Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Зоя Сергеевна Спиридонова - пултаруллă поэт-юрăç

Категория: Общество Опубликовано: 03.06.2022, 10:11 Просмотров: 983

spiridonovaZПĕр çулхине манăн асаннене Ваçкаçырми ялĕнчи тăвансем ял уявне хăнана чĕннĕ. Ял çыннисем уява ял варрине, илемлĕ вырăна пуçтарăннă. Ялта пурăнакансем, хăнасем пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн савăннă. Çамрăксем юрăсем юрланă, ташăсем ташланă, вăйăсем вылянă, ял историне те аса илнĕ. Çак уявра хăнасем хушшинче Зоя Спиридонова та пулнă. Асанне питĕ хĕпĕртенĕ, мĕншĕн тесен Зоя Сергеевна асаннен чи юратнă юрăç пулнă. Çак уявра манăн юратнă асанне хăй килĕштернĕ юрăçа çывăхран курнă, унăн юррисене юратса итленĕ. Асанне хăй те юрлама юратать. Уйрăмах вăл Зоя Сергеевна юррисене кăмăллать, килĕштерет. "Унăн юррисен кĕвви çепĕç те илемлĕ, сăмахĕсем чуна çывăх. Вăл - чăваш чунĕллĕ, анне туйăмĕллĕ çын. Унăн ăсĕ-тăнĕпе чунĕ-чĕри витĕр сăрхăнса, шăранса, йĕркеленсе, шăрçаланса, çунат сарса тухакан йĕркесем çынсен ăс-тăнне вырнаçса, вĕсене тарăн шухăша яраççĕ; çынсен чун-чĕрине хускатса пĕрре савăнтараççĕ, тепре пăлхантараççĕ", - пĕлтерчĕ асанне.

Зоя Спиридонова-Хатти ятне, уйрăмах ун юррисене, пĕлмен çын пирĕн республикăра кăна мар, аякри чăвашсем хушшинче те çук пулĕ. Унăн юррисем радиопа та, телекуравпа та кулленех янăраççĕ.

Зоя Сергеевна Спиридонова 1956 çулхи октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Хĕрача ачаранах ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтен, ял-йыш хушшинче янăракан тăван тăрăхри илемлĕ юрăсене итлесе, юрласа киленнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Юлташĕсемпе пĕрле студентсен пултарулăх ушкăнне юрлама çỹренĕ. 1975 çулта хăйĕн пĕрремĕш юррине, "Тунсăх юрри", юлташĕсемпе пĕрле кĕвĕленĕ, сăвă авторĕсем - О.Андреевапа Л.Шестакова, кĕвви - Зоя Спиридонован.

Пурнăç Зоя Сергеевнăна тĕрлĕ вырăна çитернĕ. Вăл 1984 çулта Саратоври Н.Г.Чернышевский ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. 28 çул хушши Раççейĕн тĕрлĕ вырăнĕсенче педагогра ĕçленĕ, çав хушăрах сăвăсемпе юрăсене вырăсла тата чăвашла шăрçаланă.

Шăпа Зоя Сергеевнăна каялла çуралнă çĕре çитерет. Чăваш Енре вара унăн çĕнĕрен те çĕнĕ сăвă-юрăсем çуралаççĕ.

Вăл 1998 çулта тăватă аудиокассета, икĕ компакт-диск кăларать. Тата çакна та палăртса хăвармалла - Зоя Спиридонова 1999, 2000, 2001, 2002 çулсенче иртнĕ "Вирьял шевлисем" эстрада фестивалĕнче "Чи лайăх поэт-юрăçă" ята тивĕçнĕ, "Кайри - мала" хит-парадра хăй юрлакан юрăсемпе тăватă хутчен çĕнтернĕ.

2007 çулта Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă "Юрă пултăр парне" кĕнекене унăн тăватă юрри кĕнĕ. Çак çулах Зоя Спиридонован пĕрремĕш кĕнеки "Эпĕ телейлĕ" ятпа пичетленсе тухнă (30 юрă кĕнĕ, 27 юрри - хăй çырнă сăвăсем). Кĕнекене кĕнĕ юрăсем чăвашлăхра анлă сарăлнă, вĕсенче тăван халăхăмăрăн юрри-кĕввисен янравĕсем паянхи ритмсемпе кĕвĕленсе илемлĕн чун-чĕрене пырса тивеççĕ. Авторăн хайлавĕсенче тăванлăх туйăмĕ, пурнăç таппи, çын телейĕ, çутă пуласлăх пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ, вăл кашни çын кăмăлне, шăпине уçса пама тăрăшни курăнать ("Вăрман юрри", "Чăваш ачи", "Аслă аппа").

2010 çулта Зоя Спиридонова-Хатти сăвăçа Пĕтĕм чăвашсен Эмине ячĕллĕ наци премийĕпе чыслаççĕ.

2011 çулта "Çăлтăр çутине шанса" ятлă 98 сăвă-юрăллă çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухать. Ку кĕнекере - Зоя Сергеевнăн кун-çулĕн таппи. Автор пурнăç пулăмĕсене чунĕпе тарăн та витерỹллĕн кăтартса вулакана та, юрлакана та ĕнентерет. Унăн хайлавĕсем итлекене çемьере туслă пулма, хисеп тума, юратма, пурнăçра телей тупма пулăшаççĕ.

Юрăçсем Зоя Спиридонован юррисене килĕштерсе хăйсен репертуарне кĕртеççĕ.

Зоя Сергеевнăн тепĕр енлĕ пултарулăхĕ вăл - тăван республикăшăн, хăй çуралса ỹснĕ вырăнсемшĕн, тăван халăхшăн ырми-канми, вăй-халне хĕрхенмесĕр ĕçлени. Çакă вăл районти Толстов-Атнарский ячĕпе хисепленекен "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕн, районти культура пайĕн ертỹçисенче ĕçленĕ вăхăтра палăрнă. Вăл район культурине пур енчен те çỹллĕ шайра тытса тăрас тĕллевпе чун-чĕрине парса ĕçленĕ.

2011 çулта республикăшăн тата çĕршывшăн пысăк ĕçсем тунăшăн Зоя Сергеевна Спиридонована Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

2013 çулта Зоя Спиридонова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулать. Тăван халăхшăн çакăн пек пысăк ĕçсем тунă вăхăтрах талантлă, пултаруллă ĕçченĕн - З.С.Спиридонова-Хаттин - чунĕ юрă-кĕвĕпе, сăвăпа, сăмахлăхпа тулса çĕнĕрен хитре, сăнарлă, чун-чĕререн ăшăтса хавхалантаракан хайлавсем çуралаççĕ.

2021 çулта Зоя Спиридонова-Хатти çĕнĕ кĕнеке кăларнă. Ячĕ унăн - "Ан сỹнтĕр шанчăкăм". Кĕнекене авторăн çĕнĕрен çырнă сăввисем, калавĕсем, юррисем кĕнĕ. Вĕсем чăвашла тата вырăсла çырнисем, анчах та ытарма çук илĕртỹллĕ, вăйлă туйăмлă, ырă кăмăллă, вулаканăн илемлĕх туйăмне çĕклентерекеннисем.

Зоя Спиридонова-Хатти - Чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин писательсен пĕрлĕхĕн членĕ, Раççейри поэтсемпе композиторсен обществин членĕ, Петĕр Ялкир ячĕллĕ преми лауреачĕ, Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Эпĕ хамăн ентешĕмĕрпе мухтанатăп, ăна çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

Анна ТУМАНДЕЙКИНА, Мăн Этмен шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ,

ертсе пыраканĕ - Юлия Васильевна ВАДЕЙКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5