ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ача-пăчана мĕн ачаранах ĕçе хăнăхтарма тăрăшатпăр. Ĕлĕкхи вăхăтра вунă-вуникĕ çултах ака-суха ĕçне явăçнă, тырă вырнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. "Çын ĕçре пиçет," - тесе калаççĕ ваттисем. Çапла ĕçрен пăрăнман ачасем кайран та çĕр çинче юратса тăрăшнă. Çакă пире асаттесемпе асаннесенчен тĕслĕх илсе ĕçчен пулса ỹсме хистет. Пирĕн тăрăхра ĕçчен те пултаруллă çынсем нумай. Кив Атикассинче пурăнакан Тиверкинсен çемйинех илер-ха.
Валентинăпа Николай Тиверкинсем хăйсен пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă. Иккĕшĕ те пĕр çулта Чăваш патшалăх ялхуçалăх институчĕн алăк хăлăпне уçнă. Çакăнта вĕсем хăйсен телейне тупнă та ĕнтĕ. Валентинăпа Николай Тиверкинсем çур ĕмĕр ытла юратупа, килĕшỹпе, ăнланупа пĕр сукмакпа утаççĕ. Вĕсем 1970 çулта çемье çавăрса Кив Атикассинче тĕпленнĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсем пилĕк ачана, тăватă ывăлпа пĕр хĕре, пурнăç парнелесе ура çине çирĕп тăма пулăшнă. Ачисене ашшĕ-амăшĕ пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса пынă, çĕре юратма, унта ĕçлеме вĕрентнĕ. Тиверкинсен ачисем аслă пĕлỹ илнĕ. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ тата мăнукĕ хăйсем вĕреннĕ çĕрте - Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче - аслă пĕлỹ илни пирки мăнаçлăн каласа параççĕ вĕсем. Ачисем çемйисемпе хулара тĕпленнĕ пулин те яла тăтăшах килсе çỹреççĕ, ашшĕ-амăшне хуçалăхра, кил-çуртра пулăшаççĕ. Ачисем канмалли кунсенче яла килсен хăйсен пушă вăхăтне пахчара ирттерме тăрăшаççĕ. Хĕрĕ куçа илĕртекен чечексене ỹстерме кăмăллать. Ывăлĕсем те çĕр ĕçĕнчен пăрăнмаççĕ, ашшĕпе пĕрле кашни çул çĕрулмин тĕрлĕ тĕсне ỹстереççĕ, вĕсен тухăçне сăнаççĕ. Пахчара сортлă хăмла çырлине те кăсăклансах çитĕнтереççĕ. Тиверкинсен ялта тĕпленнĕ ывăлĕ те пур. Вĕсен кил-йышĕнче выльăх-чĕрлĕх карта тулли.
Николай Евгеньевич 1942 çулта Кив Атикасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ вăрçăра пулнă, пĕрремĕш кунĕсенче аманнăскер килĕнче сывлăхне çирĕплетнĕ, унтан фронта каялла кайнă. Каярахпа киле таврăннă хыççăн ашшĕ колхозра ĕçленĕ, ачисене те анасем тытса панă, тырă выртарнă. Вăрçă çулĕсенче çуралнă Николай та ачаранах ĕçе хăнăхса пынă, аслисемпе пĕрле çурлапа тырă вырнă, звеньевойра анасем виçсе панă. Хĕллехи вăхăта та ахаль ирттермен - кĕлсем пухнă, юр тытма кайнă, удобрени сапнă çĕре хутшăннă. Николай ашшĕпе пĕрле вăрманта шанкă пухнă. Çав вăхăтрах вĕренме те тивнĕ ачасен. Николай Кив Атикассинчи пуçламăш шкулта, Çĕн Атикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта, унтан Штанашри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Килте çулла ачасем хур пăхнă, шăрăх кунсенче кăнтăрла киле кĕртнĕ вĕсене, хурхух çумласа панă. Ашшĕ-амăшĕн пурĕ тăхăр ача пулнă, анчах та тĕрлĕ чирсене пула ачасем пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Йывăрлăхсене пăхмасăрах пилĕк пĕртăван ура çине çирĕп тăнă. Паянхи куна Николайăн Приморскинче пурăнакан йăмăкĕ кăна сывă.
