Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пантьăкри музей 35 çулта

Категория: Общество Опубликовано: 19.05.2023, 10:17 Просмотров: 548

Район хаçатне вулакансенчен нумайăшĕ Пантьăкри шкул музейĕ çинчен илтнĕ ĕнтĕ, чылайăшĕ пулса та курнă. Музей уçăлнă хыççăн ун çинчен район хаçатĕнче нумай çырса кăтартрĕç, Чăваш телевиденийĕпе, радиопа передачăсем пулчĕç. Çавăн пекех "Всесоюзное" радиопа Мускавран шкул музейĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Ун хыççăн курма килекенсен шучĕ тата ỹсрĕ. Инçетри хуласенчен те, ялсенчен те киле-киле курчĕç. Инçетрен килекенсенчен: "Эсир пирĕн шкулта музей уçăлнине ăçтан пĕлтĕр?" - тесе ыйтсан, кĕскен: "Всесоюзное" радиоран", - тетчĕç. Ырă сăмахсене чунтан каланăшăн питĕ кăмăллăччĕ.

muzei1Эпĕ ун чухне асăннă шкулта директорăн вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн çумĕнче тăрăшаттăм. Кадрсен улшăнăвĕ пулнă хыççăн, манăн пĕр вăхăтрах шкул директорĕн ĕçĕсене те пурнăçлама тиврĕ. Ĕçĕ нумайччĕ вара.

1988 çулхи май уявĕсем хыççăнах шкула Шупашкар хулинчен В.И.Сивов тата А.Н.Тукмаков художник-оформительсем килсен, 1870 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов тăрăшнипе уçнă шкул çуртĕнче музей тăвас ĕçе пуçăнтăмăр.

Художниксем, пулас музей çуртне пăхса çаврăнсан, учитель хваттерĕ пулнă пỹлĕмре ĕçе пуçăнчĕç. Авалхи çуртăн стенисем йăлтах хуралса ларнăччĕ. Çав стенасене пĕчĕк савасемпе саваласа (электричество вăйĕпе мар) икĕ кун хушшинче тасатса сăн кĕртрĕç. Унтан ĕç музейăн пулас тĕп пỹлĕмĕнче пуçланчĕ. Ку пỹлĕмре малтан икĕ вĕренỹ класĕ пулнă. Икĕ класа уйăракан чусран тунă стенана пăсса музей валли пысăк пỹлĕм хатĕрлерĕмĕр.

Шкул историйĕ çинчен малтан тухнă материалсем чылай пулнă пулин те, халĕ вĕсем çитменни палăрчĕ. Шкулти вĕрентекенсем, шкул ачисем, ял çыннисем истори материалĕсене музей тунă çĕре татах пыра-пыра пачĕç. Хăш-пĕр материалсене илме ытти яла та кайма тиветчĕ. Çапла майпа вĕсене вăхăтра пухса çитертĕмĕр. Ĕçсем малалла пычĕç.

Пулас музейăн тĕп пỹлĕмĕнчи маччине çиелтен пирпе туртса карăнтарчĕç. Икĕ учитель-пенсионер - Пантьăкри шкулта ĕç урокĕсене вĕрентнĕ Иван Дмитриевич Стенейкин тата Мăн Этменти шкулта çак предметах вĕрентнĕ Федор Иванович Смолов (вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) - ăна витсе тухрĕç. Музей умĕнчи картана та вĕсемех йывăçран хитрен касса-эрешлесе турĕç.

Чỹрече каррисене тата ытти çĕлесе тумалли япаласене йăлтах шкулти тирпейлỹçĕре ĕçленĕ Елизавета Ефимовна Субботина (вăл та пирĕн хушăра çук) çĕлерĕ.

Музейри экспозицисене Вячеслав Иванович Сивов тата Александр Николаевич Тукмаков художник-оформительсем хатĕрлерĕç. Хăшĕ-пĕрисене манăн та хатĕрлеме тỹр килчĕ.

