ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Манăн сăмахăм Геннадий Иванович Макаров-Акăш пирки пулě. Вăл районти Ваçкаçырми ялěнче çуралса ӳснě. Пěчěклех юрă-ташăпа интересленнě, шкулти тата колхозри хорсене хутшăннă.
1964 çулта Мăн Этменти вăтам шкула пěтернě хыççăн вăл комсомол путевкипе Спутник хулине стройкăна кайнă.
1965 çулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячěллě музыка училищине вěренме кěнě, анчах специальность килěшменнипе уйăх çурăран вěренме пăрахнă.
1966 çулта ăна Совет Çарне чěннě. Çак çулах сăвă çырас енěпе пěрремěш утăмсем тума пуçланă. Германире пěр çул службăра тăнă хыççăн, 1967 çулта, Ленинград облаçěнчи Пушкин хулинчи (Царское Село) Çар училищине вěренме кěнě. Училище вěренсе пěтерсен, 1970 çулта, хěсмете тăсма Монголие янă. Кунта ăна салтаксем виçě аккорд кăтартса гитарăпа выляма вěрентнě. Çакăн хыççăн пуçне кěвěсем килме пуçланă.
1973 çулта хăй «Шупашкарăм» ятлă сăвва çырса тата С.Есенин сăмахěсене тĕпе хурса юрăсем кěвěленě.
1975 çулта малалла хěсмете тăсма Г.Макарова Тбилиси хулине янă. Кунта та сăвă-юрăсем асран кайман.
1976 çулта часть командирĕ пулăшнипе тата Тбилисири 3-мěш музучилище директорě кăмăлланипе Тбилисири консерватори ректорě А.В.Саварсашвили хăйсем патěнче вěренме сěннě. 1976 çулта вăл Шупашкарти Ф.П.Павлов ячěллě музыка училищине вěренме кěнě. Анчах çар çынни пулнă пирки училищěне пăрахма тивнě.
1995 çулта пенсие тухсан тăван хулана, Шупашкара, килнě. Кунта П.А.Ялгирпа, И.В.Семеновпа, А.И.Мефодьевпа тěл пулнă хыççăн, вěсен сăввисемпе «Кěмěл туй», «Саншăнах çунатăп», «Иккěн çеç» юрăсем кěвěленě. Ку юрăсем халě Чăвашрадио тата телевидени фондěнче упранаççě.
Геннадий Иванович Макаров-Акăш – поэт, композитор, Чăваш Республикин писателěсен Союзěн членě, Юхма Мишши ячĕллě преми лауреачě.
Геннадий Иванович сăввисене, юррисене итлеме питě юрататăп. Уйрăмах тăван тавралăх, çутçанталăк, тăван ял, тăвансем, çамрăклăх, юрату çинчен çырнă сăвăсем килěшеççě. Вĕсенче кашнинчех поэт шухăш-кăмăлĕ, тавракурăмĕ, чун-чĕре ыратăвĕпе тунсăхĕ курăнать: пĕринче мухтать, ырлать, хавасланать, тепринче – тунсăхлать, пăшăрханать, кулянать…
Ман шутпа, çак хайлавсен асамлă хăвачĕ сăвăçăн пысăк пултарулăхĕнче, сисĕмлĕ чун-чĕринче, пуян тавракурăмĕнче, çивĕч ăс-тăнĕнче, пурнăçри пулăмсене ĕнентерӳллĕн те витĕмлĕн кăтартса пама пултарнинче.
Тăван çĕршыв, тăван ял... Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кунта çын çут тĕнчене килет, утма вĕренет, калаçма пуçлать, çутçанталăкпа паллашать, ĕçе явăçать, ăс-тăнне çивĕчлетет, пурнăç çулĕ çине тăрать. Çавăнпа та хăй çуралса ӳснĕ вырăна никам та нихçан та асран кăлармасть.
Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл – тăванлăх туйăмĕ. Çак туйăм этеме хăй çĕршывне, савнă тăван вырăнĕсене, тăван халăхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тăрать. Çамрăклăх вара – этем пурнăçĕн чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă саманчĕ. Çамрăк чухнехи вăхăта мĕншĕн пурте кăмăллаççĕ-ха? Мĕнпе илĕртет вăл? Çак ыйтусем çине шăпах Геннадий Иванович шăрçаланă сăвăсенче курма , тупма пулать.
Ман шутпа, çамрăклăха çуркуннепе танлаштарма пулать. Çурхи кунсенче çанталăк та кăмăла çĕклет: хĕвеллĕ, уяр, ăшă... Йĕри-тавралăх та куçа илĕртет: ем-ешĕл курăк, тĕрлĕ тĕслĕ чечек, симĕс тумлă йывăçсем... Сывлăш та урăхла: уçă, таса, чечек шăршиллĕ... Чун-чĕре те ырă туйăмлă: хаваслă, çĕкленӳллĕ, çепĕç...
Юрату çинчен те нумай çырнă поэт. Унăн сăввисенче юрату вăл чун-чĕрери нимĕнпе виçейми пысăк та аслă туйăм. Юрату туйăмĕ çынри ытти туйăмсенчен чи асамли, чи хăватли, чи ăшши, чи çепĕççи, чи ачашши, чи савăкки пулнине куратпăр... Йĕри-таврари илеме курса сăнама, çынсене юратса хисеплеме вěрентеççě Геннадий Иванович сăввисемпе юррисем.
Эпě хам килěштернě поэта, ентеше поэзин анлă та аслă çулěпе сулмаклăн та тикěссěн, чыслăн та çěнтерӳллěн утма çирěп сывлăх, уçă кăмăл, иксěлми вăй-хал сунатăп.
Хаклă поэт, юрăç, хисеплě ентеш! Кун-çулу вăрăм пултăр, çутă ěмěтӳ çитсе пытăр, ăраскалу ěмěре тăсăлтăр!
Вячеслав Петров, Мăн Этмен шкулĕ, 8-мěш класс,
(ертӳçи – Юлия Васильевна Вадейкина).
Ноябрь 2024 |