Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Тăван халăх сасси

Категория: Общество Опубликовано: 05.05.2023, 10:58 Просмотров: 695

Майăн 7-мĕшĕ - Радио кунĕ.

1926 çулта радио хумĕсем çинче пĕрремĕш хут чăваш сăмахĕ янăранăранпа Чăваш радио итлекенсемшĕн чи тĕрĕс те тулли хыпар çитерекен массăллă информаци хатĕрĕ пулса тăчĕ. Чăваш патшалăх телерадиокомпани йышне кĕрекен радио эфирĕнче кашни кун республикăн политикăпа экономикăри, ялхуçалăхри, социаллă пурнăçри, культурăпа искусствӑри пулăмсемпе паллаштаратпăр. Пур хыпарсене те вăхăтра тата чăвашла тĕрĕс пĕлтерме тăрăшатпăр. Чăваш радио фондĕнче 40 пине яхăн архив материалĕ упранать. Çавна май радиоитлекенсем тĕрлĕ çулсенче çырнă чăваш авторĕсен чи лайăх хайлавĕсене итлеме пултараççĕ.

Тăван сăмах, тăван юрă республикăра 88,1; 99,9; 101,0; 105,2; 105,4 FM хумсем, пралуклă хыпарлавăн 1-мĕш кнопки çинче «Раççей радио» каналĕпе янăрать. Чăваш радио кăларăмĕсене çавăн пекех Интернетра, Чăваш патшалăх телерадиокомпани сайтĕнче, онлайн мелĕпе курма, итлеме пулать.

Чăваш радио коллективĕ пысăках мар. Кунта хăйсен ĕçне чунтан юратакан, пысăк ăсталăхпа пурнăçлакан корреспондентсем, ертсе пыракансем, сасă режиссерĕсемпе инженерсем, пурĕ 22 çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче - Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Кабетова тата Раççейĕн хисеплĕ радисчĕ Олег Авельев дикторсем, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем - Ольга Тургай шеф-редактор, Николай Мулянов корреспондент, Валентина Михайлова диктор. Радиоитлекенсем Альбина Фомина, Маргарита Львова, Алексей Мулянов, Екатерина Степанова тата ытти журналистсен сассисене те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хатĕрлекен «Ăраскал», «Паянхи кун», «Çула тухсан», «Кайри — мала хит-парад», «Столичный курьер», «Непрямой эфир», «Открытая студия», «Шăнкăрав», «Точка роста» тата ытти кăларăмсене кăмăлласах итлеççĕ. 

2008 çултанпа Чăваш радио коллективне пирĕн ентеш Эльвира Тимофеева (Михеева) ертсе пырать.TimofeevaElvira

Эльвира Тимофеева – Чăваш радио пуçлăхĕ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.
1977 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пĕчĕк Этмен ялĕнче çуралнă.
1994 çулта Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухса Чăваш патшалăх университетне, журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. 
1999 çулта журналист профессине алла илсе Чăваш патшалăх телерадиокомпанине ĕçе вырнаçнă. Малтанах Чăваш радиовĕн çамрăксен редакцийĕнче тăрăшнă, «Ăраскал», «Вунтăваттăран иртсен», «Остров молодых», «Кайри – мала хит-парад» передачăсем хатĕрлесе ертсе пынă. 
2008 çултанпа Чăваш радио пуçлăхĕнче ĕçлет. 
2006 тата 2012 çулсенче Мускаври Медиаиндустри академийĕнче ăсталăхне ӳстернĕ. 
Мăшăрĕпе, Владимир Тимофеевпа, пĕр ĕçре тăрăшаççĕ, икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. 

Муниципаллă округ хыпарĕсемпе Чăваш наци радиовĕн 100.5 FM хумĕ çинче паллашма пулать. Марина Мамуткина эрнере икĕ кун пирĕн тăрăхра иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пирки каласа пама тăрăшать. 

Марина Витальевна «Республика сасси» передачăра муниципаллă округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне уçса парать, пултаруллă ентешсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать, тыл ĕçченĕсен, вăрçă ачисен, тăлăх арăмсен пурнăçĕ пирки каласа парать. Çавăн пекех ялхуçалăх сферинчи, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ тытăмĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать. «Республика сасси» передачăна ытларикун ирхине 6 сехет те 20 минутра итлеме пулать. Çак кун 21 сехет те 20 минутра ирхи кăларăма тепĕр хут итлеме май пур. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5