Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чăваш литературин ăсчахĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.10.2022, 13:12 Просмотров: 1405

Çĕр çинче çын алли тĕкĕнмен ĕç çук та пулĕ. Кашни ĕçех юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса çеç пымалла. Ахальтен мар чăвашсем: "Ĕç — пурнăç илемĕ”, — теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕçе суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр — çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнӳсем тумалла, хăв телейне тупмалла.
"Ĕç пурнăç тытать, ĕç телей кӳрет”, — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăшĕ-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçнех малалла туртаççĕ, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе кĕрĕшеççĕ, виççĕмĕшĕсем çутçанталăк панине — таланта — тĕпе хураççĕ. Хăв юратнă ĕçе пĕр кун хушшинче суйласа илме те май çук. Çапах пĕр-пĕр ĕçе кăмăлласси пĕчĕкренех палăрать вăл.
Çĕр çинчи мĕнпур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çав ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăçă, пулăçă, строитель...
Паллах, пур професси те лайăх, пур професси те кирлĕ. Анчах та Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх памасть çав. Пурне те артист пулма пӳрмен, ӳнерçĕ-художник пулма та... Йывăçран каскаласа тĕрлĕ илемлĕ эрешсем тума та, хитре кĕпесем çĕлеме те пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа та çын чун-чĕринче хăш туртăм-сисĕм ытларах вăй илет, кăмăлĕ хăш ĕç патне ытларах сулăнать — çавна суйласа илет те.
Учитель ĕçĕ вара пархатарлă та сăваплă. Ача çуралсанах унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулса тăрать. Хăй пепкине вăл утма, калаçма вĕрентет, ĕçе хăнăхтарать, çутçанталăк пулăмĕсемпе паллаштарать. Амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ывăл-хĕрне ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет. Шкулти вĕрентекене вара иккĕмĕш анне теççĕ. Мĕншĕн ун пек хаклаççĕ-ха ăна? Кашни ачан ăс-тăн ӳсĕмĕнче, тавракурăм аталанăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тӳпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма пĕлменскертен, пулас инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар. Хĕрачасемпе ывăл ачасем пурнăç çулĕ çине тухмалли ăс-тăнпа ăсталăха шкулта кăна илме пултараççĕ.
Вĕрентекенĕн еплерех пулмалла-ши? Мĕнлерех куратпăр-ха эпир ăна? Унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла: ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă, талантлă, культурăллă. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни — пысăк ăсталăх. Ашшĕ-амăшне воспитани мелĕ-ăслайĕсемпе паллаштарса витĕм кӳме пултарни те çакăнтах кĕрет.
Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тӳрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тӳрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать. Унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кӳрсе çĕршыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ӳстерме хевте çитерет?
Учитель ĕçĕ питĕ яваплă. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлӳлĕх тĕнчинче çӳрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет.
Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе асра тытаççĕ, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекен учителе ырăпа асăнаççĕ. Вĕрентекен вăл — пур ачана та, пур çынна та кирлĕ çын. Аслă Вĕрентекенĕмĕре, Иван Яковлевич Яковлева, чăваш халăхĕ ырăпа асăнса пурăнать. Мĕн чухлĕ çын Геннадий Никандрович Волков педагог-ăсчах кĕнекисене вуласа хăйĕн ăс-хакăлне çивĕчлетет, тавракурăмне анлăлатать, тĕнче курăмне тарăнлатать... Тăван республикăмăрăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем сахал мар. Вĕсем чăннипех те мухтава та, хисепе те тивĕçлĕ.
Манăн вара паян асаннен юратнă учи-телě çинчен сăмах хускатас килет. Вăл Мăн Этмен шкулěнче иртнě ěмěрěн 70-мěш çулěсенче ěçленě. Вăл — Геннадий Иванович Воронцов. Ачасене вырăс тата чăваш чěлхисене вěрентнě. Директор çумě те пулса ěçленě. Геннадий Иванович ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын пулнă. Ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, вăл та çавăн пекех савса кăмăлланă. Вăл ачасене ыррине çеç суннă. Амăшĕ хăй ачине ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă та сапăр çын тăвасшăн — вăл та çавăншăнах çуннă. Унăн ачана вĕрентӳпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни евĕрлех пулнă. Геннадий Иванович ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те Турă вырăнĕнче тăнă пек туйăннă. Çĕр çинче мĕн ырри пур — йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрханă, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратнă, ăнланмасан — айăплама та пултарнă, анчах ытларах чухне каçарнă. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратнă, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентнě. Вара ун пек ачасенчен усал çын пулмĕ: вăрлакан-çаратакан та, вĕлерекен-пусмăрлакан та... Ашшĕ-амăшĕн чысне яракан çын мар, Тăван çĕршывшăн усăллă ĕç тăвакан патриот пулĕ унран. Тепĕр чухне вăл ачасенчен çирĕпрех ыйтни те, вĕсене хыттăнрах калани те пулнă. Паян çирĕп ыйтмасан — ыранхи куна тивĕçтерекен пĕлӳпе кăмăл-сипет шайĕ пулмĕ ачасен. Вăл никама та усал сунман, пурне те чипер ача тăвасшăн çуннă. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентнě. Вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч, ăслă, талантлă, культурăллă учитель пулнă.
Геннадий Иванович Воронцов шкулта анчах мар, аслă шкулта та ěçленě. Студентсем ăна яланах ырăпа аса илнě. Вăл — чăваш чěлхипе литературин ăсчахě те, хисеплě вěрентӳ ěçченě те.
Геннадий Иванович Ирчкасси ялěнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченĕ.
Ашшě, Иван Михайлович, фронтовик пулнă. Ачисем пурте вěреннě çынсем пулнă: Ольга Ивановна — педагог, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ; Иван Иванович Мускавра космонавтсен отрядěнче ěçленě, Анна Ивановна бухгалтерта вăй хунă, Надежда Ивановна — тăван колхозра, Георгий Иванович — инженерта.
Сăмах май, Геннадий Ивановичăн мăшăрě Вера Ивановна та учитель. Вăл — Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Шел пулин те, Геннадий Иванович йывăр чире пула 1999 çулта вилнě.
Педагогăм, ентешěм, кашни ача шăпинче ырă йĕр хăвараканăм, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăлараканăм, тайма пуç сана!
Виктория ВАЗЯКОВА, Мăн Этмен шкулĕ (ертӳçи - Юлия Васильевна ВАДЕЙКИНА).

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1