Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Валерий Александрович Романов - шалти ĕçсен тытăмĕнчи чаплă ветеран

Категория: Общество Опубликовано: 20.05.2022, 10:35 Просмотров: 643

romanovVAКашни çул тенĕ пекех пирĕн шкула Çĕнтерỹ кунĕнче уяв ячĕпе саламлама Валерий Александрович Романов килсе çитет. Малтанах хам пĕчĕк чухнех эпĕ ун çине хытă пăхаттăм. Пурне те саламлатчĕ. Хĕрарăмсене те алă парса сывлăх сунатчĕ. Мана питĕ интереслĕччĕ. Эпĕ арçынсем кăна пĕр-пĕрне алă парса саламлаççĕ пулĕ тесе шутланă. Ачасемпе те кăмăллăн калаçатчĕ.

Валерий Александрович 1952 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Ваçкаçырми ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ ялта иртнĕ. Ытти ачасемпе пĕрле пулла та кайнă вăл, футболла та вылянă, колхоз ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах утăçи вăхăчĕ унăн асĕнче юлнă. Ялĕпе виçĕ бригада пулнă. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ. Ачасем аслисемпе пĕрле утă пуçтарнă, каçхине çамрăксем вăййа тухсан вĕсен хитре юррисене итленĕ, аслисем пек ташлама вĕреннĕ. Ача чухнех Валерий Александрович ватă çынсене итленĕ, хисепленĕ, хакланă. Ялта вăл чи лайăх ача тата çамрăк пулнă. Ял ачисем унран тĕслĕх илнĕ.

Ашшĕ, Александр Степанович, Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç хăюллăн кĕрешнĕ, Мухтав орденне, чылай медале тивĕçнĕ. Амăшĕ, Ольга Павловна, ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, ăна бригадăна та ертсе пыма шаннă. Сăмах май, Александр Степановичпа Ольга Павловна (хĕр чухнехи хушамачĕ Данилова) пĕр ялтан, шкулта пĕр класра вĕреннĕ, иккĕшĕ те 1941 çулта Хĕрлĕ Чутайри шкула вĕренсе пĕтернĕ.

Валерий Романов Мăн Этменти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1970-1972 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Хĕсметрен таврăнсан ĕнерхи салтак Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçнă. Кунта икĕ çул слесарь-инструментальщикре ĕçленĕ хыççăн СССР Шалти ĕçсен министерствин Калининградри милицин ятарлă вăтам шкулне çул тытнă, çапла майпа хăйне саккунлăхпа йĕркелĕх хуралçи пулма хатĕрленĕ.

Икĕ çултан çамрăк лейтенант Шупашкар районĕнчи Шалти ĕçсен уголовлă шырав пайĕнче инспекторта вăй хума пуçланă. Палăртмалла, В.Романов республикăри чи пысăк районта хăйне лайăх енчен кăтартнине тата тăрăшса, ĕçе чуна парса пурнăçласа пынине кура карьера картлашкипе çирĕппĕн хăпарса пынă - аслă инспектор, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ, начальник. Сăмах май, 1984 çулта ăна пай начальникне çирĕплетнĕ чухне вăл кун пек должноçсенчи ĕçтешĕсенчен чи çамрăкки шутланнă, 31 çулта пулнă. Унччен СССР ШĔМ-ĕн Горькинчи аслă шкулне вĕренсе пĕтернине те асăнса хăвармалла.

1988 çулта Валерий Александровича республикăри Шалти ĕçсен министерствине куçарнă. Кунта ăна ертсе пыракан тĕрлĕ должноçсене шанса панă. Чечен Республикине хирĕç-тăру вăхăтĕнче темиçе хутчен те кайса килнĕ. Ентешĕмĕр пур çĕрте те хăйĕнчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ăна 1997 çулта Чăваш Республикин ШĔМ-ĕн паспортпа виза службин пай начальникне ертсе пыма шаннă. Кунта вăл ултă çул тимленĕ, асăннă службăн ĕçне-хĕлне çỹллĕ шая çĕкленĕ.

В.А.Романов пенсие тухсан та республикăри Шалти ĕçсен тытамĕнчи ветерансен Канашĕнче обществăлла ĕçсене активлă хутшăннă.

Паллах, пуян опытлă отставкăри полковника ĕç сĕнекенсем сахалах пулман. Вăл 2003 çулта "Шупашкарти электроаппаратура завочĕ" акционерсен пĕрлешĕвĕнче хăрушсăрлăх управленийĕн начальникĕнче - экономика хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕнче ĕçлеме пуçланă. Виçĕ çултан асăннă заводăн хăрушсăрлăх, кадрсем тата режим енĕпе тимлекен директор должноçне шанса панă. Тăватă çултан вăл "ЧЭАЗ-1 площадка" юлташлăх директорĕн çумĕ пулнă, 2011 çултан пуçласа паянхи кунччен унăн директорĕнче вăй хурать.

Хуть те мĕнле тăрăшуллă ĕçе яланах асăрхаççĕ. В.А.Романова Жуков медалĕ, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ тата чылай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ парса чысланă. 2001 çултанпа вăл - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ". Ентеш 70 çул тултарнă тĕле, мартăн 15-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ О.А.Николаев ăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăлани пирки Указ кăларчĕ. Вăл çакна чăннипех тивĕçлĕ!

Валерий Александрович килте те чăн-чăн мăшăр, атте, асатте. Эпĕ хамăр ентешĕмĕрпе чăннипех мухтанатăп. Эпĕ ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп.

Максим ПЕТРОВ, Мăн Этмен шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1