Музей тăвакансем шкулта ир пуçласа çурçĕрчченех ĕçлетчĕç. Ĕç чарăнса ан тăтăр тесе хам та çав вăхăтченех пулăшаттăм. Ун хыççăн киле таврăнса уроксене хатĕрленеттĕм.muzei2

Музей тунă чухне пур ĕç те кал-кал пулса пычĕ. Анчах та çав вăхăтри пĕр самант мана питĕ хумхантарчĕ. Ĕç-пуç музей умĕнче И.Н.Ульянов бюстне вырнаçтарас умĕн пулса тухрĕ. Унччен темиçе кун маларах ĕç урокĕсене ертсе пыракан Виктор Михайлович Петров тата кочегарта ĕçленĕ Юрий Николаевич Мидейкин постамент хатĕрлерĕç. Бюстне вырнаçтарма унăн авторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Василий Петрович Черепанов скульптор хăй килчĕ. Эпĕ кран та чĕнтĕм. Крановщик васканипе, постамента лайăх çаклатайманнине пула, вăл вĕçерĕнсе кайрĕ те ỹксе темиçе пая саланчĕ. Халĕ ĕнтĕ мĕн тумалла? Тепĕр кунне музей уçма палăртнăччĕ. Эпĕ хумханнине курса ман пата В.П.Черепанов пычĕ те: "Римма Алексеевна, Вы так сильно не переживайте, пожалуйста. Это мы исправим. В школе цемент есть?" - терĕ. Вăл вăхăтра шкулта пĕр чĕптĕм цемент та çукчĕ. Эпĕ хăвăртрах ялти çынсем патне цемент шырама кайрăм. Пĕрин патне, теприн патне çитрĕм - никамăн та çук. Телее, тепĕр урамри Сергей Сергеевич Лобейкин çемйин цемент пулнă. Пулăшрĕ. Паянхи кун та ун çемйине тав тăватăп.

Пур палăртнă ĕçсене те вăхăтра туса çитертĕмĕр. 1988 çулхи майăн 19-мĕшĕнче музей уçмалли кун çитрĕ. Ленин вăрманĕнче пионерсен слечĕ иртнĕ хыççăн районти вĕрентекенсем, аслă пионервожатăйсем, пионерсем пирĕн шкула пухăнчĕç. Чĕннĕ хăнасем, ял çыннисем, Чăваш телевиденийĕнчен, радиоран пурте килсе çитрĕç. Музей умĕнче лăк тулли халăх пухăнчĕ.

Митинг пуçланчĕ. Эпĕ шкул историйĕпе паллаштартăм. Унтан музей карти çинчи хĕрлĕ хăйăва виççĕн - Федоров (Чăваш Республикин Çутĕç министерствинчен), Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Н.Петьков, Пантьăк ялĕнчи вăрçă участникĕ Г.К.Федоров - касса И.Н.Ульянов бюстне, музей уçрăмăр. Пухăннисем унти экспозицисемпе, экспонатсемпе паллашрĕç.

muzei2Унтанпа 35 çул çитрĕ. Музей тунине аса илсен, ун чухнехи кашни саманчĕ куç умне тухать. Пурте чĕре хушнипе ĕçлерĕмĕр. "Пĕччен сурать - типсех пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать", - тесе ахальтен каламан халăхра. Чăн та, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени музея хута яма пулăшрĕ. Çак музейра манăн 23 çул хушши ĕçе йĕркелесе, ертсе пыма тиврĕ. Музей тăвакансем те тăрăшнине палăртмалла. Çак шкул район историйĕнче çырăнса юлтăр терĕмĕр, тỹлевсĕрех ĕçлерĕмĕр.

Пантьăк ялĕнчи шкул музейĕ паянхи кун та ĕçлет. Çакă мана питĕ савăнтарать. Унăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.

И.Н.Ульянов 1870 çулта уçнă шкул Раççей Федерацийĕнчи халăхсен культура еткерлĕхĕн регион пĕлтерĕшлĕ истори палăкĕ шутланать. Ăна патшалăх хỹттине илнĕ.

Халĕ Пантьăкри шкул-музейра манăн вĕренекен пулнă, Мăн Этмен шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Александровна Дагакова ĕçлет. Вăл музейра тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем, экскурсисем ирттерет.

Самантпа усă курса пурне те Пантьăкри музея килсе курма сĕнетĕп. Шкулăн историйĕ питĕ пуян, кунта курмалли-пĕлмелли нумай.

Римма МАКСИМОВА,

учитель-пенсионер, музей тăвакансенчен пĕри

Архиври сăнỹкерчĕксем

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1