ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кирек хăш саманара та çамрăксене патриотизмла воспитани парасси малти вырăнта пулнă. Ачасене, яшсемпе хĕрсене хăйсен Тăван çĕршывне юратма, унăн историне пĕлме, йăли-йĕркисемпе культурине хисеплеме, упрама вĕрентесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах чăвашлăха упраса хăварас тесен атте-анне чĕлхине тĕплĕн пĕлмелле. Аваллăха пĕлмесĕр, тăван халăх культурине ăша хывмасăр малашлăх аталанаймĕ. Çакна тĕпе хурса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн чăваш çыннин пурнăçĕпе, кун-çулĕпе паллаштаракан "Чăваш пỹрчĕ" музей уçрĕç.
Шкул музейĕ ачасемшĕн юратнă вырăн пулса тăрасси пирки иккĕленме те кирлĕ мар. Вĕренекенсемпе учительсем кăçал музей валли япаласем пухассипе хастар ĕçлени курăнать. Çак шырав вăхăтĕнчех ачасем япаласемпе паллашма пултарчĕç, асаттесемпе асаннесемшĕн вĕсем хаклă япаласем пулнине, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки пĕлсе тăчĕç. Музейра пухăннă кашни экспонат Тăван çĕршывăмăрăн мухтавлă çулĕсене куçпа курнă тесен те йăнăш пулмасть. Кунта виçĕ ăрури çынсен пурнăçне уçса панă - аслашшĕпе асламăшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата вĕсен ачисем. Çемье пурнăçне кăтартса пама музейра кăмака вырнаçтарнă, тĕпелте сĕтелĕпе тенкелĕсене лартнă, сăпкапа вырăн та пур. Çынсем çи-пуçне арчара усранă, кашта çине çакса хунă. Музейра чăвашсен алĕçĕсене кăтартса паракан хатĕрсем те чылай - кĕнчелепе çăм арлани, пир тĕртме станок лартнă тата ытти те. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи музейăн экспоначĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни курăнать.
Шкулта музей валли пĕрремĕш хутра пỹлĕм уйăрнă, ăна йĕркелессипе шкул ĕçченĕсем пысăк ĕç пурнăçланă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Марина Николаевна Васильевапа Вера Егоровна Иванова музей ертỹçисем пулса тăнă, вĕсем музейри экспонатсене çырса тухассипе, вĕсене ятарлă реестр йышне кĕртессипе тата паспорт хатĕрлессипе тимлеççĕ.
Хальхи вăхăтра шкул ачисене вĕрентес тата воспитани парас тĕлĕшпе шкул музейĕсен ĕçĕ-хĕлĕ вĕренỹ тытăмĕнче пысăк пулăшу кỹрет. Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 2004 çултанпа таврапĕлỹпе шкул музейĕ ĕçлет. Кунта куракансем тĕрлĕ чĕрчунсемпе кайăк-кĕшĕк кỹлеписене, авалхи шкул парттине тата çав çулсенчи хĕрачасен шкул формине курма, шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен пурнăçĕпе, асаилĕвĕсемпе, сăнỹкерчĕкĕсемпе паллашма пултараççĕ. Музейра черчени, тригонометри, СССР историйĕпе астрономи кĕнекисене - чи кивви 1936 çулта пичетленнĕ - уçса курма пулать. Экспозицинче 100 çул каялла ỹкерĕннĕ сăнỹкерчĕк те пур. Кунта шкул ачисене физкультура урокĕнче ỹкерсе илнĕ.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ĕçлекен музейсен тĕллевĕ - таврапĕлỹпе музей ĕçĕ-хĕлĕ урлă вĕренекенсене гражданла тата патриотизмла воспитани парасси. Музейсен ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: ачасене историпе, чăваш культурипе паллаштарасси, музейсен фондне пуянлатасси (япаласем тупасси, кирлине суйласа илесси, вĕсене упрасси), шырав тата ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем, экскурсисем ирттересси, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси тата ытти те. Шыравпа обществăлла массăллă ĕçсем туса ирттернĕрен музей историпе культура палăкĕсене пропагандăлас тĕлĕшпе шкул ачисем хушшинче кăна мар, районта пурăнакансем хушшинче те хăйне евĕрлĕ творчествăлла лаборатори пулса тăнă.
М.Мамуткина.
Ноябрь 2024 |