Николай Евгеньевич 1961 çулта "Марксист" колхозра ĕçлеме тытăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Николай механизатор енĕпе вĕренме кĕресшĕн пулнă, анчах та тỹр килмен. Çитес çулне Волгоград облаçне ĕнепе сурăх кĕтĕвне пăхма кайнă. Çак çулах унăн çара каймалли ят тухнă. Маларах Уральск хулинче полк шкулĕнче вĕреннĕ, унтан Ленинградра çар тивĕçне пурнăçланă, связист пулнă. Çак вăхăтра унăн икĕ-виçĕ уйăх хушши Мурманск хулинче офицерсен пухăвĕнче хăйĕн пĕлĕвне ỹстерме тỹр килнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне çул тытнă, кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса агроном факультетĕнче вĕренме тытăннă.
Пĕрремĕш курсра хăйĕн пулас мăшăрĕпе Валентина Клементьевнăпа паллашнă. Красноармейски районĕнчи хĕр те çак вĕренỹ çуртĕнче зоотехника факультетĕнче вĕренме пуçланă пулнă. Вĕренỹ çулĕсем вăхăтĕнче вĕсем туслă пурăннă - пĕр-пĕрне курмасăр пĕр кун та иртмен вĕсен. Ялхуçалăх институчĕн пĕр общежитийĕнче пурăннă май - хĕр пĕрремĕш хутра, каччă вара тăваттăмĕшĕнче - пушă вăхăта та пĕрлех ирттернĕ, уçăлма çỹренĕ, спектакль, кино курнă. Каникул вăхăтĕнче кашни хăйĕн тăван ялне таврăннă. Çав вăхăтра та Николай хĕрĕ патне кунне икшер çыру çырнă. Вĕренỹ çулĕсем вĕçленнĕ май çамрăксен ĕç вырăнĕсене направленипе каймалли паллă пулнă - Николайăн чăвашра юлмалла, Валентинăн вара кỹршĕри Мари Эл Республикине каймалла. Пĕр-пĕринчен уйрăлас килмен вĕсен, çавăнпа та вĕренсе пĕтерессе кĕтмесĕрех çемье çавăрнă. Кун хыççăн та вĕсем общежитире уйрăм пурăннă, пушă вăхăта пĕрле ирттерме тăрăшнă, алла диплом илсен района пĕрле килнĕ. Çамрăк специалистсем "Маяк" колхозра ĕçлеме пуçланă, Николай - агрономра, Валентина - зоотехникра. Сакăр çул хушшинче Николай колхозра малтанласа агрономра, унтан председательте тăрăшнă. Кун хыççăн вăл "Марксист" колхоза куçнă, мăшăрĕ çак колхоза маларах куçса унта ĕçлеме пуçланă. Николай Евгеньевич малтанласа агроном-семеноводра, унтан тĕп агрономра ĕçленĕ. 1986 çулта ăна "Марксист" колхозра профсоюз комитечĕн председательне суйланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вара тăван колхозра ĕçлесе ăна аталантарса пынă. Колхозра газ енĕпе инженер пулма ятарлă пĕлỹ илнĕ, çавна май ял çыннисене те газ кĕртме пулăшнă. Вĕреннине кура çынсене проектсем те туса панă вăл. Çав вăхăтрах районăн, ялăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннă - пĕрре мар район тата ял Канашĕн депутачĕ пулнă. Ял старости пулса çынсемшĕн сахал мар ырă ĕç тунă. Хăйĕн пурнăçне ялхуçалăхпа çыхăнтарнă Николай Евгеньевич чылай хисеп паллисемпе хучĕсене - "Ĕç ветеранĕ", "Ударник одиннадцатой пятилетки", "Ударник коммунистического труда", "Молодой гвардеец пятилетки" тата ыттисене те - тивĕçнĕ.
