Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кишлĕ ялĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2022, 09:18 Просмотров: 27125

Пирĕн районта 70 ял шутланса тăрать. Вĕсенчен хăшĕ пысăк, хăшĕ пĕчĕк. Хĕрлĕ Чутай салинчен хăшĕ-пĕри пит аякра вырнаçнă. Эпир ял ятне илтнĕ пулсан та, вăл ăçта вырнаçнине пĕлмесен те пултаратпăр. Апла пулин те ку ялсенче çынсем пурăнаççĕ, кунта та пурнăç вĕресе тăрать.

kichlaПаянхи манăн сăмахăм Кишлĕ ялĕ пирки пулĕ. Пĕлтĕр ку ял пулса кайнăранпа 100 çул çитнĕ. Ял историне тĕпчекенсем 1921 çултан пуçласа ял аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки калама пулать теççĕ. Ватăсем каланă тăрăх, паянхи ял вырăнĕнче чи малтан çаран пулнă. Ку çаран çине вырăс тăрăхĕнчи Ефрем улпутăн выльăхне çу каçма илсе çỹренĕ. Шурлăхлă вырăн урлă выльăхсене каçма кĕпер хывнă пулнă. Ку кĕпере паянхи кун та "Мăкăр каççи" теççĕ. Кунти вырăнсем илемлĕ, çĕрĕ тухăçлă пулнă. Инçех мар Ульян шывĕ юхса выртнă. Ефрем улпут хресченĕсем уяв кунĕсенче Сăр юханшывĕ урлă каçса çаран çинче хаваслă вăйăсем выляса, юрласа та ташласа вăхăта савăнăçлă ирттернĕ. Вăл вăхăтра юханшывсемпе, вăрмансемпе, уй-хирсемпе пуян вырăнсене нумайăшĕ куç хывнă. Тата ку çарантан инçех мар 4 çухрăмра кăна "Кумашка" станципе чугун çул вырнаçнă пулнă. Шывпа вăрман юнашар пулни сунарпа пулă тытассине аталантарма май панă. Çав вăхăтрах вăрманта йывăç хатĕрлесси кил картиш валли вутă тума май панă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Урикасси ялĕнче пурăнакансем ку тăрăхра сурăх усранă. Герасим Матвеевич Петров ача чухнехи вăхăтсене аса илнĕ май, асăннă çаран çинче сурăх кĕтĕвне пăхнине, кунта кĕтỹçсем валли йывăç пỹрт пулнине асăнать. 1921 çулта Урикасси ялĕнчен Кишлĕ çаранĕ çине пĕрремĕш çичĕ çын - Матвей Петров,Федор Петров, Федор Меркулов, Иван Маков, Михаил Яковлев тата Романов - çемйисемпе куçса килнĕ. Вĕсем чи лайăх вырăнсене суйласа илнĕ. Çемьесем хăйсен хуçалăхне аталантарнă май çуртсем тума пуçланă. Хăйсен ялне те çаран ячĕпе Кишлĕ ят панă. 1921-1927-мĕш çулсенче пĕрремĕш куçса килнĕ çемьесем хутор тытăмĕпе пурăннă. Ялăн юридици статусĕ пулман. 1927 çулта кăна, ялта ялхуçалăх артельне туса хурсан, Кишлĕ ялĕ пирки официаллă документсене асăрхама пулать. Пурăна киле ял çыннисем коммуна туса хума шут тытнă. Паллах, ку шухăша пурнăçа кĕртме чи малтан специалистсемпе ĕçченсем ытларах кирлĕ пулнă. Çавна май ял çыннисем суйласа ытти çемьесене хăйсен ялне кĕртме пуçланă. Уйпуç ялĕнчи Борис Туйманкин ăста тимĕрçĕ пулнă, Хирлỹкасси ялĕнчи Çеменпе Элекçи Пигильдинсем - пилорамщиксем, Этмен ялĕнчи Иван Челейкин - çĕвĕç тата ыттисем те. Куçса килнĕ кашни çыннăн коммунăна выльăх-чĕрлĕх кĕртмелле пулнă, е урапа, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсене те йышăннă. Анчах та ялта коммуна туса çитереймен. 1927 çулта "Труженик" ялхуçалăх артельне туса хунă, каярахпа, 1929 çулта, "Труженик" колхоз ĕçлеме пуçланă. Колхоз ĕçне аталантарас тĕллевпе çынсем ырми-канми ĕçленĕ. Ку вăхăтра колхозăн хăйĕн утар, ток, пилорама, тимĕрçĕ лаççи тата ытти те пулнă. Социаллă пурнăç та аталанса пынă. Шкул, лавкка, ял клубĕ çынсен пурнăçне лайăхлатма, вĕсен канăвне йĕркелеме май панă. Вăрçă пуçлансан ялти 25 арçын вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен нумайăшĕ каялла таврăнайман. Ялта юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем пур ĕçе те пĕр тан пурнăçланă. Вăрçă хыççăн Кишлĕ ялне çынсем татах куçса килнĕ. Ял 43 килтен тăракан пулнă. Ял çыннисем вăрман çывăхра пулнипе усă курса вутă тата кăмрăк хатĕрленĕ, пура тума та вĕреннĕ, хăйсен кỹршисемпе, тутарсемпе, вырăссемпе тата мордвасемпе çыхăну тытнă. Ют халăхпа тĕл пулнă май Кишлĕ çыннисем вырăсла ăнланма пуçланă.

1950-1960-мĕш çулсенче тĕнчипе çерем çĕрсене çаврăнăша кĕртме пуçлаççĕ. Çавна май çынсем Çĕпĕре куçма тытăннă. 1959 çулта Кишлĕ ялĕнчен 21 çемье Красноярск тăрăхне куçса кайнă. 3-4 çемье Свердовск облаçне çул тытнă. Çакăнтан вара Кишлĕ ялĕнче пурăнакансемшĕн йывăр вăхăт çитнĕ. "Труженик" колхоз арканнă, çĕрĕсене "Коминтерн" колхоз хăй çине илнĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç та улшăннă. Ял çыннисем "Коминтерн" колхозра ĕçлеме пуçланă, вĕсене маларах туртса илнĕ çĕрĕсене тавăрса панă. Яла электричество кĕртнĕ, унтан çулне те юсанă. 1980-мĕш çулсенче ялтан темиçе çемье урăх çĕре куçса кайнă. Апла пулин те паянхи куна ку ялта пурăнакансем пур-ха. Çуллахи вăхăтра çынсем ытларах пухăнаççĕ. Ял праçникне паллă тунă чух вара çынсем иртнине аса илеççĕ. 

М.МАМУТКИНА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1