Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Ялта пурăнма килĕшет"

Категория: Общество Опубликовано: 09.12.2022, 15:15 Просмотров: 3709

kutuzovyÇак кунсенче ĕçлĕ çулçỹревре пулнă май кăмăллă çамрăк мăшăрпа паллашма тỹр килчĕ. Дианăпа Александр Кутузовсем Çĕн Атикассинче пурăнаççĕ. Александр Станиславовичпа Диана Иосифовна пĕрлешнĕренпе ултă çул ытла иртнĕ ĕнтĕ. Александр çак ялтах çуралса ỹснĕ. Диана вара Етĕрне район хĕрĕ. Çамрăк мăшăр виçĕ ывăл çитĕнтерет. 6 çулхи Глеб тата 4-ри Егор ялти шкул çумĕнчи ача садне çỹреççĕ. Игнат çулталăкран кăна иртнĕ-ха.

Хăйсен çурчĕ пирки ĕмĕтленнĕ май çамрăк мăшăр амăшĕн капиталĕпе усă курса ялта çурт туяннă. Çак çурта куçнăранпа çулталăк кăна иртнĕ-ха, апла пулин те кил хуçисен тăрăшуллă аллисем кил-çурта хăтлăлатма тăрăшни тỹрех палăрать. Çуртра ăшă та хăтлă, пĕчĕк ачасем ỹсеççĕ пулин те, тирпейлĕх хуçаланать. Ачисем те çемье йăвинче хăйсене телейлĕ туйни вĕсен йăл куллисенче уççăнах палăрчĕ. Вĕсем хăнасенчен те ютшăнмарĕç, чĕвĕлти сассисемпе пуплерĕç те пуплерĕç, кил-çуртпа та хаваспах паллаштарчĕç, хăйсем пирки каласа пачĕç.

Александр аякка ĕçлеме çỹрет. Юратнă çемйипе пĕрле пурăннине нимĕн те çитменнине аван пĕлет-ха вăл. Çавăнпах пĕчĕк бизнес уçас ĕмĕтпе пурăнать. Çемье пуçĕ тимĕр-тăмăрпа аппаланма юратать. Киле валли шашлык пĕçермелли мангал, теплица тата беседка ăста аллисемпе хăех тунă-ха вăл. Гаражпа мунча та тăвас шухăшпа пурăнаççĕ Кутузовсем.

Диана Çĕмĕрлери училищĕре сутуçăна вĕренсе тухнă. Хăйĕн чунĕ туртнипе суйласа илнĕ профессийĕпе ĕçлесе ĕлкĕреймен-ха вăл. 24 çулхи хĕрарăм хальхи вăхăтра килте кĕçĕн ывăлĕпе ларать. Ача пособийĕсем пурри çемьене пулăшу кỹнине палăртать вăл. Пĕрин хыççăн тепри ывăлсем çитĕнни кил хуçи хĕрарăмне савăнтарать, анчах та хĕр çуратасси пирки те ĕмĕтленет çамрăк хĕрарăм. Диана ялта пурăнма питĕ килĕшнине çирĕплетет. "Етĕрнере виçĕ уйăх пурăнтăмăр. Хулара мана тăвăр. Ялтах пит аван. Пахчана та тухса уçăлатăн. Пахча çимĕçне те ỹстерме май пур. Çулла кунĕпех пурте анкартинче кĕшĕлтететпĕр", - пĕлтерчĕ Диана.

Ял çыннисем Кутузовсем пирки ырă сăмахсем кăна калаççĕ, вĕсем кỹршĕре кирлĕ вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртаççĕ. Кутузовсен çемье пурнăçĕ малашне те ăнса пытăр, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне савăнтарса кăна пурăнччăр, ытти çамрăксем те вĕсенчен ырă тĕслĕх илччĕр. Хальхи вăхăтра ял пурнăçне килĕштерекен çамрăксем пурри савăнтарать. Пирĕн хушăра кун пек мал ĕмĕтлĕ çамрăк мăшăрсем ытларах пулсан епле аванччĕ.

Н.МИДАКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1