ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Олег Александрович НИКОЛАЕВ, Мăн Этмен территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
- Территори пайне Мăн Этмен, Пĕчĕк Этмен, Уйпуç, Малиновка, Шĕмшеш тата Çĕн Ирчемес ялĕсем кĕреççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне территорире 706 хуçалăх шутланать, вĕсенче пĕтĕмпе 1019 çын пурăнать.
Мăн Этмен территори пайĕ ултă яла пĕрлештерсе тăрать. Тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерекен организацисемпе предприятисем пирки сăмах пуçарас-тăк, кунта Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкул, ун çумĕнче вара шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ, Мăн Этменти Культура çурчĕ, модельлĕ вулавăш, ултă лавкка, почта уйрăмĕ, икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеççĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ савăнтарсах каймасть. 2022 çулта çут тĕнчерен 31 çын уйрăлнă пулсан, икĕ ача кăна кун çути курнă. Кăçал çур çул хушшинче вара 10 çын вилчĕ, пĕр пепке кăна çуралчĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пире пĕлтернĕ кăтартусем тăрăх, ял çыннисем хăйсен кил-хуçалăхĕсенче 214 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытнă, çав шутра - 175 ĕне. Кунсăр пуçне 80 сурăх, 84 качака усрани паллă. Çавăн пекех ялта тĕпленнĕ халăх кролик, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк чылай тытать, хурт-хăмăр ĕрчетекенсем те пур.
Иртнĕ çулта ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй умне тăратнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрĕ. Пĕтĕмпе 775 гектар çĕр лаптăкне тара патăмăр, çулталăкри аренда хакĕ 695 пин ытла тенкĕпе танлашать. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Ку енĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Акă, Шĕмшеш ялĕнчи Хĕлĕпкасси (Овражная) урамĕнче 150 метр, Мăн Этменти Çамрăксен урамĕнче 100 метр тăршшĕ çулсене юсарăмăр. Пуçаруллă бюджет программипе Мăн Этменти тата Шĕмшешри шыв сечĕсен юсавне пурнăçлама май килчĕ, хакĕ - 6 миллион та 874 пин те 322 тенкĕпе танлашрĕ.
Кăçал та сахал мар ĕç тума палăртрăмăр. Акă, Уйпуçĕнчи масар территорине хăтлăлатас тĕллевпе çурт (455874 тенкĕлĕх) туса пĕтертĕмĕр те ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра виçĕ проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пынине палăртмалла. Мăн Этменти Çамрăксен урамĕнче шыв башнине юсамалла. Проектпа смета докуменчĕсемпе килĕшỹллĕн, смета хакĕ 1308467 тенкĕпе танлашать.
Шĕмшешре вара Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Владимир Горбунов пуçарăвĕпе подстанци патĕнчи пĕвене тасатмалла. Ĕçсене 1425,818 пин тенкĕлĕх пурнăçламалла. Çавăн пекех кăçал Çĕн Ирчемесре шыв сетьне юсамалла. Ĕçсен хакĕ - 4951326 тенкĕ. Асăннă виçĕ проектне те август уйăхĕччен вĕçлеме палăртатпăр.
Чылай ĕçе ял çыннисен пулăшăвĕпе усă курса тума тивет. Тирпей-илем кĕртес, тавралăха тасалăхра тытас енĕпе ял çыннисем чылай пулăшаççĕ. Çулсерен масар çинче пуçтарасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ял çыннисем тăванĕсем, çывăх çыннисем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна çỹп-çапран, типĕ курăкран, тĕмсемпе йывăçсенчен тасатаççĕ.
Ял çыннисем хушшинче пуçаруллă, тăрăшуллă çынсем пурри пире кулленхи ĕçре пулăшса пырать. Манăн паян активлăхпа палăрса тăракан старостăсене ырăпа асăнса хăварас килет. Вĕсем - Уйпуçĕнчи Велистрат Михайлов, Мăн Этменти Владимир Горбунов, Шĕмшешри Галина Переваловапа Валентина Немешкина. Вĕсем ялсенче тирпей-илем кĕртес чухне кăна мар, ытти мероприятисене те ял çыннисене явăçтарма пултараççĕ, маттурлăхпа палăрса тăраççĕ. Çакăн пек çынсем пирĕн хушăра ытларах пулсан эпир тата нумайрах ырă ĕç тума пултарăпăр.
Вырăнти культура ĕçченĕсем те япăх мар кăтартусемпе савăнтараççĕ, хăйсен ĕçне вĕсем ял çыннисем пушă вăхăтне кăсăклă та усăллă ирттерччĕр тесе йĕркелеççĕ. Акă Мăн Этменти Культура çуртĕнче (заведующийĕ - Мария Михеева) тă-хăр клуб йĕркеленĕвĕ ĕçлет. Кунта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма ачасемпе çамрăксем кăна мар, тивĕçлĕ канури çынсем те хаваспах туртăнаççĕ. Сăмахран, кунта ачасемпе аслисем ташлама та, хорта тата вокалпа юрлама та, театр пултарулăхне туптама та, алĕçĕпе кăсăк-ланма та пултараççĕ. "Елĕм" фольклор ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе районти кăна мар, республикăри халăха та пĕрре мар савăнтарчĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи клуб йĕркеленĕвĕсем тĕрлĕ шайри чылай мероприятие хастар хутшăнма тăрăшаççĕ. Вырăнти вулавăш ĕçченĕ Екатерина Николаева та халăхпа аван ĕçлет, нумай мероприяти йĕркелет, хăй те "Елĕм" фольклор ушкăнĕн, "Ахрăм" театр коллективĕн тата "Россиянка" ташă кружокĕн ĕçне активлă хутшăнать.
Профилактика ыйтăвне те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Уйăхсеренех профилактика Канашĕ иртет, йĕркене пăснă тĕслĕхсене унта пăхса тухатпăр. Йывăр лару-тăрура пурăнакан икĕ çемье учетра тăрать. Тĕрмерен ирĕке тухнă виçĕ çынна тимлĕхре тытатпăр. Пушар хăрушсăрлăхĕ, шыва ирĕк панă вырăнта кăна кĕме юрани пирки ăнлантару ĕçне йĕркелес, терроризмпа экстремизм профилактикине ирттерес, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесене сăнас, йĕркене пăсассине асăрхаттарас ыйтусене тĕпе хурса вăй хума тăрăшатпăр. Малашне те çак ыйтусене тимлĕхре тытăпăр.
Малашлăх планĕсем сахал мар. Пурте вĕсем ял çыннисен пурнăçне çăмăллатас, хăтлăлатас тĕллевлĕ.
Ноябрь 2024 |