ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пирĕн муниципаллă округра мартăн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ĕçлĕ çулçỹревпе пулчĕ. Алла Леонидовна муниципалитет пуçлăхĕ Иван Михопаров ертсе пынипе вĕрентỹпе культура сферин социаллă пурнăçпа пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене çитсе курчĕç (тĕплĕнрех - "Газета "Пирĕн пурнăç" телеграм-каналта).
Ĕçлĕ çулçỹрев шайĕнче Алла Леонидовна округ администрацийĕн Пĕчĕк залĕнче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Вĕсем ытларах çулсене юсассипе, шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Хусанушкăнчи ача сачĕн çурчĕ те юхăнса кайни ку тăрăхри çынсене пăшăрхантарать. Çавăн пекех çак кун Алла Салаева ятарлă çар операцийĕнче хутшăнакансен амăшĕсен ыйтăвĕсем çине те хурав пама тăрăшрĕ. Упукушкăнь ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Логинов ячĕллĕ çурт-музей уçассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе депутатран сĕнỹ ыйтакан та пулчĕ. Алла Леонидовна çынсен кашни ыйтăвне тĕплĕнрех пăхса тухма, май килнĕ таран пулăшупа тивĕçтерме шантарчĕ.
Алла Леонидовна патне хăйĕн пăшăрханăвĕпе Пантьăк салинче пурăнакан Маргарита Максимова та çитрĕ. Маргарита Николаевнăн ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Салтак амăшĕ тĕлпулура ывăлĕ аманнине пĕлтерчĕ, ăна квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме майсем пур-ши тесе ыйту хускатрĕ. Алла Салаева Патшалăх Думинчи ĕçтешĕпе çыхăну тытнă, аманнă салтак сывлăхĕ пирки кăсăкланнă. Алла Леонидовна кĕске вăхăтра Маргарита Максимован ыйтăвне татса пама пултарнă. Вăл Маргарита Максимовапа тата салтак мăшăрĕпе çыхăну тытса тăнă, ĕç малалла мĕнле пурнăçланнине пĕлтерсех пынă. Нумаях пулмасть Алла Леонидовна амăшне аманнă салтака çапăçу хирĕнчен Ростов хулине çитернине пĕлтернĕ. Маргарита Максимова хăйсен çемйинчен ăна тав тăвать:
- Алла Салаевана питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл пире пулăшрĕ. Пирĕн ыйтăва татса парассипе кашни кун ĕçлерĕ. Мана та, кине те ĕçсем пирки пĕлтерсех тăчĕ. Манăн ывăла Ростов хулинче халĕ тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Шансах тăратпăр, çитес вăхăтра сипленнĕ хыççăн Евгений пире те килсе курĕ. Эпĕ те, мăшăрĕпе ачи те ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.
Марина МАМУТКИНА
Ноябрь 2024 |