ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçалхи çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Указĕпе килĕшӳллĕн Паллă ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышăннă. Кашни халăх хăйĕн пултаруллă, маттур, мухтавлă çыннисемпе пуян. Кам-ха вăл мухтавлă ентеш? Мухтавлă ентеш вăл – Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, чӑваш ятне мухтава, чапа кӑларнӑ ҫын. Пирӗн халăхăн мухтавлă ывăл-хӗрӗ сахал мар. Паллă ентешсенчен манăн районти Карăкçырми ялĕнче кун çути курнă Альбина Борисовна Новикована палăртас килет.
Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: «Ĕç – пурнăç илемĕ», – теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр – çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнӳсем тумалла, хăв телейне тупмалла.
Çĕр çинчи мĕнпур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пӳрмен, ӳнерçĕ-художник пулма та... Йывăмран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çыннăн чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, çыннăн кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать – çавна суйласа илет те.
Паянхи калаçу çĕр ĕçченĕ, пултаруллă ертӳçĕ çинчен пулĕ. Çĕр ĕçĕ – чи авалхисенчен пĕри, вăл – пурнăç тыткăчи. Хресчен пĕтĕм халăха тăрантарать. Юратса тăрăшсан çĕр кӳрентермест, тыр-пул, выльăх апачĕ те тулăх çитĕнеççĕ. Ахальтен-и: «Сĕтел çинче çăкăр пулсассăн – пурăнатпăр», – тетпĕр. Çăкăр пулсассăн юрă та çуралать, уяв та пулать.
Альбина Борисовна Новикова районти «Коминтерн» ЯХПК-на 27 çул ытла ертсе пырать, йывăр лава пĕр тикĕс малалла туртать. Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар, çирĕп кăмăллă хĕрарăм, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ хуçалăха аталантарнипе пĕрлех коллектива та пĕр тĕллевпе ĕçлеме хавхалантарса пырать. А.Б.Новикова ертсе пынипе "Коминтерн" ЯХПК аталану çулĕпе курăмлăн утса пырса районти тата республикăри малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, выльăх-чĕрлĕх тата ӳсен-тăран продукцине туса илессине ӳстерсех пыраççĕ…
Альбина Новикова ашшĕнчен икĕ çулта чухне тăлăха юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнсан кил хуçи нумай пурăнайман, йывăр чирлесе вилнĕ. Амăшĕ урăх çемье çавăрман, ĕмĕрне хĕрĕшĕн пурăнса ирттернĕ. Вăл фермăра вăй хунă май кил хуçалăхри ĕç Альбина çине ытларах тиеннĕ. «Вăрçă чарăннă хыззăн зуралнă ачасем пĕчĕклех ĕçе юратса, чăтăмлăха пысăклатса пырса ӳснĕ», – аса илет Альбина Борисовна. Шкултан питĕ лайăх вĕренсе тухсан хĕр çывăх çыннине ватлăхра пĕччен хăварас килменрен тата ялхуçалăхĕнче ĕçлеме килĕшнĕрен агронома вĕренме кайнă. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран кăнтăрла вĕреннĕ, каçхине заводра тирпейлӳçĕре вăй хунă.
