Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăван çĕршыв патриочĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2022, 09:19 Просмотров: 709

arbuzovХĕрлĕ Чутай çĕрĕ пултаруллă ывăлсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Иван Васильевич Арбузов.

Иван Васильевич районти Кишлĕ ялĕнче 1965 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Атнарти вăтам шкула пĕтернĕ. 1985 çулта Украинăри Васильевскри çарпа авиаци техникин училищинчен вĕренсе тухнă. 1985 çултан пуçласа 1989 çулччен Байкал тăрăхĕнчи Борзя хулинче гварди авиаци полкĕн истребитель-бомбардировщиксен самолечĕн техникĕнче службăра тăнă. 1994 çултанпа вăл Н.Е.Жуковский ячĕллĕ авиаци институчĕн "Конструкци тата вĕçев аппарачĕсен çапăçу тухăçлăхĕ" кафедрин адъюнктĕнче, 1997 çултанпа - аслă ăслăлăх сотрудникĕнче, 1998 çултанпа - ăслăлăхпа тĕпчев подразделени уйрăмĕн ертỹçинче, 2001 çултанпа вара ăслăлăхпа тĕпчев подразделенийĕн начальникĕнче тăрăшнă. Иван Арбузов 60 ытла наука ĕçĕ çырнă, çав шутра - итлекенсемпе курсантсем валли учебниксем, наукăпа тĕпчев ĕçĕсем тата наукăпа методика статйисем çинчен калакан пĕтĕмлетỹсем.

Вăл Жуковски хулинчи МАКС-99 пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос салонне хутшăннă. Унта унăн "Автоматизированные системы научных исследований и проектирования летательных аппаратов" проектне пысăк хак панă, парнепе хавхалантарнă. Иван Арбузов тĕрлĕ медале тивĕçнĕ.

Иван Васильевич тăван ялĕнчен аякра пурăнать пулин те, унта тăтăшах килсе çỹрет. Кишлĕ ялĕнче тăван кил ăшшине унăн пĕртăван пиччĕшĕ Николай тытса пурăнать. Аппăшĕ Людмила Чулхула облаçĕнче тĕпленнĕ. Иван Арбузов Тăван çĕршыв историйĕпе кăсăкланать. Иртнĕ çул Кишлĕ ялне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине палăртса вăл "Деревня Кишля. 1921-2021" тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ.

Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре те Иван Арбузов хастарлăх кăтартать. Кăçал вăл майăн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсем присяга тытнă çĕре те хутшăнчĕ. Унта вăл çамрăксене саламланă май ăнăçлă вĕренме, Тăван çĕршыв патриочĕ, ăна хỹтĕлеме тивĕçлĕ çынсем пулма, асаттесен паттăрлăхне асра тытма сунчĕ. Иван Васильевич "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисене хутшăнакан çамрăк армеецсемпе те пĕрре мар тĕл пулчĕ.

Е.ЧУБАЙКИНА, районти таврапĕлỹçĕсен Канашĕн секретарĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5