ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кашни çыннăн хăйěн юратнă поэчě, юрăçи, артисчě, писателě, художникě пур. Манăн вара юратнă художник пур. Вăл хамăр районта çуралса ӳснě Данилов Анатолий Васильевич. Унăн амăшě Шěмшеш ялěнчен пулнă. Анатолий Васильевич - Шěмшеш тымарри. Çавăншăн тата хытăрах мухтанас килет хамăрăн чаплă художникпа. Унăн кашни ӳкерчěкне тимлесе пăхатăп, тишкеретěп. Вăл ӳкернě ěçсене эпě юрататăп. Манăн та ӳкерме вěренес килет. Пурнăç, çутçанталăк çине художник куçěпе пăхас, курас килет. ӳкерчěксене сăнатăп та Анатолий Васильевич мěнле хитре, лайăх, чаплă туйăмлă çын пулнине туятăп. Вăл çынсене те, çутçанталăка та питě хытă юратать. Вăл - çынна ăнланакан, пуян чун-чěреллě çын. Манăн та Анатолий Васильевич пек çын пулас килет.
«Атте, вăрçăран аманса таврăннăскер, нумай пурăнаймарӗ, çамрăклах çӗре кӗчӗ. Эпӗ вуннăра тăлăха юлнă. Анне ӗçе кай-сан шăллăмпа иксӗмӗре хăваратчӗ. Ĕçлӗ пулччăр тесе хутпа кăранташ паратчӗ. Вăл таврăннă вăхăта ăна йăлтах ӳкерсе тултараттăм. Ӳкересси çакăнтан йăлана кӗрсе кайнă ӗнтӗ. Эпӗ 3-мӗш класра вӗреннӗ чухнех хам художник пулассине пӗлнӗ», - аса илнӗ Анатолий Васильевич.
Ӳкерме çеç мар, пӗчӗклех вулама та юратнă вăл. Ялти библиотекăри кӗнекесене 4-мӗш класа çитнӗ çӗре пӗтӗмпех вуласа тухнă.
Ӳкересси Анатолий Даниловăн професси, пурнăç тӗшши пулса тăнă пулсан, вуласси те çулсем иртсен те манăçа тухман. Вăл паянхи кун та вӗçӗмсӗр вулать: кӗнеке, хаçат-журнал, интернетри статьясем яланах унăн аллинче. Тӗрлӗ çăлкуçран информаци пухать вăл.
Ачалăхра тӗвӗленнӗ ӗмӗт Анатолий Васильевича И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне илсе çитернӗ. «Анне икӗ ачана вӗрентме йывăр пулать тенӗрен шкул пӗтерсенех кӗреймерӗм. Салтака кайрăм. Икӗ çул ракета çарӗсенче служба тивӗçӗсене пурнăçларăм. Унтан таврăнсан пединститутăн худграфне вӗренме кӗтӗм», _ пӗлтернӗ Ана-толий Васильевич.
Аслă шкулта вӗреннӗ вăхăтрах вăл пушар службинче те вăй хунă. Унта та вăл тăрăшса ӗçленӗ. Институтра та, ку ӗçре те юлташсене яланах пулăшнă.
Диплом хӳтӗленӗ хыççăн Даниловсем çемйипех Çĕрпӳ хулине ӗçлеме кайнă. Унта çулталăк пурăннă вӗсем. Унтан Анатолий Васильевича пединститута ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Малтан _ преподавательте, унтан аслă преподавательте вăй хунă. Мускавра вӗренсе кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 2013 çулта аттестаци аслă канашӗ профессор пулнине çи-рӗплетнӗ. Пурнăçне, тӗпрен илсен, вăл пединститутпа çы-хăнтарнă. 40 çул ытла вăй хурать вăл унта. Ӳнерпе графика факультечӗн деканӗнче 12 çул ӗçленӗ. Чи йывăр çулсенче _ улшăнусемпе çӗнелӳсен тапхăрӗнче _ ертсе пыма тивнӗ унăн ăна. Факультет кун-çулӗпе кăсăкланакансем аван пӗлеççӗ: çак вăхăтра вăл чăннипех те хăватлă аталану çул-йӗрӗпе утнă, унăн ят-сумӗ, хисепӗ ӳссех пынă...
Анатолий Васильевич институтра студентсене пӗлӳ панă, ертӳлӗх лавне туртнă вăхăтрах хăйӗн пултарулăхне те аталантарсах пынă. Раççей, Чăваш тата Тутар Республикисенчи, Абхазири художниксен союзӗн членӗ вăл. Чăваш халăх художникӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ... Пархатарлă ӗçӗпе тивӗçнӗ хисеплӗ ят нумай унăн.
Вăл хăйěн кун-çулěнче ят-сумне çěклекен ěç сахал мар тунă. Тěслěхрен, Хěрлě Чутайра картинăсен галерейине уçма хевте çитерниех мěне тăрать. Унта художникăн 200 ытла картини вырăн тупнă. Тăван тăрăхра Анатолий Васильевичăн 135 ěçě упранать. Районта вăл тăватă курав йěркеленě. Унта тăратнă картинăсене пурне те галерейăна парнелесе хăварнă. «Районти ачасем курса киленччěр», _ тенě художник.
Вăл питě нумай ěçлет. Таçти-таçти куравсене те хутшăнать. Виçěмçул хăйěн ěçěсен 50-мěш куравне йěркеленě. Ку таранччен тăватă пин ытла картина ӳкернě. Кашни ěç, паллах, чун витěр шăранса тухать. Кашниех вěсенчен хăйне евěр хаклă.
Хамăн юратнă та хаклă художника, хисеплě ентешěмěре çирěп сывлăх, иксěлми телей сунатăп.
Анастасия ДАНИЛОВА, Мăн Этмен шкулĕ (ертỹçи - Юлия Васильевна ВАДЕЙКИНА).
Ноябрь 2024 |