«1969 çулта Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне вĕренме кĕрсен анне: «Аля, пирĕн пӳрт пĕчĕкрех. Çĕннине тумашкăн фермăра ĕçлесе укçа пуçтартăм», – терĕ. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăртăмăр, анчах вăл çулталăкран çунса кĕлленчĕ. 1972 çулта çулла шăрăх тăчĕ. Пушарта ялти виçĕ çурт çунчĕ, çав шутра пирĕн те. Эпир нимсĕр юлтăмăр. Инкек хыççăн «Искра» колхоз председателĕ Александр Смалайкин яла çитрĕ, шар курнисемпе тĕл пулчĕ. Эпĕ вара ĕсĕклесе йĕретĕп: аслă шкула вĕренме кайма çи-пуç та, аннене пурăнма кĕтес те çук. «Çурт çын мар, аçу вилнĕ, çук, урăх пулмасть. Пӳртне тума пулать ăна. Практикăна колхоза йышăнăпăр», – терĕ йăпатса. Сăмахне тытрĕ, мана практика вăхăтĕнче пилĕк уйăх комплекслă бригадăн бригадирĕнче ĕçлеме шанчĕ. Колхоз пулăшнипех çĕнĕ çурт çĕклерĕмĕр», – пăлханса аса илет Альбина Новикова.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть: кĕтни те, кĕтменни те пулса иртет. 1974 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче халăх Атнарти клуба отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăннă. Район ертӳçисем унта Альбинăна та илсе кайнă. «Акă сире хуçалăх валли тĕп агроном», – паллаштарнă пуçлăхсем унпа пухура. Кĕтмен çĕртен вăл «Коминтерн» хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Кунта пулас мăшăрĕпе тĕл пулнă, çемье çавăрса хĕрача çуратса ӳстернĕ. Каярахпа пултаруллă çынна икĕ хутчен те ертӳçе лартасшăн пулнă, анчах вăл килĕшмен. Унтан ăна Атнарти ял Канашĕн председательне шаннă.
1986 çулта Альбина Новикована юхăннă «Сура» хуçалăха ертсе пыма ыйтнă. Анчах хăшĕ-пĕри çакăнпа килĕшмен, нихăçан та совхоз директорĕ пулаймасть тенĕ. Хастарлăхĕ иксĕлми çăлкуç пек тапса тăракан маттур та пултаруллă хĕрарăм хăйне хăй хытарса: «Мĕн тумалла? Малалла каймалла, хамран култармалла мар!» – тенĕ. Амăшĕн вĕрентсе каланă сăмахĕсем те чан пек çапса тăнă: «Эсĕ çак ĕç валли вĕреннĕ, йывăр тесе ан кала. Хулпуççи çинче ĕç çĕклесе çӳреместĕн, ĕçле». Çапла, кунта амăшĕн тӳпи те пысăк тесе калама пулать. Амăшĕ хĕрне тĕрĕс воспитани парса ӳстернĕ, чăтăмлă пулма, ачаранах ĕçе юратма вĕрентнĕ. «Ĕз пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет», – тенĕ ваттисем. Паллах, кашни зыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе суйлаççĕ, виççĕмĕшĕсем çутçанталăк панине – таланта – тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук, çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл. Çапла вăтăр пилĕк çулхи хĕрарăм совхоз директорĕ пулса тăнă. Альбина Новикова тăрăшнипе юхăннă «Сура» совхоз ура çине çирĕп тăнă, 1 миллион тенкĕ ытла таса тупăшпа ĕçлеме пуçланă. Çакна кура район ертӳçисем ăна яваплă вырăнсем шанса панă.
«Шăпа урлă сиксе каçаймăн», – тенĕ. Пурнăç кустăрми ăна каллех «Коминтерна» çавăрса çитернĕ. Район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче вăй хуракан Альбина Новикова Атнар тăрăхне халăх пухăвне ирттерме çитнĕ. Ку вăхăт тĕлне предприяти тарăн çырма умĕнче тăнă. Ăна çăлса хăварма ĕç çыннисем каллех унран пулăшу ыйтнă. Татăклă хурав париччен виçĕ кун шухăшласа çӳренĕ вăл, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр нушаланнă. «Çакăнтах ĕмĕре ирттерме шăпа пӳрнĕ пулас мана», – тесе юлашкинчен килĕшнĕ. Атнарсем шанчăклă, хастар ертӳçĕпе хăйсене хăюллăрах тытма пуçлаççĕ. «Кун пеккипе пĕтместпĕрех», – савăннă вĕсем. Фермăра ĕçлекенсене хавхалантарма шалу тӳлессине те çĕнĕлле йĕркеленĕ. Сăвăм кăтартăвне, выльăхăн ӳт хушаслăхне шута илни çынсен кăмăлне улăштарнă. Вĕсем тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлеме тытăннă.
