Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Паллă вырăнсемпе паллашаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 25.08.2023, 11:00 Просмотров: 299

Ачалăх кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ача чухнехи çулсем интереслĕ, хаваслă, телейлĕ иртсен, çитĕнекен ăру пуласлăха çирĕп шанчăкпа пăхма, утăм хыççăн утăм туса ăнăçу çулĕпе утма пултарать. Çавăнпа патшалăх юлашки çулсенче республикăри çемьесене пулăшма тăрăшать, ачасен куçĕсем ялкăшчăр, вĕсен пичĕ çинче телейлĕ йăл кулă кăна çиçтĕр, хĕрачасемпе арçын ачасем лайăх вĕренме, тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарччăр тесе чылай ĕç тăвать. Кăçалхи çула Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртни те, ун шайĕнче ирттерекен чылай мероприяти те, ачаллă çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерни те çитĕнекен ăрушăн тăрăшнине çирĕплетеççĕ. Ку енĕпе Раççей наци проекчĕсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ.

Акă, "Туризм тата тараватлăх индустрийĕ" наци проекчĕ шайĕнче 5-9-мĕш классенче вĕренекен ачасем республикăри паллă вырăнсем тăрăх çулçỹреве тухма пултараççĕ. Шкул туризмĕн программи 2022 çултанпа пурнăçланать. Çулçỹреве вĕренỹре, спортра, культурăпа искусствăра тата общество ĕç-хĕлĕнче çитĕнỹсем тунă ачасем тухма пултараççĕ. Ку вăл пĕтĕмпех тỹлевсĕр. Тур хакĕ - 7 пин тенкĕ, укçа-тенкĕне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. Икĕ куна пыракан тур вăхăтĕнче ачасемпе экскурси, мастер-классем ирттереççĕ, апатпа, хăна çуртĕнче вырăнпа тивĕçтереççĕ.

Проекта хутшăнма пултаракан ачасене суйлас тапхăр кăçал июнĕн 1-19-мĕшĕсенче иртрĕ. Ашшĕ-амăшĕ "Чăваш Республикин социаллă порталĕнче" харпăр хăй кабинечĕ урлă тĕпренчĕкĕн юлашки виçĕ çулхи тĕрлĕ шайри пилĕк çитĕнĕвне палăртса заявка тăратнă. Маршрутне те ашшĕ-амăшĕ хăех суйласа илнĕ. Вĕсем вара ултă тĕрлĕ пулнине палăртмалла: "Открой свою Чувашию: Чебоксары и Новочебоксарск", "Открой свою Чувашию: Козловка", "Открой свою Чувашию: Ядрин", "Увлекательное путешествие по Волжским городам Чувашии", "Знакомство с городами Чувашии" тата "Постичь, что создано веками". Пурĕ республикăри пилĕк пин ача çулçỹреве тухма ирĕк çĕнсе илнĕ.

Муниципаллă округри шкул директорĕсен канашçисен кураторĕ Алина Калейкина пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округри шкул ачисем валли икĕ кунлăх тура кайма кăçал 100 квота пулнă, вĕсемпе туллин усă курнă. Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса çулçỹреве тухма ирĕк çĕнсе илнĕ ачасенчен - Хĕрлĕ Чутай, Атнар, Питĕркасси, Мăн Этмен, Çĕн Атикасси, Хусанушкăнь, Шулю, Мишеркасси шкулĕсенче вĕренекенсенчен - чылайăшĕ республикăри паллă вырăнсемпе паллашнă та ĕнтĕ. Тур сентябрь уйăхĕнче вĕçленмелле.

Елена ТИМКИНА, Питĕркасси шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ:

- Эпир пĕр класра вĕренекен Иван Сядайкинпа августăн 14-15-мĕшĕсенче туризм çулçỹревĕнче пултăмăр. "Открой свою Чувашию: Козловка" маршрут тăрăх математик Лобачевский çурт-музейĕнче, Куславккара пултăмăр, тĕвесен кĕтĕвне кайса куртăмăр, "Птичий полет" текен илемлĕ вырăна, "Сурский рубеж" мемориал патне, Кỹкеçри Бичурин музейне тата ытти кăсăклă та илемлĕ вырăнсене çитсе куртăмăр. Çулçỹрев мана çав тери килĕшрĕ, тулли кăмăл-туйăмпа таврăнтăм. Малашне тата тăрăшарах вĕренес туртăм вăйланчĕ. Çитес çул та туризм маршручĕпе ытти паллă вырăнсене çитсе курас ĕмĕтпе пурăнатăп.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2