Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕр çинче вăл туман ĕç çук та пулĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.05.2022, 13:30 Просмотров: 504

perepelkinaZ"Çын илемлĕ ĕçĕпе", "Ăсти епле, ĕçĕ те çапла", "Ĕçчен çынна ял савать", - тесе мăн асаттесемпе асаннесем ĕçчен те пултаруллă çынсем пиркиех тенĕ пуль. Çак сăмахсем Кỹпеш ялĕнче пурăнакан Зоя Петровна Перепелкина çинчен каланăн туйăнаççĕ. Чăн та, ăна ялта питĕ хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Зоя Петровна тесе чĕнеççĕ ăна çывăхрах тус-юлташĕсем. Çамрăкки те, ватти те час-часах канаш ыйтма пыраççĕ ун патне. Выльăх-чĕрлĕх чирлет-и, акмалла-и, кĕтỹ хăваламалла-и - пурне те сĕнỹ-канашпа пулăшать. Унтан ытларах вăл тỹрĕ кăмăллă çын - мĕн шутлать, куçран калать.

Тĕлĕнмелле маттур, пултаруллă та ĕçчен çын вăл. Зоя Петровна 1949 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăк поселокĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен. Амăшĕ Муркаш районĕнчен пулнă. Мари тесе чĕннĕ ăна. Зоя амăшĕ ултă уйăхра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă. Пĕртăван пиччĕшĕ авлансан, вĕсем çемьере тăватă ача пулнă, Марийăна инкĕшĕ пăхса çитĕнтернĕ. 20 çула çитсен Зойăн амăшĕ Атнар лесхозĕнче ĕçленĕ аппăшĕ патне килнĕ, ун патĕнче ĕçе вырнаçнă. Çапла, Зоя амăшĕ Саланчăкри лесхозра конюхăн хурал пỹртĕнче пурăнма тытăннă. Ĕçрен хăраса тăман, çамрăк хĕр ĕнине, вăкăрне, сурăхĕсене, качакине те усранă. Ĕçчен хĕре Хурапыр каччине тупса панă. Марийăн пĕчĕк те кивĕ кил-çурта килме тивнĕ. Çамрăк кин пулас хунямипе пĕр чĕлхе тупайман. Зойăн мамаккăшĕ анчах чăмăрланнă çемье хутшăнăвĕсене аркатнă. Пĕррехинче Зойăн амăшĕ Туканашра куля çапса пурăннă аппăшĕ патне хăнана кайса килме шут тытнă. Çав вăхăтра килĕнче хунямипе упăшки унăн вăкăрне сутса та янă. Паллах, унран ыйтмасăр ку ĕçе пурнăçлани Марийăна килĕшмен, хаяр калаçу хыççăн мăн хырăмпа каялла хăйĕн лесхозри çуртне таврăннă. Зоя шăпах çакăнта çуралнă. Çăмăлах пулман вĕсене. Амăшĕ Саланчăкра çул тăвакансем патне пĕчĕк ачана йăтса тухнă, лешсем вара вĕсене çăкăр таткипе, çĕрулми икерчипе сăйланă. Пĕчĕк ачана çенĕке пĕччен хупса хăварни те пулнă. Зойăн ашшĕпе амăшĕ пĕрлешнине ĕнентерекен хут туман пулнă. Çавăнпа та Зоя хĕрĕшĕн амăшне çăкăр панă. Хурапырти мамаккăшĕпе ашшĕ вара çимеллисĕр аптăранă. Мамаккăшĕ мăнукĕпе амăшне каялла илсе кайнă. Зойăн амăшĕ каялла каясси пирки шухăшлă та пулман, хăйĕн çумне лесхоз ертỹçи çулăхнăран Зойăн ашшĕ патне таврăнма шутланă. Анчах та кунта та телейлĕ пурăнаймаççĕ. Зоя пилĕк çулта чухне ашшĕ килĕнчен тухса кайнă, çамрăк арăмĕпе ачине пăрахса хăварнă.

Ашшĕ инçетре Брянск облаçĕнче тĕпленнĕ. Унта çемье те çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Ялти çынсемпе çыру çỹретсе вĕсен пурнăçĕ пирки пĕлсе тăнă. Зойăн мамаккăшĕ 14 çултан ăна шыраттарнă. Ашшĕ яла килнĕ. Амăшĕпе хĕрĕ ăна ỹпкелешнĕ. Çапла Зоя ăна ун хыççăн пĕр-ик хутчен кăна курнă.

Амăшне йывăр тивнĕ. Туканаш ялĕнче куля çапса пурăннă вăхăтра Зойăн амăшĕ çĕнĕ пỹрт лартас шухăшпа делянка илнĕ, çынсене вутăлла ĕçлеттернĕ. 1960 çулсенче Хурапырта çĕнĕ пỹрт çĕклесе лартнă. Çак вăхăтра амăшĕ малтанласа фермăра вăй хунă, унтан укçа ытларах ĕçлесе илес шухăшпа Кургана чугун çул çине ĕçлеме кайнă. Зоя хĕрне мамаккăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсемпе пĕрле тата Зойăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Людмила пурăннă. Ăна амăшĕ ача ашшĕ ют хĕрарăмпа пурăннине пĕлсен мамаккăшĕ патне пырса хăварнă. Зойăпа Люся вара питĕ туслă пурăннă, пĕр-пĕринпе вĕсене кичем пулман. Халĕ те, Люся йăмăкĕ Грецире пурăнать пулсан та, вĕсем тачă çыхăну тытаççĕ.