Çак кунтан пуçласа Альбина Борисовна ирхи шуçăмпах вăранса ĕçе васкать, хуçалăхри лару-тăрăва хăй курса хаклама, сиксе тухнă ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшать. «Коминтерн» хуçалăх çирĕп алла лекни йывăрлăхран тухма, аталану çулĕ çине тăма пулăшнă. Ырми-канми ĕçлекен ертӳçĕ пурнăç таппинчен утăм маларах пынипе курăмлă ӳсĕмсем тума пултарнă. Çĕршывра «АПК аталанăвĕ» программа хута кайсан атнарсем республикăра чи малтан унпа усă курма пуçăннă. 2006 çулта çăмăллăх кредичĕ илсе Европа технологийĕпе çулталăкра 500 тонна сысна какайĕ туса илмелли комплекс хута кĕртнĕ. Çакăн валли витесене тĕпрен юсанă, çĕнĕрен тунă, хаклă оборудовани вырнаçтарнă. Аш-какай сутни хуçалăха пысăк тупăш кӳнĕ. Халĕ ĕне выльăх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе ертӳçĕпе хуçалăх ĕçченĕсем тăрăшсах ĕçлеççĕ.
Хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтермен ертӳçĕ ĕçченĕсене вырăна хурать. «Ĕçри ӳсĕмсем, çитĕнӳсем хамăн коллективри ĕçченсенчен килеççĕ. Ертӳçĕ ĕçленипе кăна хуçалăх вăй илсе пыраймасть. Эпĕ хамăн хуçалăх ĕçченĕсемпе мухтанатăп. Вĕсем тăрăшса та юратса ĕçленине курса хамăн та татах та тăрăшса ĕçлес килет. Ĕçлекен çыншăн ĕç условийĕсене лайăхрах тăвас килет, техникине те çĕнĕреххине, лайăхраххине илсе парас килет. Çакна тăвас тесе хам тивĕçлĕ канăва тухни çинчен те манса кайрăм. Вĕсемпе пĕрле малалла талпăнса ĕçлес килет. Хузалăх ĕçченĕсем мана амăшĕ вырăнне хураççĕ-çке. Пĕтĕмлетсе каласан – пĕр çемьери пек туслăн тата килĕштерсе ĕçлетпĕр», – тет Альбина Борисовна.
Альбина Борисовна – пултаруллă та пуçаруллă ертӳçĕ, тепĕр енчен – юратнă анне, кукамай. Унăн сад-пахчинче тĕлĕнмелле илем хуçаланать, тухас та килмест, юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать. Хуçалăха çирĕп алăра тытса, коллектива пĕр çĕре чăмăртаса аталану çулĕпе ертсе пыма тата килти хуçалăха тивĕçлĕ шайра тытса пыма мĕнле вăй-хăват çитерет-ши? Унăн сăмахĕпе, халĕ Елена хĕрĕн çемйи ăна пулăшать. «Çу кунĕсенче пахчари ĕç вĕсем çинче. Виçĕ мăнукăмпа савăнатăп. Аслисем çуллахи каникулта ЯХПК-ра вăй хураççĕ. Эпĕ вара чечексем килĕштеретĕп. Çулла ир-ирех пахчана тухса вĕсемпе аппаланатăп, калаçатăп, савăнатăп, мухтанатăп», – пĕлтерчĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр.
Альбина Борисовна Новикова – пурнăç çулĕпе çирĕп утакан, вăйлă, пултаруллă, опытлă, ĕçе тӳрĕ кăмăлпа та пĕлсе пурнăçлакан ертӳçĕ. «Ĕçне кура – хисепĕ», – тесе ахальтен каламан. Çултан-çул ялхуçалăх ĕçченĕсен районти, республикăри уявĕсенче ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн хисеп хучĕсемпе парнесене илнисĕр пуçне А.Б.Новикова «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена тивĕçнĕ. Альбина Борисовна Новикова – чăннипех те мухтавлӑ çын. Çапла, пирĕн мухтавлă ентешрен тĕслĕх илмелле, ăна хисеплемелле, унпа мухтанмалла, мăнаçланмалла!!!
Марина Илларионова, Атнар шкулĕ, 8-мĕш класс,
(ертӳçи – Людмила Александровна Ешмейкина).
Ноябрь 2024 |