ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Атнарсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе эпир территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина НАУМОВАПА тĕл пулса калаçрăмăр.
- Альбина Анатольевна, территори пайĕн администрацийĕ кулленхи ĕçре мĕнле тĕллевсене мала хурса тăрăшать?
- Территори пайĕн администрацийĕ вырăнта пурăнакансен кулленхи ыйтăвĕсемпе йывăрлăхĕсене татса пама пулăшакан власть органĕ шутланать. Çĕнĕлĕхсен, ырă улшăнусен ăнăçăвĕ пирĕн - ял çыннисемпе вырăнти влаçăн - пĕрлехи ĕçĕнчен тата пĕр-пĕрне епле шаннинчен нумай килет.
Территори пайĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне "Об общих принципах организации местного самоуправления в РФ" 131-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа, Уставпа тата федерацин тата Чăваш Республикин ытти нормативпа право акчĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пырассине тĕп тĕллеве хурать. Кунта культура, спорт, вĕрентỹ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пĕр чарăнусăр ĕçне тивĕçтересси те, ялсенчи территорисене хăтлăлатассипе инфратытăма аталантарасси те, территори пайĕнче вырнаçнă пур харпăрлăх формиллĕ предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлесси тата ытти те кĕрет.
- Вырăнти организацисемпе предприятисем пирки сăмах хускатрăр. Вĕсене асăнса хăвармăр-ши?
- Пирĕн территорире çак организацисемпе предприятисем вырнаçнă: "Коминтерн" ялхуçалăх предприятийĕ, Атнарти вăтам шкул, "Пучах" ача сачĕ, Атнарти Культура çурчĕ, Сорăмри ял клубĕ, Атнарти модельлĕ вулавăш, Атнарти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, Березовкăри вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм, 12 лавкка, ветеринари участокĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ.
- Палăртрăр ĕнтĕ, территори пайĕн администрацийĕн ĕç-хĕлĕнче ялсенчи территорисене хăтлăлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ-ха?
- Чăн та, çак тĕллевпе ĕçлесе пыма тăрăшатпăр та. Ялсене хăтлăх кỹрессипе кăçал сахал мар ĕç турăмăр. Çурхи вăхăтра ял çыннисемпе пурăнмалли çуртсем тата хуралтăсем, хушма хуçалăхсем çывăхĕнчи территорисене тасалăхра тытма, тăтăшах пуçтарма ăнлантару ĕçне йĕркелерĕмĕр. Çулсерен масар çинче пуçтарасси те ырă йăлана кĕчĕ. Ял çыннисем масар территорине çỹп-çапран, типĕ курăкран, тĕмсемпе йывăçсенчен тасатаççĕ. Çапла пулмалла та, пирĕн хамăрăн пурнăçран уйрăлнă тăванăмăрсем умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла, вĕсем пирки манмалла мар, асра тытмалла, вĕсен вил тăприсене пăхсах тăмалла.
Çĕнтерỹ кунĕ - пĕтĕм халăхшăн пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Çак уяв тĕлне территори пайĕн администрацийĕн, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем тата ял çыннисем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалласа лартнă палăксем йĕри-тавра тасатрĕç, хăтлăх кỹчĕç.
Кăçал çуркунне урамри çутă ламписене улăштарас ĕçсем пурнăçланчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 85 лампочка улăштартăмăр. Хĕллехи вăхăтра та хăтлăх кỹрессипе тимлес ĕç чарăнса тăмасть, территори пайĕнчи ялсенче урамсене юртан тасатас ĕç тăтăшах пурнăçланать. Территори пайĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тасатса пăхса тăрас ĕçе икĕ трактор пурнăçлать. Вĕсен тăршшĕ 28 километрпа танлашать. Территори пайĕн администрацийĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырăнти çулсене пăхса тăрас ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă туса пыма тăрăшать.
- Юлашки çулсенче обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă, вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ проектсем чылай пурнăçланаççĕ. Ку енĕпе сирĕн лару-тăру еплерех?
