ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Ялхуçалăхне аталантарассине муниципаллă округра пысăк тимлĕх уйăраççĕ, малта пыракан ĕçченсене те çулсерен хавхалантараççĕ. Акă, Акатуй уявĕнче ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. Вĕсенчен пĕри - "Нива" ЯХПК-ра ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Татьяна Николаевна Белова.
Кив Ирчемес хĕрĕ хăйĕн пурнăçне ялхуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă. Тралькассинчи шкула пĕтернĕ хыççăнах вăл Шупашкарти коопераци техникумĕнче бухгалтера вĕренсе тухнă. Алла диплом илсенех тăван яла таврăннă, "Урпаш" колхоза дояркăна вырнаçнă. Татьяна Николаевна ĕçленĕ хушăрах "Нива" вĕренỹ комплексĕнче квалификацие ỹстернĕ, выльăх пĕтĕлентерекен специальноçе алла илнĕ. 1995 çултан вăл выльăх пĕтĕлентерекенре тăрăшнă. 2002-2003 çулсенче тăван хуçалăхрах ферма заведующийĕнче вăй хунă. 2003-2007 çулсенче вара вăл почтальонра тимленĕ. Çав хушăрах ачисене валли те вăхăт тупнă, вĕсене ура çине тăратас тесе тăрăшнă. 2018 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Татьяна Белова тăван хуçалăха таврăннă, Карăкçырминчи 2-мĕш номерлĕ фермăра ĕнесене машинăпа сăвакан операторта ĕçлеме пуçланă. Çавăнтанпа вара вăл çак ĕçре вăй хурать, унпа пĕрлех выльăх пĕтĕлентерекен тивĕçне те пурнăçлать. Хăйĕн ĕçне юратнипе палăрать вăл. Выльăх-чĕрлĕхĕ те ăна хăйĕн продукцийĕпе савăнтарать, сăвăмĕ те çулсерен ỹссе пырать. Унăн аллинче 35 пуç ĕне. 2020 çулта вăл пĕр ĕне пуçне 4885 килограмм сĕт сунă пулсан, 2022 çулти кăтарту самай ỹснĕ - 6429 килограмм.
Çак тапхăрта Татьяна Николаевна дисциплинăна пĕртте пăсман. Коллективра вăл тирпейлĕхпе палăрать, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. "Ĕçне кура - хисепĕ", - теççĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн вăл çулсерен тĕрлĕ наградăсене тивĕçет: унăн пухмачĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Н.Маловăн Тав çырăвĕ те, район пуçлăхĕн Тав сăмахĕ те, район администрацийĕн Хисеп хучĕсем те пур.
Çапла, Татьяна Белова тăван тăрăха, тăван хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшать. Ĕçтешĕсем те унран ырă тĕслĕх илеççĕ. Ял çынни кăна чухлать: хуçалăх вăй илсен, ял та пĕтмест. Çакна тĕпе хурса тăрăшать те вăл.
Ноябрь 2024 |