ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Инстаграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи.
Продаётся участок
в д. Янгильдино (15 соток).
Напротив автозаправки. СРОЧНО.
Тел.: 8 919 676 70 48.
Организуется паломническая поездка
в с. Дивеево.
Выезд 19 августа в 22:00
от Храма села Красные Четаи.
Телефон для справок: 89050284097.
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пĕлтĕр Шупашкарта чăваш тĕррин наци шкулĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унта районсенчи тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем вĕренме пултараççĕ. Иртнĕ çул кăна эпир тĕрĕ шкулĕнчен вĕренсе тухнă Ольга Логиновапа паллаштартăмăр. Кăçал вара Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Лариса Абакумова виçĕ уйăх хушшинче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене ăша хыврĕ.
Нумаях пулмасть чăваш тĕррин наци шкулĕнче вĕсене сертификат панă. Тĕрĕ ăсти Лариса Александровна çакна чăннипех тивĕçлине палăртса хăйĕн ĕçĕпе çирĕплетнĕ. Вăл сурпан тĕрленĕ. Ĕçĕпе паллаштарнă май ăна сырма та вĕрентнĕ. Лариса Александровна чăваш тĕррин шкулĕнче пĕрле вĕренекенсен опычĕпе паллашни те питĕ усăллă пулнине палăртать. Хĕрлĕчутайсем хушшинче чăваш тĕррине вĕренес шухăшлă çынсем пурри савăнтарать, ытларах çын вĕренсен эпир те районта чăваш тĕррине чĕртсе ярăпăр.
Палăртмалла, Лариса Абакумова хăйĕн ĕçĕсемпе районта, республикăра иртекен конкурссене хастар хутшăнать. Акă нумаях пулмасть "Улăп çĕрĕ" проект шайĕнче ирттернĕ "Пукане" конкурс-куравра хăйĕн ĕçне тăратнă. Унăн ĕçĕ "Халăх пукани" номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.
Август 2022 |