Зоя Хурапырти шкулта пĕрремĕшпе тăваттăмĕш классене вĕреннĕ, унтан ялти ачасемпе Питĕркасси шкулне çỹренĕ. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн мамаккăшĕ ăна вăрмана йывăçсем лартнă çĕре ĕçлеме янă. Кунта вăрман культурин бригадинче çатан карта тытнă, тракторпа калчасем лартнă çĕрте тăрăшнă. Хĕллехи вăхăтра шăпăр çыхнă. Ача чухне Зойăна амăшĕ, каярахпа мамаккăшĕ, тул çутăлсанах тăратса сурăхсене хăвалама кăларнă. Тутлă ыйхă ытамĕнче ачашланса выртайман вăл. Ăна ачасемпе тан кинона та çỹреме ирĕк паман, çамрăксемпе ларма та тухса курман. Мамаккăшĕн сăмахĕнчен пĕри те иртеймен. Амăшне патакпа çаптарни те пулнă. Мамаккăшĕ колхозра ĕçленĕ, мăнукĕпе çĕрулми анине тытса ăна пăхса тăнă. Ытларах çамрăк хĕрĕн ĕçлеме тивнĕ.

Зойăна ирĕксĕрлесе Путене Валерине качча панă. Кунта та çамрăк çын телейлĕ пурнăç курайман. Пур ĕçе те хăйĕн тума тивнĕ - çĕрулмине те пĕчченех туса илнĕ, уттине çулса паракан пулман. Килти ĕçсене пурнăçласа пĕтерсен хырăмне çинĕ-и, çимен-и - колхоза васканă. Çапла Зоя Петровна хăйĕн пурнăçне колхоз ĕçĕсенче ирттернĕ. Кунта вăл утă çулса типĕтнĕ, улăм скирчĕсене тунă, тырă акнă, çĕрулми кăларнă. Колхозра тырăна вут пуççи пуласран наркăмăшлă химикатпа усă курнă. Зоя Петровна вара наркăмăшлă хутăша хатĕрленĕ çĕрте пĕр ик-виç çул ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те пăрăнса тăман, пĕр кун та сиктермен. Отпуск вăхăтĕнче те колхозра пулнă. Çамрăк хĕрарăма упăшки кĕвĕçни, алă çĕклеме именсе тăманни пушшех килĕнчен сивĕтнĕ. Апла пулин те Зоя Петровна Андрей ывăлĕпе Елена хĕрне кун çути парнеленĕ. Вĕсене те ачаллах ĕçе хăнăхтарса пынă.

Зоя Петровна иккĕмĕш класранах аллине йĕппе çип тытнă. Малтанласа чăваш кĕписене тĕрленĕ. Вăл вăхăтра тĕрĕсене хальхи пек тĕрлесе тултарман, йĕрленĕ кăна. Çамрăк хĕрача тĕрленĕ япаласене амăшĕсем сутни те, парнелени те пулнă. Ют çынсене пилĕк тенкĕпе тĕрлесе панă. Колхозра çапла тырри пĕтнĕ-и, тракторĕ çĕмрĕлнĕ-и, кану вăхăчĕ пулнă-и - пур пушă вăхăта та сая ямасăр тĕрлеме тăрăшнă. Елена хĕрне те тĕрлеме хăнăхтарнă. Халĕ вăл чăваш кĕписемпе саппунĕсене çĕлесе тĕрлет. Еленăна çĕвĕç профессине алла илни те пулăшать. Зоя Петровнăн аллисем "ылтăн". Вăл тем те тума пĕлет, пур ĕçре те маттур: çĕлет, тĕрлет, çăм арлать, карçинккасемпе шăпăр явать. Пĕр-пĕр ĕçе çын тунине курсанах ăша хывма пултараканскер тем те тăвать. Картиш тулли выльăх- чĕрлĕх усрать. 70 çултан иртнĕ пулин те, ĕне тытать. Пахчинче те тем тĕрлĕ улма-çырла ỹсет унăн.

Зоя Петровна 2004 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Апла пулин те тепĕр çичĕ çул хушши колхозра ĕçленĕ. Çапла вăл кирек ăçта ĕçлесен те пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа, тĕплĕ туса пынă. Плана яланах пурнăçланă, социализмла ĕç ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Унăн сăнỹкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче те çакăнса тăнă, ăна "Октябрь" совхозăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Пĕрре мар "Районти агропромышленность комплексĕн чи лайăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята, 2000 çулта районти "Чи лайăх полевод" ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна "Ударник одиннадцатой пятилетки" (1982), "Ударник коммунистического труда" (1985, 1987) хисеп паллисемпе чысланă. Район тата ял Канашĕн халăх депутачĕ те пулнă.

"Ĕмĕр ирттересси - уй урлă каçасси мар", - теççĕ халăхра. Çут тĕнчене кашни çын хăйне панă ĕмĕр тăршшĕне пурăнса ирттерме килет. Зоя Петровна Перепелкина хăйĕн кун-çулĕ çине ỹпкелешмест. "Кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ", - тет вăл.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1