ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çемье вăл - юрату, пĕр-пĕрне ăнланни тата хисеплени çинче никĕсленнĕ çăлкуç. Çемьери вучах ăшши кăна хỹтлĕх тата шанчăклă тыл туйăмĕсене пама пултарать. Телейлĕ, çирĕп те туслă çемье - Тăван çĕршыв çитĕнĕвĕсемпе аталанăвĕн никĕсĕ. Тарăн туйăмсем çеç пире пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, ыранхи куна шанăç параççĕ, пурнăçра çитĕнỹсем тума хистеççĕ.
Районти тĕслĕхлĕ çемьесенчен пĕри - Зойăпа Николай Горшковсен çемйи. Вĕсен çемьери хутшăнусем ачипе мăнукĕшĕн çеç мар, тăванĕсемпе ялти пур çыншăн та тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çапла, мăшăрсем алăран алла тытăнса 42 çула яхăн ĕнтĕ пурнăç çулĕпе утаççĕ. Çемье историйĕ 1981 çулта пуçланнă. Шăпах çак кун Зойăпа Николай туслă та çирĕп çемье çавăрнă. Пурнăç хăйĕн черечĕпе пынă: темиçе çултан хĕрĕ Светлана çуралнă, кăшт каярах - Петĕр ывăлĕ. Вăтам шкул хыççăн хĕрĕ Çĕмĕрлери училищĕне вĕренме çул тытнă, бухгалтер пулса тăнă. Каярахпа вăл куçăмсăр майпа Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче, унтан Мускаври технологипе управленин патшалăх университетĕнче професси пĕлĕвне тарăнлатнă. Хальхи вăхăтра район администрацийĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕнче вăй хурать, ачаллă çемьесене тĕрлĕ социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе тимлет. Вăл Енкĕлт каччипе çемье çавăрса ашшĕ-амăшне мăнук парнеленĕ. Светлана тăван киле тăтăшах килсе çỹрет, ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшать. Шел пулин те, Горшковсен ывăлĕн пурнăçĕ çамрăклах татăлнă, ашшĕ-амăшĕн чĕринче нихăçан тỹрленми йĕр хăварнă. "Пурнăç пурăнса ирттересси - уй урлă каçасси мар", - тетчĕç ĕлĕк. Горшковсен çемье пурнăçĕнче йывăрлăхĕ сахал мар пулнă, анчах та вĕсене пĕрле çĕнтерме пултарнă.
Николай Петрович 1959 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Карăкçырми ялĕнче çуралнă. Çемьере вĕсем тăваттăн ỹснĕ - икĕ пиччĕшĕ, Людмила аппăшĕ тата вăл. Николай сакăр уйăхра пулнă чухне вĕсен ашшĕ вилнĕ, тăрантаракансăр тăрса юлнă çемьене йывăр тивнĕ. Амăшĕ ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Николай шкултан вĕренсе тухнă хыççăн машинпа çỹреме вĕреннĕ. Хыççăнах ăна çара илсе кайнă. Икĕ çул службăра пулнă хыççăн вăл 1980 çулта киле таврăннă. Çав çулах вăл вырăнти хуçалăха сĕт турттаракан машина çине шофера вырнаçнă. Çавăнтанпа вăл хăйĕн пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă. Пĕр вăхăт сĕт турттарнă хыççăн ăна ферма заведующине лартнă. Николай Петрович 40 çул ытла пĕр хуçалăхрах ĕçленĕ.
"Пирĕн пурнăçра пурте пулнă - савăнăçĕ те, хурлăхĕ те, анчах пур йывăрлăха та çĕнтерсе пырса малалла пурăнатпăр", - хăйĕн сăмахне пуçларĕ Зоя Федоровна. Хăй вăл 1960 çулта Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çемьере виçĕ ача ỹснĕ. Шкултан тухсан Зоя Улатăрти техникума çул тытнă, вĕренме кĕнĕ, анчах та каялла яла таврăннă та сысна фермине ĕçлеме кĕнĕ. Тепĕр çулне юлташĕпе Рязаньти училищĕне çул тытнă, унта вĕренме кĕнĕ. Çамрăк хĕре чунĕ тăван кил çывăхнелле туртнă, çавăнпа вĕсем юлташĕпе Вăрнарти техникума вĕренме куçнă. Зоя ăна куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерсе зоотехник специальноçне алла илнĕ. Çамрăк специалист районта сепаратор пунктне ĕçе вырнаçнă. Сĕт йышăнасси тата унăн пахалăхне тĕрĕслесси унăн тивĕçĕ пулнă. Каярахпа 1983 çулта Зоя Федоровна вырăнти колхоза лаборанта ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вăл 2021 çулччен лаборантра, сĕт йышăнаканра тата ăна ăсатаканра тăрăшнă. 38 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
Николай Петрович Зойăна шăпах сĕт турттаракан машинăпа ĕçленĕ вăхăтра асăрханă. Çамрăк хĕр сĕт йышăнакан пулнă. Пĕррехинче каччă хĕре çула май килне çитерме килĕшнĕ. Анчах та Этменте те, Шуккакасси ялĕ патне çитсен те хĕре машина çинчен антарман. Çапла Николай хĕре киле илсе кĕртсе кĕрекене лартнă. Кĕçех вĕсем пĕр-пĕрне курса çемье çавăрнăранпа 42 çул çитет. Çак çулсем хушшинче мăшăр хăйсен юратăвĕ кунран-кун çирĕпленсе пынине калать.
Халĕ Зоя Федоровнăпа Николай Петрович тивĕçлĕ канура, килти ĕçсемпе аппаланаççĕ. Ĕнипе сурăхне усраççĕ, картиш тулли чăх-чĕп чупать. Николай Петрович ачаранах купăс калама вĕреннĕ. Халĕ те тăванĕсем, тус-юлташĕсем кĕрекене пухăнсан ăна алла тытать те пурне те савăнтарать. Çав вăхăтрах вăл Тралькассинчи Культура çурчĕн пултарулăх ушкăнне çỹрет. Кунта вăл спектакльсенче те вылять.
Зоя Федоровнăпа Николай Петрович пурнăçĕнче тем те пулнă. Анчах та çемьере ăнлану, чăтăмлăх, килĕшỹ хуçаланни вĕсене чылай çул хушши пĕрле пурăнма пулăшса пынă. Мăшăра çутă та вăрăм кун-çул, телей, юрату, кулленхи пурнăçра ăнăçу сунатпăр. Çывăх çынсемпе пĕрле нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |