Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Юратнă ĕçре хăйĕн телейне тупнă

Категория: Общество Опубликовано: 09.09.2022, 10:48 Просмотров: 1364

Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи Яманкасси ялĕнче пурăнакан Маргарита Михайловна Волкована пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне шкулпа тата ачасемпе çыхăнтарнă. Учитель профессине вăл хăйĕн вĕрентекенĕсене пула суйланă. Уйрăмах ăна химипе вĕрентекен Николай Федорович Григорьев тата биологи учителĕ Римма Ивановна Михуткина килĕшнĕ, вăл вĕсене юратнă, хисепленĕ. Вĕсен урокĕсенче Маргарита ытти ачасем пекех шăпăрт ларнă, вĕрентекен каланине тимлĕн итленĕ. Маргарита Михайловна çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕр кун та кулянман. Çак ĕçре хăйĕн телейне тупнă.

44 çул шкулта ĕçленĕ Маргарита Михайловна паянхи кун та хăйĕн профессийĕ пирки ăшшăн каласа парать. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Маргарита Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă, химипе биологи факультетĕнче вĕренме пуçланă. Алла диплом илнĕ хыççăн унăн направленипе Çĕмĕрле районне кайма тивнĕ. Çамрăк вĕрентекене Тăванкассинчи вăтам шкулта пĕрремĕш çулĕнчех 6-мĕш класс ертсе пыма шаннă.

"Вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа линейка пырать. Хыççăн ачасене класа ертсе кайма вăхăт çитрĕ. Шкул ачисем ман çине куçран пăхаççĕ, эпĕ çухалса та вăтанса, именсе те кайрăм, тем вăхăтран чĕтреме те пуçларăм. Кайран хăнăхса кайрăм. Ку профессире хăвăн ĕçе кăна юратни çителĕксĕр, ачасене юратни чи кирли тесе шутлатăп", - терĕ Маргарита Михайловна хăйĕн ĕçĕнчи пĕрремĕш кунĕсене аса илсе. Унтанпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ. Опытлă вĕрентекен ачасене юратса, пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Маргарита Михайловна хăйĕн урокĕсенче ачасем шавланине, килти ĕç тумасăр килнине ас-тумасть. Пултаруллă педагог ачасемпе ĕç-ленĕ май психолог та пулнă. Ача çине пĕрре пăхса унăн кăмăлне палăртма пĕлнĕ, кашнийĕн пурнăçне пĕлсе тăнă. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче учитель, тухтăр, агроном профессийĕсене суйласа илекенсем сахал мар пулнă. Маргарита Волкова чылай çул каялла шкултан вĕренсе тухнă ачасем паян та тĕл пулсан сăмах чĕнсе калаçни вĕрентекеншĕн чи хаклă парне пулнине палăртать. Шкулта ĕçлемест пулин те вăл паянхи кун та районти шкулсенчи ачасене химипе биологи предмечĕсене ăша хывма пулăшать. Маргарита Михайловна хăй вĕрентнĕ ачасен çитĕнĕвĕсене курса тăрса вĕсемшĕн савăнать.

Тăванкасси шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл Комсомольски район каччипе Иван Игнатьевич Волковпа çемье çавăрнă. Иван Игнатьевич та асăннă шкулта пĕрремĕш çул физика урокĕсене вĕрентнĕ. Волковсен çамрăк çемйи пĕр çултанах района, Маргарита Михайловнăн тăван ялне, Яманкассине таврăнса тĕпленнĕ. Çемье пуçлăхĕ малтанласа Штанаш шкулĕнче, Маргарита вара Çĕн Атикассинчи шкулта ĕçлеме пуçланă. Иван Игнатьевич уйăхранах мăшăрĕпе пĕр шкулта физика урокĕсене вĕрентме тытăннă. Вĕсем икĕ хĕре, Татьянăпа Иринăна, кун çути парнелесе ура çине тăма пулăшнă. Волковсен ачисем юрист тата экономист профессийĕсене алла илнĕ, паянхи кун иккĕшĕ те Мускавра пурăнаççĕ.

Маргарита Михайловна шкулта, ялта пулса иртекен ĕç-пуçа, районăн общест-вăлла пурнăçне хастар хутшăннă, пĕр концертран та юлман. Вăл ял çыннин пурнăçне лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшнă, яла шыв, уйрăмах газ кĕртессипе ĕçленĕ. Ăна 1990-1994 çулсенче Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн 12 созывĕн халăх депутатне суйланă. Çав вăхăтрах Маргарита Михайловна 1992 çулта "Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Маргарита Волкова паян тивĕçлĕ канура пулсан та алă усса лармасть, пушă вăхăта усăллă ирттерет. Пỹртĕнче, кил таврашĕнче, пахчара хуçаланакан тирпейлĕх çакна çирĕплетсе параççĕ. Маргарита Михайловна уйрăмах ỹсен-тăрансене кăмăллать, чечексем ỹстерет, вĕсен ырă шăр-шипе, чечекĕсемпе киленет. Тен, ку туртăм унăн ача чухнех çуралнă. Унăн ашшĕ Михаил Афанасьевич Ярусов чылай çул хушши вăрманта лесникра ĕçленĕ. Амăшĕ, Александра Терентьевна, Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчи хĕр пулнă. Питĕ кăмăллă хĕрарăм кил ăшшине упранă. Маргарита хăйĕн пĕртăван аппăшĕпе тата шăллĕпе ачаранах çутçанталăк илемне курма вĕреннĕ. Маргарита Михайловна ытларах чечексемпе чĕрчунсене ỹкерме, тĕрлеме юратать. Çавăнпа та пулĕ пỹртĕнче унăн йĕритавра тĕрлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Вĕсене вăл тĕрлĕ мелпе - сăрăпа ỹкерсе, бисерпа тĕрлесе, пазл пухса - чун кĕртет.

Вĕрентекен ĕçĕ - професси кăна мар, унăн пĕлтерĕшĕ тата та анлăрах. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене паха пĕлỹ парассишĕн кăна мар, çавăн пекех вĕсенчен тĕрлĕ енлĕн аталаннă, тĕрĕс йышăнусем тума пĕлекен мал ĕмĕтлĕ те лайăх çын туса çитĕнтерес тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми ĕçлет. Маргарита Михайловна - шăпах çакăн пек вĕрентекен.

М.Мамуткина.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1