ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районти Сорăм ялĕ Хĕрлĕ Чутай салинчен çичĕ çухрăмра вырнаçнă. Ялĕ пысăк мар, апла пулин те кунта пурнăç вĕресе тăрать. Çамрăк çемьесем те ялта юлни кăмăла çĕклет. Татьянăпа Владимир Сорокинсем çемье çавăрсан кăшт хулара пурăннă хыççăн яла таврăннă. Вĕсем 2007 çулта пĕрлешнĕ. Иккĕшĕ те Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Татьяна Шупашкар хулине пĕлỹ илме çул тытнă. Владимир, хĕрĕнчен кăшт аслăрах пулнă май, çав вăхăта салтака кайса килнĕ каччă пулнă. Вăл хăйĕн юлташ хĕрĕнчен уйрăлас мар тесе хулара ĕçлеме вырнаçнă. Çамрăксем пĕр-пĕринчен пĕр кунлăх та уйрăлман темелле. Татьянăпа Владимир вĕренỹпе ĕçрен пушă вăхăтра уçăлма, театрсемпе кинона хаваспах çỹренĕ. Вĕреннĕ вăхăтра та, «Шкулчченхи педагогика» специальноçпа алла диплом илсен те çамрăк хĕр Шупашкарта ача садĕнче ĕçленĕ. 2010 çулта çемье яла таврăнма шутланă. Татьяна малтанласа «Янтарь» пĕрлешỹре склад заведующийĕнче ĕçленĕ, каярах Атнарти «Пучах» ача садне ĕçлеме вырнаçнă, кунта ăна заведующи тивĕçне шанса панă. Мăшăрĕ Владимир паянхи куна «Коминтерн» ЯХПК-ра водительте тăрăшать.
Татьянăпа Владимир иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере ỹснĕ. Татьяна - виçĕ ачаран вăтамми, мăшăрĕн вара çемьере пилĕк ача пулнă. Пĕртăванĕсемпе пĕрле килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçни пурнăçра чи кирли пулнине палăртаççĕ вĕсем. Çавăнпах та пулĕ хăйсем те пилĕк ачана - икĕ ывăлпа виçĕ хĕре - кун çути парнеленĕ. Сорокинсен çемйинче пĕрремĕш ача 2008 çулта çуралнă, кĕçĕнни вара хальлĕхе 10 уйăхра кăна-ха. Нумай ачаллă çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕсемпе те туллин усă курнă. «Çамрăк çемье» тата «Амăшĕн капиталĕ» программăсемпе вĕсем Сорăм ялĕнче пỹрт лартнă. Çавăн пекех республика капиталĕпе тата ипотека виçине саплаштарма 450 пинлĕх пулăшу панипе вĕсем Шупашкарта хваттер туяннă. Паян вĕсем ытти çăмăллăхсемпе те усă кураççĕ.
Ялта пурăннă май çемье выльăх-чĕрлĕхне те карта тулли усрать - ĕнисем те, вăкăрĕсем те пур. Ачисене ĕçе хăнăхтарса пынă май ашшĕ-амăшĕ вĕсене те яваплă пулма вĕрентет. Аслăрах ачисем выльăх пăхнă çĕрте те, кил-çурт таврашĕнче те пулăшма хăнăхса пыраççĕ.
- Ялта пурăнма пур майсем те пурри савăнтарать. Кунта лăпкăлăх, уçă сывлăш, илемлĕ çутçанталăк - пурте илĕртеççĕ хăй патне. Хулана вара пĕр-ик сехетлĕх кайса килсен те çитет пире, - теççĕ Сорокинсем.
Вĕсем ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Татьяна чылай çул ĕнтĕ участокри суйлав комиссийĕнче тăрăшать. Нумаях пулмасть вара Сорокинсем Чăваш Ен хĕрарăмĕсен канашĕ ирттернĕ «Каласа пар мана, пукане, юмах» проектне тата проект пĕтĕмлетĕвĕн форумне хутшăнчĕç. Маларах вĕсем хăйсен пилĕк тĕпренчĕкĕпе «Три медведя» тата «Теремок» вырăс юмахĕсене лартса пачĕç. Сорокинсем Атнар вулавăшне тивĕçтернĕ перчеткеллĕ тата ĕмĕлкеллĕ юмах хатĕрĕсемпе усă курчĕç. Проекта хастар хутшăннăшăн форумра Сорокинсен çемйи сертификата, Атнар ял вулавăшĕ вара çамрăк çемьесене явăçтарнăшăн Тав сăмахне тивĕçрĕç.
М.МАМУТКИНА.
Ноябрь 2024 |