- 2023 çулта эпир 3477522 тенкĕлĕх виçĕ проект тума палăртрăмăр. Пĕр проекчĕ пурнăçа кĕчĕ ĕнтĕ. Атнар салинчи Çамрăксен урамĕнче 1278559 тенкĕлĕх çул юсарăмăр. Унсăр пуçне Атнар салинчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалланă асăну мемориалне 1150276 тенкĕлĕх юсамалла. Çавăн пекех Атнар салинчи пĕвене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме меллĕ пултăр тесе йĕркене кĕртмелле, ку ĕçсене 1048687 тенкĕлĕх пурнăçламалла. "Урам территорийĕсене хăтлăх кỹресси" программăпа Атнар салинчи Çамрăксен урамĕнче 1389800 тенкĕлĕх çул тума, кунсăр пуçне "Хăрушсăр автомобиль çулĕсем" программăпа Иккĕмĕш Липовка ялĕнче 1001106 тенкĕлĕх çул тата Туканашри Кĕпер (Мостовая) урамĕнче 2586760 тенкĕлĕх пăрăхран каçă (трубный переход) тумалла.
- Атнарсем территори пайĕн тата округăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Кун пирки пĕр-ик сăмах...
- Атнарти Культура çурчĕ аслисене, вăй питти çынсене тата çитĕнекен ăрăва пĕр тĕвве пухас, ăс-хакăл еткерлĕхне упрас тата аталантарас тĕллевпе ĕçлесе пырать. Ун çумĕнче "Айхол" фольклор коллективĕ, "Çеçпĕл" ташă коллективĕ тата "Айхал" халăх хорĕн коллективĕ йĕркеленнĕ. Пурте вĕсем округ шайĕнче кăна мар, республикăри халăха та хăйсен пултарулăхĕпе пĕрре мар савăнтарнă, малашне те çаплах пуласса шанатпăр. Атнарти вулавăш та вулакансене кулленех тĕрлĕ кĕнеке-журналпа тивĕçтерет, кунти кĕнеке фончĕ 18 пин экземплярпа танлашать. Культура пирки сăмах пынă май, çакна та каласа хăварасшăн, кăçал Атнарти Культура çурчĕн капиталлă юсавĕ пуçланчĕ. Вăл хăйĕн сăн-сăпатне самай çĕнетĕ.
- Тỹрĕ çул çинчен пăрăннă çынсемпе, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесемпе те сирĕн ĕçлеме тивет...
- Çапла. Вĕсене те куçран вĕçертместпĕр. Уйăхсеренех профилактика Канашĕ иртет, йĕркене пăснă тĕслĕхсене унта пăхса тухатпăр та. Ытларах усал ĕç эрех ĕçнине пула пулать. Ку вăрттăнлăх мар. Йĕркене пăсма пултаракан, эрехпе туслă 26 çынна эпир учета илтĕмĕр. Йĕплĕ пралук хыçĕнчен ирĕке тухнă икĕ çынна тимлĕхре тытатпăр. Йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесен учетне туса пыратпăр, кун пек 9 çемьере 19 ача ỹсет. 156 хуçалăха çитсе профилактика калаçăвĕ ирттертĕмĕр.
Халăхпа тĕл пулсан тăтăшах хăрушсăрлăхпа çыхăннă калаçу йĕркелетпĕр.
- Çулталăк вĕçĕчченхи тапхăра палăртнă малашлăх планĕсемпе паллаштараймăр-ши?
- Малашлăх планĕсемпе тĕллевĕсем пирки сăмах пуçарас-тăк, эпир пуçаруллă бюджет программипе иккĕмĕш тапхăра çак проектсене ятăмăр:
- Атнар салинчи Çамрăксен урамĕнче 2073240 тенкĕлĕх çул юсамалла;
- Туканаш ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалланă асăну мемориалне 420000 тенкĕлĕх юсамалла.
Çавăн пекех ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, тара памалла.
Пушарпа шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăх, терроризмпа экстремизм профилактикине, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесемпе ĕçлес, йĕркене пăсассине асăрхаттарас ыйтусене малашне те мала хурса вăй хумалла.
- Калаçушăн тавтапуç, Альбина Анатольевна! Малашне те ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн, территори пайне аталантарассишĕн тăрăшса вăй хума ăнăçу сунатпăр сире!
Н.Мидакова калаçнă
Ноябрь 2024 |