ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хĕрлĕ Чутай районĕ кăçал 95 çул тултарчĕ. Ку вăл çĕнĕ истори, аталану çулĕ çинчи тепĕр утăм. Районăн авалхи историйĕ вара темиçе çул каялла çеç мар, темиçе ĕмĕр каялла пуçланнă.
Ĕлĕкренех пирĕн таврара чăвашсем пурăннă, çутçанталăк вăйĕсемпе кĕрешсе, вĕсене çĕнтерсе хăйсене тата ачисене валли çуртсем, вĕсенчен вара ялсем туса янă. Çав вăхăтсем çинчен пире никам та каласа параймĕ, хут çинче те юлман ялсен историйĕ. Вĕсем çинчен фольклор урлă, истори халапĕсенчен пĕлме пулать. Истори халапĕсем истори докуменчĕсем мар, вĕсем - халăх пурнăçĕнче чăн пулнă, халăх вĕсене хăйĕн куçĕпе курнă е тỹссе ирттернĕ пулăмсене сăнарласа, пĕтĕмлетсе калакан материалсем. Çак халапсем йĕркеленни халăхăн истори тĕнчекурăмĕ çуралса çирĕпленнипе çыхăннă, вĕсем çав тĕнчекурăма палăртса аталаннă.
Халапсем ĕмĕр-ĕмĕрех халăхра çỹренĕ, манăçман. Наукăпа культура аталанма пуçласан, вĕсене тĕпчевçĕсем пуçтарса çырма, кĕнекесенче пичетлеме тытăннă.
Кашни ялăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, хăйне евĕр кун-çулĕ, историйĕ. Вĕсем çинчен пĕлес тесен кĕнекесемпе хаçатсене уçса пăхмалла. Паллă тĕпчевçĕсен кĕнекисенче те пирĕн район çинчен асăннине тупма пулать. В.Д.Димитриевăн 1993 çулта тухнă "Чувашские исторические предания" кĕнекине илĕпĕр. Паллă тĕпчевçĕ эпир пĕлнĕ ялсем мĕнле пулса кайнине те çырса пĕлтернĕ.
Утаркасси ялне Элĕк тăрăхĕнчен тарса килнĕ тăватă хресчен çемйи пуçарса янă иккен. Вĕсем çурчĕсене Пантьăк пупĕн утарĕнче лартнă, çавăнпа та Утаркасси тенĕ.
Шĕмшеш ялне Элĕк районĕнчи Шĕмшешрен куçса килнĕ чăвашсем, Ишеккассине Шупашкар тăрăхĕнчи Ишек ялĕн çыннисем пуçарса янă.
Чăваш халăхĕ хăйĕн этногенезĕнчи, культурăпа калаçу чĕлхинчи хăш-пĕр уйрăмлăхсене кура пĕр-пĕринпе тачă хурăнташлă икĕ этнографиллĕ ушкăнран - тури (вирьял) тата анатри чăвашсенчен - тăрать. Тури е вирьял чăвашĕсем шутне эпир те кĕретпĕр. Пирĕн авалхи асаттесем урăх вырăнсенчен куçса килнĕ пăлхарсем кунти аборигенсемпе пĕрпекленнипе пулса кайнă. Çакăн пирки В.Ф.Каховский çырнă "Чăвашсем" ятлă историпе этнографи очеркĕсен кĕнекинче вуласа пĕлме пулать. Вăл вĕренекенсемпе учительсен çеç мар, историпе кăсăкланакан кашни çын сĕтелĕ çинче пулмалла. Вулакан кунта чăвашсен сĕм авалхи аслашшĕсем, епле пурăнни, çавăн пекех хальхи чăвашсен пурнăçĕ çинчен те кăсăк-лантаракан материал чылай тупма пултарать.
Халăх кун-çулне, йăли-йĕркине, кăмăл-туйăмĕпе шухăш-ĕмĕчĕсене тĕпчемелли тепĕр мел вăл - чăваш халăх юрри. Юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, телейшĕн кĕрешме хавхалану кỹрет. Вăл халăха ырă йĕркепе пурăнма вĕрентет, ăна малалла аталантарма пулăшать. "Юрă - чун уççи", "Юрăсăр мĕнле пурăнан: пурнăç çук, савăнăç çук", - тенĕ ваттисем. 1978 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче "Чăваш халăх сăмахлăхĕн" 3-мĕш томĕ "Юрăсем" ятпа пичетленсе тухнă. Çак кĕнекере пирĕн район çыннисем хушшинче пухнă юрăсем те йышлă. Тĕслĕхрен, Çăварни юррисенчен пĕрине 1932 çулта Хĕрлĕ Чутай хĕрĕсенчен çырса илнĕ. Çак юрăра пирĕн таврари калаçу уйрăмлăхĕсем питĕ лайăх палăраççĕ.
Хĕрпе ача хушшинче
Шур пĕремĕк - закуска,
Пурçăн тутăрĕ - парне.
Яш çын çуни çут кутлă,
Çути юлать çул çине,
Ячĕ каять ял çине.
Çак çăварни çитминччĕ,
Çитминччĕ те иртминччĕ,
Яш çын ĕмĕр иртминччĕ.
Хĕрлĕ Чутай ĕлĕкренех, чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ пуçланиччен чылай малтан палăрнă. Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче сăвă-калав хайлакансем Ермей Рожанскийпе Максим Федоров çак енчен чăваш историне кĕрсе юлнă. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Степан Данилов журналист сасă панă. Вăл публицистика статйисем, сăвăсем çырнă.
Ермей Рожанский Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче Христос тĕнĕн ỹкĕтлевçи-проповедникĕнче ĕçленĕ. Çак вăхăтра, 1765-1800 çулсенче, вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе, йăли-йĕркипе питĕ кăсăкланнă. Юрă-такмаксене çыра-çыра илсе тишкерме пикеннĕ. Йăла-йĕрке пирки статья-очерк хайланă. Вĕсем Чулхулара тата Мускавра пичетленнĕ. Уйрăмах "Чăвашсем çинчен", "Урмай ялĕнчи пăтăрмах", "Крещен чăвашсен ыйтăвĕ" ятлă этнографи очеркĕсем палăрса тăраççĕ.
Максим Федоров Кăрмăш уесĕнчи Штанашра вулăс кантурĕнче ĕçленĕ. Тиек вырăнти халăх юрри-такмакĕпе кăсăкланнă май, вĕсем майлă сăвăсем те çырнă. М.Федоров хăйĕн сăввисене XIX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хайланă. Анчах вĕсенчен "Чăваш эпĕр полтăмăр" ятли кăна сыхланса юлнă. Çак сăвăра пирĕн таврари диалект уйрăмлăхĕсем лайăх палăраççĕ.
Чăваш эпĕр полтăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр.
Унта тăтăх лартăмăр,
Атăл халне илтĕмĕр.
Халь тияксем итяççĕ:
- Штан чăвашсем полаççĕ?
Эпĕр чăвашсем, тăтăх чăваш,
Тотар - пирĕн хорăнташ.
Пирĕн чĕлхи - чăваш чĕлхи.
Хăш чохне полать хойхи...
Петĕр Ялкирĕн "Хĕрлĕ Чутай çыравçисем" кĕнеки те питĕ пĕлтерĕшлĕ йĕр хăварнă. Кунта шăпах Ермей Рожанскипе Максим Федоров тата пирĕн тăрăхри çыравçăсем çинчен тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать.
(Районти тĕп библиотека архивĕнчи материалсемпе усă курса М.МАМУТКИНА хатĕрленĕ).
Ноябрь 2024 |