Николай спортпа та туслă - шкул вăхăтĕнче чупассипе, сикессипе тата волейбол выляссипе хастар пулнă. Çамрăк шахматла выляса аван кăтартусемпе палăрнă. Колхозра ĕçленĕ вăхăтра та хуçалăхсем хушшинчи ăмăртусене хутшăннă, йĕлтĕрпе, кроссенче те чупма кăмăлланă. Ватă сывлăхне пула тата çулĕсене кура - Николай Евгеньевич кăçал 80 çул тултарнă - спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмасть. Апла пулин те районта иртекен ăмăртусене курма çỹрет. Николай Евгеньевич пĕр вырăнта ларма юратмасть - пушă вăхăта пахчара ирттерет, çуллахи вăхăтсенче çырлана, кăмпана çỹреме кăмăллать.
Нумаях пулмасть Валентина Клементьевна 75 çул тултарнине паллă тунă. Унăн та пурнăçĕ çăмăл пулман. Амăшĕпе кăна çитĕннĕ хĕре ачаллах ĕçе хăнăхтарнă - амăшĕ хăйне валли виçĕ чалăш тырă илнĕ пулсан, хĕрне те виçĕ чалăш илсе панă. Колхозра çĕрулми пуçтарнă, силос тунă çĕрте, йĕтем çинче ĕçленĕ. Вĕсен ялĕ Трак станцийĕ пулнă, кунта пуйăссем чарăннă, çавна май ачасем станцине укçа тума çỹренĕ - брикет, кăмрăк пушатнă, вутă купаланă. "Чебоксары-Москва" пуйăс çине çĕрулми, çăмарта, чăкăт сутма тухнă. Амăшĕ хăй хута пĕлмен хĕрарăм пулнă, хĕрне пĕлỹ илме хистесе тăнă. Валентина тухтăр профессине алла илес шутлă пулнă, анчах та иккĕленнипе тата çын сăмахне итленипе Шупашкарти медицина училищине хутсене паман. Çав кунах вăл документсене ялхуçалăх институтне зоотехника факультетне кĕртсе панă. Килĕнче вара амăшĕпе пĕрле почта урлă йыхрав хутне кĕтнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн кăшт вăхăт иртсен вĕренме кĕнине пĕлтерекен хута та алла илнĕ. Çапла вара Валентина студент пулса тăнă. Вĕренỹ çулĕсем пуçлансан вĕсене учхоза çĕрулми пуçтарма илсе кайнă. Çакăнта Николай ăна асăрханă та.
"Манăн телее, лайăх çын тĕл пулнăшăн, мухтав Турра" - калаçу вăхăтĕнче пĕрре мар Валентинăран çак сăмахсене илтме тиврĕ. Николай мăшăрне сивĕ сăмах каласа кỹрентермен, алă çĕклемен. Вĕсем юратура килĕштерсе пурнăç йĕркеленĕ. Ют район каччипе çемье çавăрнăшăн паянхи кунччен Валентина Клементьевна пĕрре те ỹпкелешмен. Малтанласа хĕрлĕчутайсен калаçăвĕ ăна хăратнă - колхозра та çынсем тỹрккес, хыттăн калаçнă, хăйсем те харсăр пулнă. Чутайсем кăмакана ирхи хутнине те, яшкипе шарккуне чугун савăтра пĕçернине те хăнăхма тивнĕ унăн. Валентинăн тăван ялĕнче вара кăмакине каçхине хутнă, апатне вучахра хуран çакса пĕçернĕ пулнă. Халĕ хăй те чутайсенчен кая мар, малтан та именсе тăман хĕр колхозра та хастар пулнă. 20 çул колхозра ĕçленĕ хыççăн Валентина Клементьевна почтăна вырнаçнă. Валентина Клементьевна пур енĕпе те пултаруллă темелле. Ача чухнех юрлама кăмăлланă вăл, ку туртăм аслă классенче те аталанса пынă. Ялхуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне те халăх хорне, "Марксист" колхозăн пултарулăх ушкăнне те çỹренĕ. Тиверкинсен кил-çуртĕнчи пỹлĕмĕсенче Валентина тĕрленĕ ĕçсем куçа илĕртеççĕ.
Чылай çул пĕрле пурăннă мăшăр хальхи çамрăксене юратупа кăна пĕрлешме сĕнет. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, хисеплесе пурăннине нимĕн те çитмест.
М.Мамуткина.
Ноябрь 2024 |