Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пуçару бюджечĕпе яла хăтлăх кỹреççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2022, 09:17 Просмотров: 956

piterkasklubЯл-саласенче çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пуçаруллă бюджет çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕ çак ĕçре хастарлăх кăтартать. Нумаях пулмасть кăна пуçару бюджечĕн программи шайĕнче Питĕркассинчи Культура çурчĕ тавра тимĕр карта тытас ĕçе вĕçлерĕç. Пĕтĕмĕшле 450 пин тенкĕпе (республика бюджетĕнчен - 376 пин, ял тăрăхĕнчен - 70030, çынсенчен - 23970) усă курса 96 метр тăршшĕ картана кĕске вăхăтра вырнаçтарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Михуткин палăртнă тăрăх, проекта пурнăçа кĕртме ял çыннисенчен укçа пухман. Маларах палăртнă суммăна В.Фондеркинпа В.Горбушкин хывнă.

Кăçал Питĕркасси ял тăрăхĕнче асăннă программа шайĕнче Вишенер ялĕнчи пĕве патĕнче пирс вырнаçтарасшăн тата ун патне каякан çула юсасшăн. Хĕрлĕ Чутай салинчи Красноармейскипе Юбилей урамĕсем енчен Питĕркасси шкулĕ патне пыракан çула юсама планланă. Питĕркасси ялĕнчи Хурамакасси урамĕнче те çынсем кĕçех вак чул сарнă çулпа çỹрĕç. Хурапыр ялĕнчи пĕве патне пыракан çула юсама палăртнă.

Çавăн пекех кăçал пурнăçламалли ĕçсен йышне икĕ хушма проект тăратнă. Вĕсем Кỹпеш тата Питĕркасси ялĕсенчи шыв тытăмĕ валли башня вырнаçтарассипе тата Питĕркасси ялĕнче тасатнă пĕве тавра вырăна хăтлăлатассипе çыхăннă. Ку проектсем те кăçалах пурнăçланасса шансах тăратпăр.

Юлашки çулсенче эпир пурăнакан вырăнсене самай тирпей-илем, хăтлăх кĕртрĕç. Апла малалла та пуçару бюджечĕпе вырăнсенче тата ытларах проекта пурнăçа кĕртес тесе тăрăшмалла.

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1