ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Хусанушкăньсен ĕçĕ-хĕлĕпе территори пайĕн начальникĕ Любовь Геннадьевна КУЗНЕЦОВА паллаштарать:
-Асăннă территори пайне Хусанушкăнь, Сĕнтĕкçырми, Тракушкăнь, Тихăнушкăнь, Тури Çĕрпỹкасси, Иккĕмĕш Хурашаш ялĕсем, Пĕрремĕш Хурашаш сали кĕреççĕ.
Пĕтĕмпе ку территори пайĕнче 1143 кил-хуçалăх шутланать, вĕсенче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1201 çын пурăнать.
Асăннă территорире çак организацисемпе предприятисем вырнаçнă: Хусанушкăнчи тата Тури Çĕрпỹкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем, икĕ Культура çурчĕ, виçĕ модельлĕ библиотека, виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, райпон ултă лавкки, уйрăм предпринимательсем уçнă тăватă лавкка.
Пĕтĕмпе ку территорире 1201 çын (2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне) пурăнать. Пĕлтĕр 34 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, виçĕ пепке çуралнă, икĕ мăшăр çемье çавăрнă. Шел те, пĕр çемье арканнă. Виçĕ çемье кил-çурт условийĕсене лайăхлатма учетра тăрать: инвалидсенчен тăракан икĕ çемье, пĕр çамрăк çемье.
Палăртмалла, территори пайĕн администрацийĕ хăйĕн ĕçне "Об общих принципах организации местного самоуправления РФ" 131-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа, Уставпа тата федерацин, Чăваш Республикин ытти нормативпа право акчĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пырать, çакна мала хурса ĕçлет. Администраци ĕçченĕсем муниципаллă округра иртекен спорт ăмăртăвĕсене, культура мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ, обществăлла ĕçсенчен юлмаççĕ, йăла-йĕрке уявĕсене çамрăксене явăçтарма, вĕсене патриотизмла воспитани пама тăрăшаççĕ. Çавна май пур библиотекăсенче те тĕрлĕ куравсемпе мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ, ачасене кĕнекесемпе туслашма вĕрентеççĕ. Культурăна аталантарас енĕпе те чылай ĕç пурнăçланать. Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ çулсерен "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчета хутшăнать. Çамрăксем аслисенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Ачасен "Сударушка" ташă коллективĕ муниципаллă округри "Ташша яра пар!" конкурсра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çавăн пекех ку тăрăхри "Урпаш" фольклор коллективĕ çулсерен "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фестивальте палăрать. Пирĕн тăрăхра театр коллективĕ те пур. Вăл район, республика шайĕнче малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Акă, Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ çумĕнчи театр коллективĕ республикăри "Асамлă чаршав" конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Тỹрĕ çул çинчен пăрăннă, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене те куçран вĕçертместпĕр. Уйăхсеренех профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тишкеретпĕр. Полици уйрăмĕн икĕ представленине те пăхса тухма тиврĕ. Полицин участок инспекторĕ Евгений Патьянов ял çыннисемпе çыхăну тытсах тăрать, тăрăхра пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе яланах йышăнать. Ытларах усал ĕç эрех ĕçнине пула пулнине палăртмалла. Кун пеккисене куç умĕнчех тытатпăр. Ялта пурăнакансем хушшинче эрех-сăмакун сутакансем пирки информаци пулсан та вĕсене тỹрĕ çул çине тăма асăрхаттаратпăр. Йĕплĕ пралук хыçĕнчен тухнă çынсем те тимлĕхре.
Территори пайĕн администрацийĕн ĕç-хĕлĕнче ялсенчи территорисене хăтлăлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Çак тĕллевпе тĕрлĕ проектсем пурнăçа кĕреççĕ: çулсене юсатпăр, палăксене çĕнететпĕр, ялсенчи çăвасене йывăç-тĕмрен тасататпăр. 2022 çулта Тихăнушкăнь ялĕнчи Вăрман урамĕнче 250 метр тăршшĕ çула, Çамрăксен урамĕнчи çула, Хурашашри 800 метр тăршшĕ çула вак чулпа сарма май килчĕ. Обществăлла инфратытăма аталантарассипе иртекен проектсен конкурсне те хутшăнтăмăр (ăна вырăнти пуçарăва тĕпе хурса йĕркеленĕ), çакă ялсенчи çулсене йĕркене кĕртме пулăшрĕ. Тури Çĕрпỹкассинчи Ленин урамĕнчен Советски урамне каякан çула 495394 тенкĕлĕх, çак ялти çăва патне каякан çула 821400 тенкĕлĕх юсарăмăр, Тихăнушкăнь ялĕнчи Коммунизм урамĕнчи çула 663237,58 тенкĕлĕх, Хурашашри çăва патне каякан çула 821400 тенкĕлĕх турăмăр. Çавăн пекех Хусанушкăнь ялĕнче 140000 тенкĕлĕх светодиодлă хунарсем вырнаçтартăмăр, Сĕнтĕкçырми ялĕнче пĕвене пушара хирĕç кĕрешме меллĕ пултăр тесе 1002329,19 тенкĕлĕх йĕркене кĕртрĕмĕр. Унсăр пуçне ялсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнă, пуçĕсене хунă салтаксене асăнса палăксемпе стелăсем çĕклетпĕр. Палăртмалла, пур ĕç те патшалăх, муниципаллă округ администрацийĕ, ял çыннисем пулăшнипе, тăрăшнипе пулса пырать.
Администраци ялта пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусемпе те йышăнать. 2022 çулта тухнă лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе 274 çын килчĕ, пĕтĕмпе 810 справка патăмăр. Уйрăм хушма хуçалăх аталантаракансене те яланах пулăшма хатĕр: Раççей Перекет банкĕн, Раççей Ялхуçалăх банкĕн тата ытти банксен уйрăмĕсем урлă 28 çыннăн кредит илме май килчĕ. Патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă.
Çапла калас килет: ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр. Плансем пысăк. Хамăр тăрăха хăтлăлатас, çынсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе тĕрлĕ проектсене хутшăнатпăр. 2020-2025 çулсенче ял тăрăхĕн территорине хăтлăлатма палăртрăмăр, çăвасенче тирпейлĕх кỹрĕпĕр, палăксене йĕркене кĕртĕпĕр. Физкультурăна, спорта, культурăна, обществăлла инфратытăма аталантарас, çамрăксене патриотизмла воспитани парас тĕллевпе çитес вăхăтра сакăр проекта пурнăçа кĕртесшĕн: Тихăнушкăнь ялĕнчи Ленин, Иккĕмĕш Хурашашри Çыран хĕрринчи (Набережная), Иккĕмĕш Хурашашри Нагорнăй тата Шкул урамĕсенчи çулсене юсасшăн. Сывă пурнăç йĕркине тытма кăмăллакансем валли Тихăнушкăнь ялĕнче спорт площадки тăвасшăн. Ялти пĕвесене те тасалăхра тытасшăн. Сĕнтĕкçырми ялĕнчи пĕвене пушара хирĕç кĕрешме йĕркелесшĕн. Иккĕмĕш Хурашашра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалланă палăка юсасшăн, Тури Çĕрпỹкассинче паттăрсен асăну мемориалне вырнаçтарасшăн.
Хамăр тăрăхра пурăнакансен кулленхи ыйтăвĕсемпе йывăрлăхĕсене малашне те татса пама пулăшăпăр. Пĕр-пĕрне ăнланни, шанни тĕрлĕ пуçарăва та пурнăçа кĕртме май парĕ. "Пĕрлехи ĕçре - вăй", - тесе халăхра ахальтен каламан.
Ноябрь 2024 |