Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Юратнă ĕçне чун-чĕрипе парăннă çын

Категория: Общество Опубликовано: 27.05.2022, 13:28 Просмотров: 350

Атнар тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем тĕрлĕрен ыра ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ "Коминтерн" ялхуçалăх предприятийĕнче вăй хурать, çĕршыва сĕт-çупа, аш-какайпа, тырă-пулăпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми ĕçлет. Патшалăх вĕсен ĕçне вырăна хурса ял ĕçченĕсене тĕрлĕ хисеплĕ ятпа чыслать. Вĕсем хушшинче Раççей, Чаваш Республикин наградисене илме тивĕç пулнă пултаруллă механизаторсем, ферма ĕçченĕсем сахал мар.

danilovAВĕсенчен пĕри - манăн атте, Андрей Геннадьевич Данилов. Вăл 2016 çулта "Чăваш Республикин ялхуçалахĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илме тивĕç пулчĕ. Çак пысăк ята вăл ялхуçалăхĕнче нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕшĕн тивĕçрĕ.

Атте Трапай ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех ĕçе тĕплĕ те юратса тума вĕрентнĕ. Атнарти вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра колхоз уй-хирĕнче вăй хунă, пахча çимĕç ỹстерме, утă-улăм пуçтарма пулăшнă. Çавăнпа та хăйĕн пурнăçне те ялхуçалăхĕпе çыхăнтарма шутланă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти ялхуçалăх институтне çул тытнă, зоотехник профессийĕ илĕртнĕ ăна. Пĕрремĕш курс хыççăн унăн çара кайма ят тухнă, аттен Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçлама тивнĕ. Унтан таврăннă хыççăн тата малалла вĕренме васканă.

1990 çулта алла диплом илнĕ специалист тăван колхоза таврăнать. Малтан ăна бригадир ĕçне шанса параççĕ, каярахпа хуçалăхри зоотехник ĕçне пурнăçлама пуçлать. Паянхи кунчченех атте çак хуçалăхра тăрăшать. Унăн çĕршыва пахалăхлă аш-какайпа, сĕт-çупа тивĕçтерес тесе нумай вăй хума тивет. Вăл ĕçленĕ вăхăтра "Коминтерн" хуçалăх нумай аталанчĕ, улшăнчĕ. Çакăнта, паллах, хуçалăха пĕлсе ертсе пыракан А.Б.Новикова тỹпи те пысăк. "Халĕ фермăри ĕç, ĕлĕкхипе танлаштарсан, нумай çăмăлланчĕ. Малтанах фермăра пылчăкĕ те, тислĕкĕ те нумай çăрăлнă. Нумай ĕçе алă вĕççĕн тума тиветчĕ. Хальхи вăхăтра вара çутă та таса фермăсенче выльăхсене усрамалли условисем те лайăх, çынсен ĕçĕ те çăмăлланчĕ", - каласа парать атте. Çавăнпа та сĕт сăвăмĕ те ỹссех пырать. Вăтăр икĕ çул хушшинче савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулнă, паллах. Темĕнле тăрăшсан та хуçалăхри ĕç пĕр çынран кăна килмест. Выльăх-чĕрлĕх те чирлемесĕр пулмасть, тĕрлĕ кăлтăксем те сиксе тухсах тăраççĕ ферма таврашĕнче. Атте канмалли кунсенче те, кирлĕ пулсан çĕрле те ĕçре пулнине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Йывăрлăхсем умĕнче алă усма хăнăхман вăл, темле йывăр пулсан та ĕçе улăштарасси пирки те нихăçан та шутламан.

Атте - юратнă ĕçне чун-чĕрипе парăннă çын. Кирек епле ĕçе те юратса тусан кăна ăнăçлă пулать. "Ĕçне кура - хисепĕ", - тенĕ ваттисем. Вăтăр çул хушшинче атте пултаруллă ĕçĕшĕн район тата республика шайĕнче тĕрлĕ хисеп грамотисене сахал мар тивĕçлĕ пулнă.

Килте те атте выльăх-чĕрлĕхпе аппаланма юратать. Садра та, пахчара та тĕрлĕрен улма-çырла, пахча çимĕç ỹстерет. Кил-çуртра атте тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Вăл пĕр минут та ĕçсĕр ларма пултараймасть. Эпир те ăна вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Унран тĕрлĕ ĕçе вĕренетпĕр.

Йăмăкпа иксĕмĕр аттене чун-чĕререн юрататпăр, унпа мухтанатпăр, унран тĕслĕх илме тăрăшатпăр. Хамăр та унăн ырă ятне ỹкерес марччĕ тесе тăрăшса вĕренетпĕр, пур ĕçре те атте пек маттур пулма тăрăшатпăр.

Екатерина ДАНИЛОВА, Хĕрлĕ Чутай шкулĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1