Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.11.2022, 08:20 Просмотров: 575

Çулла ахаль ларман

Кăçал манăн тата тăрăшса вĕренмелле, мĕншĕн тесен экзамен тытмалла. Тĕрĕссипе, эпĕ пĕлтĕрех хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Çуллахи каникулта ахаль лармарăм, хушма литература вуларăм, интернетра ятарлă курссенче вĕрентĕм. Мускавра та пултăм. Кремле, Муслим Магомаева халалланă палăка кайса куртăм. Раççейĕн тĕп хулинче Казахстанри юлташпа та тĕл пултăмăр.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче тăрăшса вĕренме, патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма хам ума çирĕп тĕллев лартнă эпĕ.

Анна ЯТМАНОВА.

Батарейкăн сиенĕ пирки пĕлетĕр-и?

Эпир пурте Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнатпăр. Унăн малашлăхĕ еплерех пуласси пирĕнтен килет. Çавăнпа çутçанталăка упрасси, ăна сыхласси кашни çыннăн тивĕçĕ тесе шухăшлатăп.

Пирĕн шкулти вĕрентекенсемпе ачасем кашни çулах батарейка пухмалли акцие хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче ятарлă ешчĕке хамăрăн класа вырнаçтартăмăр. Унта тĕрлĕ батарейка пухăнать. Эпир вĕсемпе час-часах усă куратпăр, зарячĕ пĕтсен вăл тавралăха мĕнле сиен кỹни çинчен шухăшламасăрах кăларса пăрахатпăр. Батарейкăна тимлĕн сăнăр-ха, унта "Кăларса пемелле мар. Утилизаци пунктне памалла" тесе çырнине курма пулать. Вăл пире асăрханулăх пирки аса илтерет.

Батарейкăра сывлăхшăн хăрушă йывăр металсем пур. Вĕсем тавралăха сиен кỹреççĕ. Пĕр батарейка 20 тăваткал метра яхăн çĕр лаптăкне йывăр металпа варалать. Тăпра та наркăмăшланать. Нумайăшĕ батарейкăна кăларса пăрахма юраманнине пĕлсе ăна килте усрать. Анчах ун пек тума та юрамасть.

Çутçанталăкăн чĕлхи çук. Тата ăна пулăшма пултараканĕ те çын кăна. Çавăнпа тавралăха ялан упрамалла, тасалăхра тытмалла.

Юлианна БОГАТЕЕВА.

Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе

Кашни халăхăн, кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Манăн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Унпа манăн тăвансем калаçнă. Çак аслă чĕлхен пысăк истори хăвачĕ пур, вăл тĕрлĕ те интереслĕ. Чăваш чĕлхи - чăваш халăхĕн чĕлхи. Тăван чĕлхе халĕ те хăйĕн вăйне çухатман.

Чăваш çĕрĕн чаплă ывăлĕсенчен пĕри - Иван Яковлевич Яковлев. Вăл чăваш алфавитне тунă, çак ĕçпе чăваш чĕлхин хăватне ỹстернĕ. Чăвашсенчен тухнă чаплă та паллă çынсем тата та нумай: Никита Бичурин, Константин Иванов, Надежда Павлова, Андриян Николаев тата ыттисем те. Пурте вĕсем чăваша чапа кăларнă, чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе шутланă.

Тăван чĕлхене чăнласах упрама тата хаклама унпа калаçакансем çеç пултараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен чĕлхине мĕн пĕчĕкренех пĕлеççĕ, унăн илемлĕхне ăнланаççĕ. Анчах та юлашки вăхăтра нумайăшĕ тăван чĕлхине хаклама пăрахрĕ. Уйрăмах чăваш чĕлхи çухалма пуçланă. Ăна пĕлекенсем нумаях юлман, ку питĕ япăх. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшмалла. Пирĕн чăваш чĕлхипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ытларах ирттермелле, авалхи чăваш йăлисене пăхăнмалла, хамăр ачасене чи малтан чăвашла калаçма вĕрентмелле тесе шутлатăп.

Тăван чĕлхемĕре пирĕн яланах асра тытмалла, ăна малалла аталантармалла. Кỹршĕсемпе, кỹршĕ район çыннисемпе, тăвансемпе, пĕлĕшсемпе чăвашла çыхăну тытмалла.

Чăваш чĕлхи - манăн тăван чĕлхе! Чĕлхе вăл - халăх тымарĕ. Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене упрамалла!

Анастасия ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3