виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл хушшинче асли пулнă. Пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшнă. Ача чухне те, халĕ те туслă пурăнаççĕ.
Çичĕ çула çитсен ытти ачасем пекех Юлия шкула кайма пуçланă. Хăйне ашшĕ çавăртса утнине, çанталăкĕ çумăрлă пулнине тата пĕрремĕш учителĕ Мария Николаевна Михеева кăмăллăн кĕтсе илнине аса илсе Юлия Васильевна ăшшăн каласа парать. Шкулта вĕреннĕ чухне ăна нимĕç чĕлхи килĕшнĕ, уйрăмах Елена Алексеевна Трифонова вĕрентекен урокри кашни хуравшăн паллăсем лартни ачана вĕренме хавхалантарса тăнă. Алла аттестат илсен 1972 çулта нимĕç чĕлхи учителĕ пулас шухăшпа педагогика институтне çул тытнă. Анчах та ун чухне вăл вĕренме кĕреймен. Çапах та алă усман, çав çулах Пантьăкри шкулта аслă пионервожатăйра ĕçлеме тытăннă. Кунта та учитель пулас шухăша пăрахăçламан. Уйрăмах ачасемпе ĕçлеме килĕшни ăна хавхалантарса тăнă. Çулталăкран вăл педагогика институтне ют чĕлхе уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Хĕр ăнăçлă вĕренсе пырса алла диплом илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăннă. Мăн Этмен шкулĕнче вăл ачасене 1978 çултан нимĕç чĕлхине вĕрентме тытăннă. Кунта унăн пĕтĕм пултарулăхĕ палăрнă. Ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă, тĕрлĕ хушма материалсем, информаци стенчĕсем хатĕрленĕ.
Унтанпа чылай çул иртнĕ. Юлия Васильевна предметне юратса вĕреннĕ сакăр ача ют чĕлхе вĕрентекенĕсем пулса тăнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ паянхи кун та ачасене пĕлỹ парать. Юлия Васильевна хăй вĕрентнĕ ачисем пирки ăшшăн каласа парать. Халĕ вĕсем темиçе çул каялла шкултан тухнă ачасемпе кашни çулах тĕлпулусем ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕрле пухăнса шкул пурнăçне аса илеççĕ, хăйсен çемйисемпе паллаштараççĕ, ачисен çитĕнĕвĕсем пирки каласа параççĕ. Çакăн пек тĕлпулусем хыççăн Юлия Васильевна пĕр-ик эрне хушши вĕсем пирки шухăшласа çỹрет.
Юлия Васильевна куçĕсем çемйи пирки калаçнă чух уйрăмах ăшшăн пăхаççĕ. Пантьăк шкулĕнче вăл хăйĕн мăшăрĕпе Николай Николаевич Вадейкинпа паллашнă. Вĕсем пĕрлешсе пĕр ывăлпа икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Анчах та ывăлне инкеке пула çамрăклах çухатнă. Амăшне калама çук пысăк çухату чун-чĕререн кулянтарнă. Çемьере мăшăрĕпе пĕр-пĕрне пулăшса пыни, хĕрĕсем юнашар пулни, юратнă ĕçĕнче ачасемпе калаçни вăхăт иртнĕçемĕн чун ыратăвне çемçетнĕ. Аслă хĕрĕ Валентина Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ют чĕлхесен факультетĕнче, Екатерина хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа математика уйрăмĕнче пĕлỹ илнĕ. Анчах та вĕсем паянхи кун хăйсен профессийĕпе ĕçлемеççĕ. Вадейкинсем Вальăпа Катя хĕрĕсен çемйисен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Ял-йышра та вĕсене хисеплеççĕ. Юльăпа Николай Вадейкинсем юрăсем шăрантарма юратаççĕ. Юлия Васильевна ача чухнех амăшĕ юрланине итленĕ, каярахпа мăшăрĕпе пĕрле юрланă.
Юлия Вадейкина паян Мăн Этмен шкулĕнче социаллă педагогра тăрăшать. Çав вăхăтрах хăйĕн юратнă ĕçне пурнăçлать. Шкулта иккĕмĕш ют чĕлхе вĕрентме палăртсан вăл нимĕç чĕлхипе ăс пама пуçланă. Мăшăрĕ Николай Николаевич чылай çул хушши шкулта вăй хунă хыççăн халĕ кил-хуçалăха тытса пырать, пахчара ĕçлеме кăмăллать.
Вĕрентỹри ĕçсемшĕн Юлия Васильевна чылай наградăна тивĕçнĕ. 2004 çулта "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята илнĕ. Пултаруллă вĕрентекене шкулта ачасем кăна мар, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ. Юлия Вадейкина - ăшă кăмăллă хĕрарăм. Унăн çепĕç калаçăвне итлес килет, çавăнпа пулĕ ун патне ачасем кăна мар аслисем те туртăнаççĕ. Коллективра ун пирки çапларах калаççĕ:
- Юлия Васильевна пирĕнпе юнашар чылай çул ĕçленĕ хушăра хăйне питĕ яваплă та тарăн пĕлỹллĕ вĕрентекен пек кăтартрĕ. Халĕ те вăл çавăн пекех. Юлия Васильевна хăйĕн кашни ачине хисеплет. Ачасене кашнине урокра май килнĕ таран ĕçлеме вĕрентет, тĕллев лартса ăна пурнăçлама хăнăхтарать. Урокра хăйĕн методика ăсталăхне кăна мар, вĕренекенсен интересĕсене те хурса ĕçлет. Юлия Васильевна тунă çитĕнỹсемпе кăна лăпланмасть, ĕçре пĕлỹпе воспитани памалли çĕнĕ майсене шырать. Пултаруллă педагог шкул ачисене халăхăн культурипе, йăли- йĕркипе çывăхланма пулăшать. Нумаях пулмасть Мăн Этмен шкулĕнче Чăваш чĕлхин кунне паллă турĕç. Юлия Васильевна ертсе пынипе 6-мĕш класс ачисем утăçи вăхăтне кăтартса пачĕç, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç.
Юлия Вадейкинапа курса калаçма тỹр килнĕшĕн питĕ савăнтăм. Унăн ăшă калаçăвĕ чуна пуянлатрĕ, ĕçлес кăмăла хăпартрĕ, пурăнма вĕрентрĕ.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |