Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать

Категория: Общество Опубликовано: 25.08.2023, 11:02 Просмотров: 312

Тралькасси территори пайĕнче ялхуçалăх продукцине туса илессипе "Нива" ялхуçалăх производство кооперативĕ ĕçлет. Владимир Мурайкин ертсе пыракан хуçалăх çултан-çул аталанать, ỹсĕмсем тăвать, техника паркне те çĕнетсе тăрать. Ферма çурчĕсене юсас, çĕнетес ыйтăва та тимлĕхре тытаççĕ. Кăçал та вăл, ытти çулсенчи пекех, республикăри "Агро-100" клуб йышне кĕме пултарчĕ.

Хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх шучĕ хальхи вăхăтра 732 пуçпа танлашать. Пĕрчĕллĕ культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1065 гектар йышăнать. Паянхи кун хуçалăх уй-хирĕнче виçĕ комбайн ĕçлет. 795 гектар çинчи тыр-пула пуçтарнă, 2200 тонна тырă вырса илнĕ. 270 гектар йышăнакан лаптăка пуçтарса тирпейлемелли юлнă. Çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать.

Хуçалăх коллективĕ 31 çынран тăрать. Кунта пултаруллă, ĕçрен хăраман трактористсемпе механизаторсем тăрăшаççĕ. Фермăсенче операторсем, выльăх пăхакансем аван ĕçлеççĕ. Çакна ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетсе параççĕ. Çавăнпах пулĕ кунта тĕрлĕ наградăна тивĕçнисем сахал мар. Вĕсем çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

"Техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Ку тĕллевпе патшалăх паракан субсидипе усă куратпăр. Иртнĕ çул эпир хуçалăх валли пресс-подборщикпа дисклă сỹре, тырă типĕтмелли хатĕр туянтăмăр. Кăçал вара 4,5 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ МТЗ трактор илтĕмĕр. Çĕнĕ техника акапа вырма вăхăтĕнче ĕç хăвăртлăхне, пахалăхне ỹстерме май парать", - пĕлтерчĕ "Нива" ялхуçалăх производство кооперативне чылай çул ертсе пыракан Владимир Мурайкин.

Игорь КОЧЕГАНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ:

- Ялти пурнăç мана яланах илĕртнĕ. Эпĕ мĕн çамрăкран руль умĕнче. Хам ĕçе питĕ юрататăп. Ĕçлемелли условисем лайăх, хуçалăх ертỹçи В.Мурайкин ялхуçалăх техникине çĕнетсех пыма тăрăшать. Хушма агрегатсем те туянатпăр. Патшалăх пулăшăвĕ пысăк усă панине кашни ĕçчен туять. "Нива" хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Халĕ, акă, пухнă тыр-пула халăха сутатпăр. Ял çыннисем кăмăллă. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2